Паян ирхине, чӳкӗн 23-мӗшӗнче Кӑнтӑрпа Ҫурҫӗр Корея хушшинчи хирӗҫӳ вӑйланнӑ — ирхине ҫӳрҫӗрти патшалӑх ҫарӗ тупӑсенчен Енӗпхентӑ (выр. Енпхендо) архипелагне кӗмсӗртеттернӗ. Кӑнтӑр Корея ҫарӗсем тӑхтаса тӑмасӑрах вӗсене хирӗҫ хуравланӑ. Ҫурҫӗр Корея кӳрше хирӗҫ 200 снаряд вӗҫтернӗ, Кӑнтӑр Корея 80 хут пени паллӑ.
Ренхап агентство пӗлтернӗ тӑрӑх кӑнтӑр корейсен пӗр салтакӗ вилнӗ. CNN вара 15-ккӗшне аматни пирки пӗлтерет. Ҫурҫӗртисен хушшинче миҫе салтак вилнипе аманни пирки хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Ку хирӗҫӳ Азири фонд индексӗсене те пырса тивнӗ — вӗсем 1-2% чакнӑ. Тупӑран пӗр-пӗрне пени доллар хакне ӳстернӗ, корей вонӗн хакне чакарнӑ.
Пулӑма тишкерекенсем вӑрҫӑ сӑлтавӗ нумай пулмасть патшалӑхсен чикки ҫывӑхӗнче кӑнтӑр корейсемпе мериккансен ҫарӗсем вӗренӳ ирттернипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. ДКХР ӑна хирӗҫ тӑни паллӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чилири Анд тӑвӑнчи телескопсене усӑ курса ӗҫлекен ӑҫчахсен ушкӑнӗсем Хӗвел системинче вырнаҫнӑ инҫетри объектсене ҫӗнӗрен тишкернӗ. Вӗсен ӗҫӗ пирки нумай пулмасть кӗскен «New Scientist» журнал пӗлтерчӗ.
Астрономсем Эрида ятлӑ пӗчӗк планетӑна сӑнанӑ. Асилтеретпӗр, 2006 ҫулта ҫак пӗчӗк планетӑна, тата унпа пӗрлех Койпер тӑрӑхӗнче Макемакепе Хаумеа ятлисене тупнӑ хыҫҫӑн Плутона планета шайӗнчен кӑларнӑ — унӑн диаметрӗ ҫак космос ӗҫкерӗсемпе (объекчӗсемпе) тан е пӗчӗкрех те пулнӑ. Питӗ инҫе вырнаҫнӑран вӗсен виҫине пӗлме ытла та йывӑр (Эрида орбитин ҫӳллӗшӗ 14 миллиард ҫухрӑм, Плутон Хӗвелтен 7,4 милиард ҫухрӑмра ҫӳрет), ҫавӑнпа та ӑсчахсем виҫнӗ чухне тӳрӗ мар мелсемпе ҫеҫ тивӗҫейреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хальхинче ӑсчахсем Эрида инҫетри ҫӑлтӑра мӗнле хупланине сӑнанӑ. Тӗрлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ телескопсемпе сӑнанӑ май ӑсчахсем мӗлке виҫине тӗрӗс виҫме пултарнӑ. Ҫак пӗтӗмлетӳ урлӑ вӗсем космос ӗскерӗн диаметрне шутласа кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ шутлав тӑрӑх Эридӑн диаметрӗ 2 340 ҫухрӑмран «пӗчӗкрех» пулмалла. Халиччен ӑсчахсен шучӗпе ун виҫи 2 400-2 600 пулнӑ. Асилтеретпӗр: Плутон диаметрӗ — 2 400 ҫухрӑм.
Юпан 7-мӗшпе 11-мӗшӗсенче Грузин тӗп хулинче, Тбилисире, иртекен самбо кӗрешӗвӗн ҫамрӑксен хушшинчи тӗнче чемпионатӗнчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Сергей Иванов (1№ АҪСШ, тренерӗ — Александр Тимофеев) медале тивӗҫнӗ. Сергей самбо кӗрешӗвӗн тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусенче виҫӗ хутччен чи малти вырӑна йышӑннӑ, Тбилисине вӑл Раҫҫей каманди шутӗнче килнӗ.
48 кг йывӑрӑш спортсменсем хушшинче кӗрешсе Сергей Иванов хӑйне ыттисенчен маттуртарах кӑтартрӗ — каллех ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Саламлатпӑр!
Ҫурҫӗр Йоркширта Джими Хесельден миллионер вилнӗ тет. Пӑтармахӗ икӗ урапаллӑ электикӑллӑ самокатпа (сӑмах май, ҫак куҫса ҫӳреме май паракан аппарата ун фирми кӑларнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ — сӑртран аннӑ чухне 62 ҫулхи миллионер самокатне тытса чарайман, Варф юханшыва персе аннӑ. Ҫӑлма ҫитнисем пӑтӑрмаха лекнӗ Segway хуҫине пулӑшайман. Полици шучӗпе ӗҫ ӑнсӑртран пулса тухнӑ.
Джими Хесельден Segway самокатсене кӑларакан фирмӑна 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче туяннӑ. Ку самоката вара 2002 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Австри, Франци, Греци, Итали, Венгри, Португали, Чехи тата АПШан 44 штатӗнче усӑ курма ирӗк панӑ.
Ҫурлан 25-29-мӗшӗсенче Молдова Республикинчи «Гагауз ҫӗрӗ» автономи облаҫӗнче тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен пӗрремӗш Конгресӗ ӗҫлерӗ. Унта тӗнчери 14 ҫӗршыв делегацийӗсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кӑркӑстанран тата ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ҫав шутра Чӑваш Енри ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ эльтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынӑ Чӑваш Республикин делегацийӗ те. Делегаци йышӗнче — ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем, «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ.
Конгресӑн пӗрремӗш ларӑвӗ ҫурлан 25-мӗшӗнче «Гагауз ҫӗрӗн» тӗп хулинче, Комратра, иртрӗ. Ытти ларусем гагаузсем пурӑнакан чи пысӑк ялсенче — Конзакпа Копчакра.
Конгресс ӗҫне Гагаузин парламент пуҫлӑхӗ, Комрат хулин мэрӗ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолӗсем, Раҫҫей посольствин культура енӗпе атташе тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑнчӗҫ.
Конгресс 7 ҫынран вӑхӑтлӑх Йӗркелӳ Комитетне йӗркелесе ӑна Конгресс Уставӗпе Программине хатӗрлеме, ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе калаҫма полномочисем панӑ.
Турцин Ризе илӗнче (тӑрӑхӗнче) вырнаҫнӑ пӗр ял халӑхӗ телевизор пӑхмасть иккен. Кун пирки Hurriyet пӗлтерет. Ял ҫыннисем телевизор пушӑ вӑхӑта нумай ҫиет тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗринпе калаҫма вӑхӑт та юлмасть имӗш. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ вӗсем хӑйсен инҫекурав аппарачӗсемпе усӑ курмаҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра вара пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳреҫҫӗ, юрӑ юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, питӗ савӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ.
Телевизорӗсем пушшех те ҫук мар — пӗрре пур. Вӑл хӑна ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. «Телевизор пӑхма пите никам та чарман, — пӗлтерет ял пуҫлӑхӗ Атилла Кӳнери, — Пирӗн пушӑ вӑхӑта хула ҫыннисем пек сехетӗн-сехетӗн телевизор умӗнче ларса сая ярас килмест. Передачӑсем курас вырӑнне эпир пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр». Ытти ял ҫыннисем тата туристсем ҫак ялта телевизор пӑхманни электричество ҫуккинчен килет пулӗ тесе шутлаҫҫӗ, анчах та Атилла пӗлтернӗ тӑрӑх, электричестви пур. Пралукӗсем курӑнманни электричествӑна ҫӗр айӗн кертнинчен килет иккен — ял ҫыннисеи пралук карса йӗри-таврари илемлӗхе пӑсасшӑн пулман.
