Кӑҫалхи хӗлле мӗнле пулӗ? Хӑш-пӗр ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ. Унашкалли 100 ҫул пулман.
Ҫакна, тӗслӗхрен, Аслӑ Британири метеоролог Джеймс Мэдден ҫирӗплетет. Вӑл каланӑ тӑрӑх 2017-2018 ҫулсенчи хӗлле Ҫӗр чӑмӑрӗшӗн куҫӑм тапхӑрӗ пулать. Чӳк уйӑхӗнчех сивӗтӗ-мӗн, раштав пуҫламӑшӗнче шартлама сивӗ шатӑртатӗ. Сывлӑш температури 25-30 градус сивӗ пулӗ. Тепӗр тесен, ӑсчах ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унашкал температура хӗлӗпех пулӗ, хӑнӑхмах тивӗ.
Джеймс Мэдден хӗл вӑраха тӑсӑлнине калать. Европӑра, Азири хӑш-пӗр ҫӗршывра юр вӑйлӑ ҫӑвӗ.
Анчах Раҫҫей ӑсчахӗсем урӑхла калаҫаҫҫӗ. РФ Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл питех сивӗ килмӗ. Пуҫламӑшӗ чылай ҫултинчен уйрӑлса тӑмӗ. Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче вара нормӑран ӑшӑрах пулӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пилеш ӑнса пулса. Ку вара хӗл сивӗ пулмассине пӗлтерекен паллӑ.