Культура
![]() Вера Архипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти тӗп культура тытӑмӗнчи «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ 50 ҫул тултарнӑ. Коллектива Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Григорьева-Малина пуҫарса янӑ. Ушкӑна 2014 ҫултанпа Алиса Лукина балетмейстер ертсе пырать. Юбилей концерчӗ Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институтӗнче иртнӗ. Юбилейпа пултарулӑх ушкӑнне нумай-нумай сумлӑ ҫынпа чылай артист саламланӑ. Ҫав шутра — «Аsaмат» эстрада ушкӑнӗ, «Пӗр тӑван Малинасем» вокал ансамблӗ, Николай Пыркин тата Светлана Печникова чӑваш эстрада артисчӗсем тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |