Японири NSK компани 13 минут ҫурӑ ҫаврӑнма пултаракан спиннер шухӑшласа кӑларнӑ. Ахаль спиннера илес пулсан вӑл темиҫе минут ҫеҫ ҫаврӑнайрать, ун хыҫҫӑн чарӑнать.
Нумай вӑхӑт хушши ҫаврӑнтармашкӑн япун ӑстисем тӗнче уҫлӑхӗнчи уҫлӑхташсенчи (спутниксенчи) подшипникпа усӑ курнӑ. Ҫапла май вӗсен спиннерӗн хакӗ 17 пин иенӑпа (157 доллар е 9400 тенкӗ) танлашнӑ. «Пӗлсех тӑратпӑр, эпир кӑларнӑ япала чи вӑрах ҫаврӑнма пултараканскер», — тенӗ компанийӗн микропрезици пайӗн пуҫлӑхӗ Тосикадзу Исии.
Спиннер — юлашки вӑхӑтра модӑна кӗнӗ тетте. Варринче унӑн тимӗртен е керамикӑран тунӑ подшипник вырнаҫнӑ, айӑккисенче — темиҫе ҫунат. Пӗрисем ку тетте кӑмӑла лӑплантарать тесе шутлаҫҫӗ, теприсем сывлӑха сиен кӳрет тесе. Нумай пулмасть Роспотребнадзор та спиннерсемпе кӑсӑкланса кайнӑ — ачасен сывлӑхӗшӗн сиен пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме шутланӑ.