Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗнчере

Нумай пулмасть Mozilla Foundation организаци Firefox браузера ҫӗнетнӗ, унӑн 5-мӗш версине кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхсем сахал мар: CSS-анимацие ӑнлана пуҫланӑ, HTML5 стандартпа лайӑхрах ӗҫлет. Javascript ӗҫне те якатнӑ — хӑвартрах ӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ верси компьютер пурлӑхӗсене те ытлашши тӑкакламасӑр усӑ курать. Пысӑк ҫӗнӗлӗх шутне «Do-not-track» функцие кӗртме пулать — ӑна усӑ курсан сайтсем усӑҫ ӑҫта ҫӳренине сӑнамӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен малтанхи 4-мӗш версипе (вӑл кӑҫал пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ) танлаштарсан пурӗ пин ытла ҫӗнӗлех кӗртнӗ — вӗсем браузера хӑвартрах ӗҫлеме, усӑҫ ӗҫне ҫӑмӑллатма тивӗҫ.

Браузера эсир кунтан уҫласа илейретӗр (вырӑслине). Ӑна чӑвашлатма та пулать — 5-мӗш версинче ӗҫлекен хушӑма кунта тупайратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/06/21/five/
 

Туркменин шӗкер хулинче, Ашхабадра, паян 185 метр ҫӳллӗш палӑк уҫрӗҫ. Кун пирки ИТАР-ТАСС хыпар агентстви пӗлтерет. Палӑка Конституци кунӗпе Махтумкули сӑвӑҫ ҫуралнӑ кунне халалласа уҫрӗҫ. Конституци палӑкӗ ятлӑкскер, хальхи вӑхӑтра вӑл хулара чи ҫӳлли шутне кӗчӗ. Унччен тӑршшӗпе малта тӑраканнисен шутӗнче Пӑхӑнманлӑх палӑкӗ пулсаччӗ — ун ҫӳллӗшӗ 91 метрпа танлашатчӗ.

Монумента Polimeks турккӑ компанийӗ ӑсталанӑ — пӗтӗмешле хакӗ 45 миллион евро ларнӑ. Ун никӗсне 2008 ҫулта хывнӑ пулнӑ.

Каласа хӑварас пулать, паян ҫавӑн пекех Президентӑн ҫӗнӗ керменне уҫнӑ. Хулан историллӗ вырӑнӗнче ҫӗкленнӗ комплекса хӑпартас-тӑвас ӗҫе Bouygues компани тунӑ, ун хакӗ 250 миллион европа танлашнӑ.

 

Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать.

Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать.

Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет.

Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет.

Малалла...

 

Препӗн ӑсталанӑ компьютер
Препӗн ӑсталанӑ компьютер

BBC пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ дизайнерӗ Тэвит Препӗн (David Braben) USB-управлӑх пысӑкӑш компьютер прототипне кӑтартнӑ. Raspberry Pi Foundation ыркӑмӑлӑх фончӗ пулӑшнипе усӑ курса ӑна ҫулталӑк хушшинче кӑларма пуҫласса шанаҫҫӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх пӗрин хакӗ 25 долларпа танлашӗ.

Хӑй вахӑтӗнче Elite ятлӑ компьютер вӑййине (1984 ҫулта вӑл BBC Micro тата Acorn Electron компьютерсем валли тухнӑ) ӑсталакан Тэвит Препӗнӗн устройстви 700 мегагерц такт татӑшлӑхлӑ ARM чипӗ ҫинче никӗсленет. Оперативлӑ асӑм виҫи 128 мегабайтпа танлашать. Ҫавӑн пекех унта 2.0 стандартлӑ USB-порт, HDMI разъем (телекуравпа е мониторпа ҫыхӑнтарма), SD картӑсем валли хушӑк пур. Компьютер Ubuntu операци системипе ӗҫлет.

Ҫак пӗчӗк электронлӑ шутлавҫа аталанакан патшалӑхсенче сутма палӑртнӑ, информатика пӗлӗвӗн никӗсне ачасен ӑсне хывма усӑ курӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/05/06/stick/
 

кӗнеке хуплашки
кӗнеке хуплашки

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.

Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.

Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.

Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

 

Германире нумай пулмасть Rhombos-Verlag издательствӑра (Берлин) «Аттилпа Кримкилте» эпос нимӗҫле тухнӑ. Унта ҫавӑн пекех оригиналлӑ чӑвашла текст та пур. Кӗнекене кӑларакансем ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑнсемпе илемлетме, нимӗҫ историкӗсен комментарийӗсемпе ӑнлантарӑвӗсене тата тишкерӗвӗсене вырнаҫтарма май тупнӑ.

Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — паллӑ нимӗҫ ҫыравҫи, историкӗ, политологӗ тата ҫулҫуревҫи Кай Элерс. Вӑл Раҫҫейри тата тухӑҫри ытти патшалӑхри халӑхӗсен историйӗсемпе хальхи пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнекесем кӑларассипе те паллӑ. Нимӗҫ ҫыравси Юхма Мишшипе, Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫипе тачӑ ҫыхӑну тытать, ҫак туслӑх кӗнекене кӑларма пулашнӑ та ӗнтӗ.

 

«Фукусима-1» АЭСӗ. AFR сӑнӗ
«Фукусима-1» АЭСӗ. AFR сӑнӗ

«Фукусима-1» АЭСӗн хӑрушлӑх шайӗ Чернобыльти авари патнелле ҫитнӗрен ЕП шухӑшӗпе тепӗр темиҫе сехетрен Япунире апокалипсис пуҫланмалла.

Европарламент умӗнче энергетика еврокомиссарӗ Гюнтер Оттингер сӑмахне ӗненес пулсан, япунсен «Фукусима-1» АЭСӗ тӗрӗслев тытӑмӗнчен тухса ӳкнӗ - кун пирки Reuters пӗлтерет.

