Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин Крыма ертсе пыма виҫӗ кандидата сӗннӗ. Ҫав шутра асӑннӑ республикӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Аксенов та пур.
Крымӑн Патшалӑх Канашне сӗннӗ кандидатурӑсен шутӗнче ҫавӑн пекех — хальхи вӑхӑтра унта экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗнче ӗҫлекен Геннадий Нараев тата Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Терентьев.
Крыма Аксенов кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ертсе пырать. Нараев пирки каласан, вӑл Раҫҫейре ҫуралнӑ, темиҫе аслӑ пӗлӳллӗ-мӗн. Халӗ вӑл — Крымӑн улттӑмӗш созыври Аслӑ Радин депутачӗ. Терентьев Казахстанра ҫуралнӑ. Симферопольти наци университетӗнче пӗлӳ илнӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑрать.
Путин ҫавӑн пекех Севастополӗн саккун кӑларакан пухӑвне те кандидатсем сӗннӗ. Вӑл ҫынсем — хулан кӗпӗрнаттӑрӗ пулма. Кандидатсен шутӗнче — Севастополе хальхи вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Сергей Меняйло, унти саккун кӑларакан пуху депутачӗ Василий Пархоменко тата Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи Олег Росляков.
Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал куҫрӗ. Ку йышӑнуа хӑш-пӗр патшалӑхсем кӑна килӗшрӗҫ пулин те ирӗн патшалӑх унта туллин хуҫаланать. Украина вӑл ҫурутрава халӗ те хӑйӗн латӑкӗ тесе шутлать.
