2004 ҫулта Германи Берлин хули ҫывӑхӑнчи кивелнӗ ҫар ангарӗсене сыхласа хӑварас тӗлешпе урӑх майпа усӑ курма йышӑннӑ тет.
Ҫапла май халь аллӑ гектар яхӑн йышӑнакан ҫирӗп кантӑкпа витнӗ ҫуртра ҫулталӑкӗпех Америкӑри е Африкӑри евӗр ӑшӑ ҫанталӑк тытӑнса тӑрать. Ҫак «Ҫӑтмахра» шыв хӗрринче хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртма та май пур тет. Шывра ишме, кӑнтӑр апат-ҫимӗҫне йывӑҫ ҫинченех татса ҫиме юрать — укҫу пултӑр кӑна. «Ҫӑтмах» анлӑ та канлӗ вырӑнта вырнаҫнӑран килсе куракан, канакан шучӗ ҫулталӑкепех чакмасть иккен. Хӑвсамӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, эрне хушши шавлӑ хулара ӗҫленӗ хыҫҫӑн мӗн-ма килсе уҫӑлас мар? Ахӑртнех, ку вырӑн Берлинран ҫӗр ҫухрӑмра ҫеҫ-ҫке.
Сирӗн куҫ умӗнче юханшыв юхса выртать тесессӗн ӗненместӗр. Ҫапла мар-и? Анчах та ку чӑнах та юханшыв. Вӑл Каньо Кристалес ятлӑ Колумби ҫӗрӗнчи Макарена тӑвӑсен хушшипе юхать. Чӑвашла ҫак самах «Пилӗк тӗс» тесе куҫарӑнать. Каньо Кристалес тӑршипех сарӑ, кӑвак, симӗс, хура тата хӗрлӗ тӗссем пӗрне пӗри ылмаштарса куҫа-куҫа пыраҫӗ. Ҫак тӗлӗнтермӗшӗн вӑртӑнлӑхӗ шыври усен-тӑрансенче иккен. Ҫаксем ҫулталӑк хушшипех ҫурӑлса чечеке лараҫҫӗ имӗш. Кашни чечекӗ хӑй тӗслӗ хӑй вӑхӑтӗнче ҫурӑлать. Ҫапла вара Каньо Кристалес пин ҫухрӑм майлӑ Гуайаберо ятлӑ юхан шыва юхса кӗричченех тӗнчене тӗлӗнтерет. Тӗлӗнмелли юнашарах!
Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Лора Деккер голландкӑн ҫулҫуревӗ вӗҫленнӗ, ҫапла май вӑл кимӗпе тӗнче тавра ҫаврӑннӑ чи ҫамрӑк ҫын ятне илме пултарнӑ.
Тӗнче тавра ҫулҫӳреве тухас ӗмӗт Лора Деккерӑн мӗн ачаранпах пулнӑ. Ҫак шухӑша 14 ҫултах пурнӑҫласшӑн пулнӑ пулин те тӳре-шарасем ӑна ҫак йывӑр ҫула пӗччен кӑларсе яма килӗшмен. Килӗнчен тухса тарса та пӑхнӑ хӗр — анчах йӗрке хуралҫисем ӑна каялла тавӑрнӑ. 15 ҫула ҫитсен тин ҫамрӑк ҫӳлҫӳревҫе тӗнче тавра ҫаврӑнма ирӗк панӑ — пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче хӗр ҫула тухнӑ.
Хӑйӗн ҫулне Кариб утравӗсен шутне кӗрекен Сен-Мартенра вӗҫленӗ хӗр каласа панӑ тӑрӑх ӑна ҫак ҫулҫӳрев питӗ килӗшнӗ. «Ҫул тӑршшӗпе дельфин чылайччӗ, вӗсем пӗрле ишнӗрен савӑнтӑм. Эпӗ хама питӗ телейлӗ хӗр тесе шутлатӑп», — тенӗ вӑл. Ҫитес вӑхӑтра Лора шкула таврӑнса вӗренӗве малалла тӑсма шутлать.
Маларах чи ҫамрӑк ҫулҫӳревҫӗ ятне Австрали хӗрӗ тивӗҫнӗччӗ — Джессика Уотсон тӗнче тавра 17 ҫула ҫитиччен 3 кун умӗн вӗҫленӗччӗ.
Мексикӑра «Baluarte» (чӑв. «бастион, тӗревлӗх») ятлӑ кӗпере уҫнӑ. Мексика никама та пӑхӑнма пӑрахни 200 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ та савӑнӑҫлӑ мероприятие патшалӑх президенчӗ Фелипе Кальдерон та хутшӑннӑ. Ҫапла май Америка континентӗнчи чи ҫӳллӗ кӗпере хута ячӗҫ. «Ку проект Мексикӑн ҫурҫӗр енчи халӑха пӗрлештерӗ», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Мексика президенчӗ.
«Baluarte» Ҫиналупа (выр. Синалоа) Туранкӑ (выр. Дуранго) штачӗсене ҫыхӑнтарӗ, ун ҫӳллӗшӗ 403 метрпа, тӑршшӗ 1124 метрпа танлашӗ. Танлаштарас тесен, ун айӗнче Эйхвӗл турулӗ те ним мар вырнаҫайрать. Малашне ку кӗпер Атлантикӑпа Лӑпкӑ океансене ҫыхӑнтарма пултарӗ, унашкал ҫула тума планласа та хунӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, вырӑнти влаҫ ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере хута яни Лӑпкӑ океан хӗрринче вырнаҫнӑ Маcатлан (Mazatlan) хулинчен Туранкӑ штатӑн тӗп хулине ҫитес вӑхӑта 6 сехете таран чакарать. Ҫапла май хӑвартрах ҫитме май пур.
Чи ҫӳллӗ кӗперсене илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑварас пулать: Китайри Si Du River Bridge (ҫӳллӗшӗ 472 м.), Францири Милло (Мийо) виадук (ҫӳллӗшӗ 343 м.), Колорадо штатӗнче Royal Gorge Bridge (ҫӳллӗшӗ 321 м., машинсем ҫӳремеҫҫӗ). Ытти паллӑ кӗперсен ҫӳллӗшӗ: Сан-Францискӑри «Ылтӑн хапха» — 67 м.
Нумай пулмасть «Proceedings of the National Academy of Sciences» журналта тӗпчевҫӗсен кӑсӑклӑ статьи пичетленсе тухнӑ. Ӑсчахсем шыраса тупнӑ тӑрӑх чӗрӗ организмсем ураланма пуҫлани шывран тухичченех аталаннӑ иккен.
Тӗпчевре Африкӑри иккӗлле сывлакан протоптӗрсемпе (Protopterus annectens) усӑ курнӑ. Ӑсчахсем ҫитӗнсе ҫитнӗ пулла аквариума вырнаҫтарса ун хыҫҫӑн пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен камерӑпа сӑнанӑ. Ҫапла май чӗрӗ чунӑн куҫӑм биомеханикине палӑртма май килнӗ.
Ӑсчахсем унчченех ҫак пулӑсен ҫунатти ишме ҫителӗксӗр пулнине асарханӑ (вӗсем ҫӗлен пулӑ евӗр пӗтӗм кӗлеткине усӑ кураҫҫӗ). Ку тӗпчев вара ҫӗннине чылай уҫса панӑ. Протоптӗр, иккен, ҫунаттисемпе шыв тӗпӗнчен тапса хӑпарма усӑ курать. Ӑсчахсем икӗ тӗслӗ куҫӑм асӑрханӑ — «утӑм» (ҫунаттисемпе черетлӗ хускатнӑ чухне) тата «сикни» (пылӑ йӗкӗр ҫунаттисемпе харӑс тапса хӑпарнӑ чухне).
Ку тӗпчевсем чӗрӗ чунсен куҫӑм механики аталавӗ пирки ҫирӗпленнӗ шухӑша ҫӗнӗлле пӑхма хистеҫҫӗ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ку куҫӑмпа девон тапхӑрӗнче (416-360 миллион ҫул авал) авалхи пулӑсем те усӑ курма пултарнӑ. Хальччен асӑрханӑ чулланнӑ йӗрсене ҫапла май ҫӗр тӑрӑх утакан чӗрчунсем мар, пулӑсем те хӑварма пултарнӑ — кӑна ӑсчахсем шута илме сӗнеҫҫӗ.
Яндекс шыравҫӑ туркӑлла ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки компани тин кӑна салатнӑ пресс-релизра пӗлтерчӗ.
Шыравҫӑ турккӑ чӗлхин морфологине шута илсе ӗҫлет, йӑнӑш ҫапнӑ текста юсама пултарать. Аркадий Волож каланӑ тӑрӑх сервиса туркӑлла куҫарнӑ тени ҫителӗксӗр — ку чӑн та ҫӗнӗ продукт пулса тухнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Турцире ытларах Кукӑль (Google) шыравҫипе усӑ кураҫҫӗ — ун пӗтӗмӗшле тӳпи 97-99% ҫитет.
Нидерландӑн Хоогерсмилд хулинче телевидени турулӗ персе аннӑ — патшалӑхӑн пӗр пайӗнче хальхи вӑхӑтра телекуравпа радио ӗҫлемест.
Пӑтармах пушартан пуҫланнӑ — 100 метр ҫӳллӗшӗнче паллӑ мар сӑлтава пула вут хыпса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ пулин те — сиенленнӗ конструкци чӑтайман, арканса кайнӑ. Пӑтӑрмахра ҫынсем аманман — хӑрушлӑха туйса вӗсене маларах унтан кӑларнӑ пулнӑ.
Арканса кайиччен ку турул патшалӑхра чи ҫӳллисенчен пӗри пулнӑ. Ӑна 1959 ҫулта хӑпартнӑ — пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ 303,5 метр. 1968 ҫулта пӗлӗтсем аялта пулнӑран F-100 самолет ҫак турула тытса тӑракан пӗр пралука татса кайнӑ пулнӑ. Ун чухне ытла нумай сиенленмен самолет ҫӗр ҫине ларма пултарнӑ, турул вара кӑшт тайӑлнӑ пулнӑ.
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университечӗ ҫамрӑксене вӗренме кӗме йыхравлать. Майсем питӗ лайӑх вара: стипендине долларпа тӳллеҫҫӗ, ҫулталӑкне икӗ хут Шупашкара тӳлевсӗр (хӑйсен транспорчӗпе) кайса килме пулать, общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, кунне виҫӗ хут укҫасӑр ҫитереҫҫӗ. ППЭ (ЕГЭ) те памалла мар — собеседованипе (Шупашкартах) йышӑнаҫҫӗ. Ку йыхрав укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах, анчах та пӗлӳ илесшӗн ҫамрӑксене ытларах кӑсӑклантармалла — университета кӗме укҫа тӳлес ҫук.
Ҫак университета вӗренме каяс кӑмӑл пулсан — ҫак хыпар айӗнче хӑвӑрӑн ҫыхӑну мелӗсене ҫырӑр (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ; электронлӑ почта, карас инҫесасӑн номерӗ тата ыттисене). Хӑвӑрӑн май пулмасан — ыттисене пӗлтерӗр. Эпир ҫыхӑну мелӗсене университет элчисене парӑпӑр — вӗсем сирӗнпе ҫыхӑнӗҫ (ҫыхӑнӑва ҫапла йӗркелӗпӗр терӗҫ...).
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университетне 1991 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Н. Назарбаев 329№ Хушӑва алӑ пусса уҫнӑ. Ҫапла май Туркесстан патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ заведенине паллӑ философӑн тата ӑсчахӑн Ходжа Ахмет Ясауин ятне панӑ.
Нумай пулмасть Mozilla Foundation организаци Firefox браузера ҫӗнетнӗ, унӑн 5-мӗш версине кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем сахал мар: CSS-анимацие ӑнлана пуҫланӑ, HTML5 стандартпа лайӑхрах ӗҫлет. Javascript ӗҫне те якатнӑ — хӑвартрах ӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ верси компьютер пурлӑхӗсене те ытлашши тӑкакламасӑр усӑ курать. Пысӑк ҫӗнӗлӗх шутне «Do-not-track» функцие кӗртме пулать — ӑна усӑ курсан сайтсем усӑҫ ӑҫта ҫӳренине сӑнамӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен малтанхи 4-мӗш версипе (вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ) танлаштарсан пурӗ пин ытла ҫӗнӗлех кӗртнӗ — вӗсем браузера хӑвартрах ӗҫлеме, усӑҫ ӗҫне ҫӑмӑллатма тивӗҫ.
Браузера эсир кунтан уҫласа илейретӗр (вырӑслине). Ӑна чӑвашлатма та пулать — 5-мӗш версинче ӗҫлекен хушӑма кунта тупайратӑр.
Туркменин шӗкер хулинче, Ашхабадра, паян 185 метр ҫӳллӗш палӑк уҫрӗҫ. Кун пирки ИТАР-ТАСС хыпар агентстви пӗлтерет. Палӑка Конституци кунӗпе Махтумкули сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунне халалласа уҫрӗҫ. Конституци палӑкӗ ятлӑкскер, хальхи вӑхӑтра вӑл хулара чи ҫӳлли шутне кӗчӗ. Унччен тӑршшӗпе малта тӑраканнисен шутӗнче Пӑхӑнманлӑх палӑкӗ пулсаччӗ — ун ҫӳллӗшӗ 91 метрпа танлашатчӗ.
Монумента Polimeks турккӑ компанийӗ ӑсталанӑ — пӗтӗмешле хакӗ 45 миллион евро ларнӑ. Ун никӗсне 2008 ҫулта хывнӑ пулнӑ.
Каласа хӑварас пулать, паян ҫавӑн пекех Президентӑн ҫӗнӗ керменне уҫнӑ. Хулан историллӗ вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ комплекса хӑпартас-тӑвас ӗҫе Bouygues компани тунӑ, ун хакӗ 250 миллион европа танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |