Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнӑ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ пулсан, ку хыпара шӳт вырӑнне йышӑнма юратчӗ, анчах пӗртте шӳтлеместпӗр.
«Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ.
Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине нумаях пулмасть ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ.
«Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.
Шупашкарти паллӑ ҫак кондитер хапрӑкне Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ Валерий Иванов чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.