Хыпарсене ял ҫыннисем радиоприемникпа пӗлеҫҫӗ. Телевизор пӑхмаҫҫӗ пулин те хӑйсене питӗ телейлӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Нумай пулмасть ASCAP (Америкӑри кӗвӗҫӗсен, авторсен тата издательсен пӗрлӗхӗ) организаци хӑйӗн пайташӗсене ҫыру валеҫнӗ — унта Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пӗрлӗхсемпе кӗрешме нимелле укҫа пухма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Creative Commons вӗсен хушшинче чи палли — ку пӗрлӗхсем контента ирӗклӗ сарма май паракан юхӑма тытса тӑраҫҫӗ.
«Паян, — тенӗ ҫырура, — пирӗн ума хальччен курман пысӑк йывӑрлӑх тухса тӑрать. Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пысӑк енчӗклӗ техно-компанисем пирӗн Copyright вырӑнне Copyleft йышӑнтарас тесе ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене потребительсен прависене хӳтӗлекен пек кӑтартаҫҫӗ, анчах та тӗрӗссипе вӗсем пирӗн юрӑсемшӗн тӳлесшӗн мар ҫеҫ. Вӗсен тӗллевӗ — пирӗн юрӑсем тӳлевсӗр пулмалли пирки пӗлтересси ҫеҫ.»
Creative Commons пӗрлӗх, тӗрӗссипе каласан, хайлавсене автор правипе (copyright) кӑларакансене ним енчен те хӗсӗрлемест. Хӑйсен ӗҫӗсене ку лицензипе кӑларакансем хайлавсене ҫынсем патне ытларах ҫитерме ҫеҫ пулӑшать. Creative Commons лицензине аталантарма пулӑшакансем Copyright хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтереймест теҫҫӗ.
Creative Commons-ӑн (чӑвашла та вырӑсла та куҫарӑвӗ ҫирӗпленмен-ха) тӗп тивӗҫӗ — автор валли хайлавӑн хӑш-пӗр прависене халӑха пама майсем тӑвасси.
Кӑркӑстанра каллех ҫапӑҫаҫҫӗ. Влаҫри ҫынсен шухӑшӗпе килӗшмен пин-пин ҫын Бишкек хулинче алхасать. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанӑн тӗп хулинчи чылай патшалӑх ҫуртне аркатнӑ, вӗсем пӑлханакан халӑх аллине лекнӗ. Тӗп прокуратура ҫуртӗнче тата, ҫавӑн пекех, налук хӗсмечӗн ҫуртӗнче тухнӑ пушар пирки те пӗлтеретчӗҫ.
Влаҫа хӑй аллине илнӗ оппозици хальхи вӑхӑтра халӑх шанакан правительсво йӗркеленӗ. Ӑна ертсе пыма Роза Отунбаевӑна шаннӑ. Ҫар пӑлхавҫӑсем енне куҫнӑ.
Пӑлхав Таласра (Кӑркӑстанри хула) пуҫланнӑ. Акан 6-мӗшӗнче кунта вырӑнти влаҫпа килӗшмен ҫынсем пухӑнса ҫӗнӗ губернатора суйлама сӗннӗ. Халӑх саланманнине кура милици вӗсене вӑйпа хӑвалама шутланӑ. Ӗҫӗ тухман — пӑлхавҫӑсем хӑйсем хула администрацийӗн ҫуртне ярса илнӗ. Каярах, Бишкекра опозициллӗ ҫынсене хупма тытӑнсан, пӑлхав тӗп хулана та куҫнӑ.
Курманпек Бакиев хальхи вӑхӑтра ӑҫта пулни паллӑ мар. Маларах вӑл Казахстана тарни пирки пӗлтеретчӗҫ те, каярах Ош хулине куҫни ҫинчен информаци тухрӗ. Хӳтлӗх министрӗ те унпа юнашар тетчӗҫ, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх президент майлӑ ҫынсене хӗҫ-пӑшал та салатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |