Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан солисчӗн Татьяна Прытченкован пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Сцена ӑсти Прытченкова 2002 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ – университет) музыкӑпа педагогика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ хӗр унпах та ҫырлахман – Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ, унта «Вокал искусстви» специальноҫа алла илнӗ. Пултарулӑхне вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина профессор класӗнче вӗреннӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хорӗнче, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче ӗҫленӗ. 2009 ҫултанпа — оперӑпа балет театрӗн солистки. 2019 ҫулта Татьяна Прытченкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Просто – душа. Живопись и графика Луизы Юманкка» курав уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне Генннадий Айхие (1934-2006) халаллӗҫ.
Экспозици хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художникӑн, Луиза Лисинан (1937-2021) ӗҫӗсенчен тӑрӗ. Вӑл Юманкка псевдонимпа усӑ курнӑ. Луиза Николаевна – Генннадий Айхин йӑмӑкӗ.
Луиза мӗн ачаран пӗрремӗш ушкӑнри инвалид пулнӑ. Пиччӗшӗ ӑна питӗ юратнӑ, йӑмӑкне халалласа сӑвӑсем ҫырнӑ. Чӑвашла та, вырӑсла та. 2002 ҫулта вӑл ун пирки: «просто – «душа»! — будто что-то имея от нас / внутренне-зрящее –», – тесе ҫырнӑ.
Луиза Юманкка иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ӳкерме тытӑннӑ. Импресси-ӳкерчӗкӗсене вӑл малтанласа тӑванӗсене те кӑтартман. Каярах унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ куравра паллаштарнӑ, кӗнеке те пичетлесе кӑларнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Татьяна Петрован «Я майра, чувашский художник» курав уҫӑлнӑ. Ӑна экспозици авторӗн 70 ҫулхине халалланӑ.
Татьяна Петрова – Чӑваш Енри чи сумлӑ тӗрӗ ӑстисенчен тата модельерсенчен пӗри.
Татьяна Петрова, хӑй калашле, – майра. Анчах вӑл чӑваш тӗррине аталантарассипе нумай ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа. Мускаври М.И. Калинин ячӗллӗ ӳнерпе промышленность училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑс хӗрӗ 1973 ҫулта направленипе Чӑваш Енӗн килнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑра вӑл 2004 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Малтан – тӗрӗ енӗпе художник пулса, унтан – тӗп художникра.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи куравра художникӑн коллекцийӗнчи, фабрикӑри тата музейри экспозицисемпе паллашма май пур.
Чӑваш Енри пачӑшкӑн рэп-композицийӗ фильмра янӑрать. Кун пирки Максим Курленко темиҫе кун маларах Фейсбукра пӗлтернӗччӗ.
Кунта ҫӗршыври кинотеатрсенче кӑтартакан «Непослушник» камит пирки пырать. Кинокартина нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче экран ҫине тухнӑ.
Ҫав фильмра янӑракан композицие темиҫе ҫул каяллах ҫырса илнӗ. Фильма ӳкерекенсене вӑл ӗҫ килӗшнӗ, вӗсем унпа усӑ курма автортан, Максим Курленкоран, ирӗк ыйтнӑ.
«Черное или белое»
рэп-композици фильмра икӗ эпизодра янӑрать. Бит авторӗ – Мускаври битмэкер DK Drammasta.
Фильм, сӑмах май, Максим Курленкона килӗшнӗ.
Курленко Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫлет. Хӑй вӑл Екатеринбург хулинчен.
Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Яланах асра…» ятпа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакль умӗн йӗркелӗҫ.
Театр фойинче халӑх артисткине халалланӑ кура ӗҫлет. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Галина Тимофеевна Чӑваш академи драма театрнче 1947-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 36 ҫул хушшинче вӑл тӗрлӗ жанрлӑ сӑнарсене калӑпланӑ. Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑннине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштаракан ӗҫсене тӑратнӑччӗ.
Маттур чӑваш арӗшӗн сасӑлама ыйтса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ те Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗччӗ, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те конкурс пирки ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев та Чӑваш Енри фотоӑсташӑн сасӑланӑччӗ. Ентешӗмӗрсем сасӑлани, фотоӑста ҫӗнтертӗр тесе тӑрӑшни сая кайман — Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ сӑнӳкерчӗк конкурсра ҫӗнтернӗ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.
Аса илтерер: Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.
Ҫамрӑк авторсен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республика шайӗнчи конкурсне ӗҫсене йышӑнма пуҫланӗ. Вӗсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса чӑвашла е вырӑсла литература хайлавӗсем ҫыракан 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче йышӑнӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене Ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри библиотекинчи таврапӗлӳпе наци литературин пайне ҫак адреспа ярса памалла: 428027, Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 8-мӗш «а» ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.