Еврокомиссар шухӑшӗпе, темиҫе сехетрен Японири лару-тӑру пысӑк катастрофӑна куҫасси патне ҫитнӗ — утравра пурӑнакансен пурнӑҫӗ хӑрушлӑха ӳкме пултарать. АЭС системинчи сивӗтмӗш хатӗрӗсем юрӑхсӑра тухнӑран Гюнтер Оттингер хӑйӗн сӑмахӗнче «эпир халӗ катастрофӑпа питӗ пысӑк катастрофа хушшинче тӑратпӑр» тесе пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Япунири лару-тӑру пирки информаци сахал пулни ҫинчен ӳпкелешрӗ.

Раҫҫей патшалӑхӗн Росатом корпараци пуҫлӑхӗ Сергей Кириенко шухӑшӗпе Японири кризис чи япӑх сценари еннелле куҫни пирки палӑртрӗ. Унӑн шухӑшӗпе, Раҫҫейӗн Инҫет Тухӑҫӗнче пурӑнакансемшӗн хӑрушлӑх халлӗхе ҫук-ха.

Ку пӑтармах чылай патшалӑха хӑйӗн атом энергетикин программине ҫӗнӗрен пӑхса тухма хистенӗ. Китай влаҫӗсем, тӗслӗхрен, ҫӗнӗ атомлӑ электростанцисене никӗслеме чарнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.rbc.ru
 

Паян пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Япунири ҫӗр чӗтренӗвӗ ҫӗр тӗнӗлне 10 сантиметра куҫарнӑ. Кун пирки Италири геофизикӑпа вулканпӗлӗвӗн институчӗн ӑсчахӗсен шухӑшне тӗпе хурса Хыпар РИА пӗлтерет.

Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх паянхи ҫӗр чӗтренӗвӗ 2004 ҫулта Суматрӑра пулса иртнинчен те (ун чухне 6 см куҫнӑ), 2010 ҫулта Чилире пулса иртнинчен те (Реактивлӑ куҫӑм лабораторийӗ пӗлтернипе 8 см куҫнӑ, талӑка 1,26 милиҫеккунт чакарнӑ) вӑйлӑрах пулнӑ.

Пӗлме: Паянхи ҫӗр чӗтренӗвӗ Хонсю утравӗнчен 130 ҫухрӑмра пулса иртнӗ, ун вӑйӗ 8,9 баллпа танлашнӑ. Ҫӗр айӗнчи пулӑмсем 10 метр ҫӳллӗш хумсем кӑларнӑ. Инкек Япунири 300 ытла ҫынӑн пурнӑҫне татнӑ (ку хисеп 1000 ҫына та ҫитме пултарать теҫҫӗ), самай пысӑк сиен кӳнӗ.

 

Япун андроидӗсем
Япун андроидӗсем

Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Япунире ҫын евӗрлӗ андроидсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, вӗсен марафонри пек 42 ҫухрӑм (ункӑ ҫула 422 хут ҫаврӑнса тухма тивӗ) утса-чупса тухмалла пулӗ. Ӑмартӑва икӗ ураллӑ андроидсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ — йӗркелекенсем пилӗк робота тупнӑ та ӗнтӗ.

Андроидсен ҫак вӑрӑм ҫула пӗр чарӑнмасӑр тухма тивӗ, батарейсене улӑштарнӑ чухне тата пӗчӗк юсав ирттернӗ чухне ҫеҫ тӑхтав тума юрать. Ҫапла май пӗтӗм ҫула тухмашкӑн вӗсене 3 кун кирлӗ пулӗ. Йӗркелекенсем ӑмӑрту нарӑсан 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ тесе шутлаҫҫӗ — вӑл кун Япунире ҫынсен хушшинче марафон пуҫланӗ.

 

Ҫак эрнере тӗнче тетелӗшӗн пӗр пысӑк пулӑм пулса иртнӗ — ICANN (Internet Corporation for Assigned Names and Numbers) организаци тӗп пулран юлашки IРv4 адрес блокӗсене валеҫсе панӑ. Вырӑнти службӑсем хальлӗхе уйӑрса параҫҫӗ-ха, анчах та тепӗр темиҫе уйӑхран вӗсен те ирӗклӗ адрессем пӗтӗҫ. Ҫапла май Тӗнче тетелӗн малашне 6-мӗш версипе ӗҫлеме тивӗ.

Ку пулӑма халалласа ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ, унта ҫак енпе ӗҫлекен ытти организацисем те хутшӑннӑ — Number Resources Organization (NRO), Internet Architecture Board (IAB) тата Internet Society.

ICANN президенчӗ тата тӗп директорӗ Род Бексторм (Rod Beckstrom) хӑй сӑмахӗнче ҫак пулӑм питӗ пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен каланӑ. 4-мӗш версиллӗ адрессем пӗтессе тахҫанах хатӗрленни техниксен пӗрлӗхӗшӗн ӑнсӑртлӑх пулманни те паха пулни ҫинчен пӗлтернӗ вӑл. Тӗнче тетелне малалла аталанма чӑрмав кӑлармасса шанса каланӑ.

Асилтеретпӗр, IРv4 версинче адрес вӑрӑмӑшӗ 32 битлӑ пулнӑ. 6-мӗш версинчи тӑршшӗ вара — 128 бит. IРv4 пӗтӗмӗшле 30 ҫул ӗҫленӗ, халӗ унӑн кунӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ протокол ҫине пӗтӗмӗшле кӑҫал куҫма шутлаҫҫӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче ӑна ятарласа тӗрӗслӗҫ — IPv6 тӗнче кунне (World IPv6 Day) ирттерӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