Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи чӑвашсем Улаха пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Калинин районӗнчи 7-мӗш вулавӑшра иртнӗ.
Питӗрти чӑваш хастарӗсем наци культурин фестивальне 13-мӗш хут ӗнтӗ пухӑнаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Алиса Шарпаева ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе тумӗсене кӑтартнӑ. Иван Миронов ертсе пынипе хатӗрленӗ «Улах» музыкӑпа театр постановки те куракансене килӗшнӗ. «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ, юрӑсен авторӗ тата композитор Надежда Кириллова та Улаха хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетнӗ-пуянлатнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Ойраты» Калмӑк патшалӑх ташӑ театрӗн пӗрлехи концерчӗ иртӗ.
Икӗ пултарулӑх коллективӗ сцена ҫине пӗр пек мар, ҫав вӑхӑтрах пӗр темӑпа тата сюжет йӗрӗпе тата кӑмӑл-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе тухӗ.
Аякри хӑнасем хӑйсен музыкӑпа хореографи спектакльне «… Ҫеҫенхирсен тусӗ калмӑк» ят панӑ. Вӑл калмӑксен пурнӑҫӗпе тата шӑпипе паллаштарӗ.
Калмӑксемпе чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче курса хаклама май килӗ.
Чӑваш радиовне итлеме юратакансем Николай Мулянов сассине таҫтанах уйӑрса илӗҫ. Хама илсен, маларах эпӗ «Между Волгой и Уралом» радиожурнала итлеме питех те кӑмӑллаттӑм. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионти пурнӑҫпа паллаштаракан ҫав кӑларӑма хатӗрлеме хутшӑннисӗр пуҫне Николай Мулянов «Приглашение к диалогу», «Из сводок МВД» радиопередачӑсене йӗркелеме пулӑшать.
Шупашкарта пурӑнакансем вара ирсерен 30 ҫул ытла ӗнтӗ: «У микрофона Николай Мулянов, вы слушаете «Столичный курьер», — тенине итлеҫҫӗ.
Николай Александрович — «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпаниqӗy корреспонденчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Журналистикӑра вӑл 1978 ҫултанпа ӗҫлет, унччен вырӑс чӗлхи учителӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскерӗн студент ҫулӗсенчен пуҫласах кун-ҫулӗ Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Николай Мулянов 70 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем «Современная литература народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен хальхи вӑхӑтри литератури) антологие каллех кӗнӗ. Унта валли хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан сумлӑ авторсен ӗҫӗсене суйласа илеҫҫӗ.
Асӑннӑ антологие пуҫласа 2016 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Унччен ҫав ярӑмпа тӑватӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ: «Проза», «Поэзия», «Детская литература», «Драматургия». Вӗсене те чӑваш атворӗсен хайлавӗсем кӗме тивӗҫ пулнӑччӗ.
«Художественная публицистика» (чӑв. Илемлӗ публицистика) тома 134 авторӑн вырӑсла куҫарнӑ хатӗрленӗ ӗҫӗсем лекнӗ. Вӗсен оригиналӗсене юлашки чӗрӗк ӗмӗте 45 наци чӗлхипе ҫырнӑ.
Чӑвашсенчен Денис Гордеевӑн «Язык – не игра», Алексей Леонтьевӑн «Как уничтожалось чувашское кулачество…», Лидия Филиппован «Сеспель – это душа нации» тата Юрий Исаевӑн «Партизан» тата «Безмолвие бабушки» хайлавӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ҫитмӗл урлӑ каҫсан ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Надежда Трофимова киҫтӗке 75 ҫула ҫитсен ҫине тӑрса алла илнӗ. Ун чухне вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн солциаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта «АРТ-Че» изостуди уҫӑлнине пӗлнӗ. Ку вӑл 2019 ҫулта пулса иртнӗ.
Ӳкерес ӗмӗтлӗ ватӑсене Шупашкар хулинчи ӳнер училищин директорӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Вячеслав Сивов ӳкерме вӗрентме тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра студие ватӑ ҫӳрет: Надежда Разбакова, Нонна Семенова, Зинаида Сергеева, Надежда Трофимова, Татьяна Куйбина, Татьяна Иванова.
Ҫак эрнере ӳнер студин черетлӗ, виҫҫӗмӗш, куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицисене хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра вырнаҫтарнӑ.
Тутарстанӑн тӗп хулинче пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Восточный базар в Казани» (чӑв. Хусанти тӗрӗк пасарӗ) пысӑк шайри калӑпӑшлӑ музыка фестивалӗ иртӗ. Унта Чӑваш халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» халӑх юррин театрӗ — этно-фолк ушкӑн хутшӑнӗ.
Тӗрӗк халӑхӗсен эстрадин пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш фестивалӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртӗ.
Гала-концерта 10 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи коллективсем хутшӑнӗҫ. Сумлӑ йышра — Августа Уляндинан Халӑх юррин театрӗ. Асӑннӑ ушкӑн чӑваш юррине ҫӗнӗлле янӑратать.
Чӑваш Енри хӗр «Третьяковская галерея-online» (чӑв. Третьяков галерейи-онлайн) конкурсра ҫӗнтернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Поколение М» федерацин ыркӑмӑллӑх проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисен хушшинче — Шупашкарти ӳнер училищин студентки София Васильева. 18 ҫулти хӗрӗн ӗҫне цифра ботаника библиотекине кӗртӗҫ, ӳкерчӗке Мускаври Третьяков галерейинче кӑтартӗҫ. Унта валли ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи художниксен 17 ӗҫне суйласа илнӗ. Шупашкарти София Васильева пион чечекне ботаника иллюстрацийӗ евӗр ӳкернӗ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.
Донецк тата Луганск тӑрӑхӗнчи артистсем пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе гастрольпе ҫӳреҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Донбасс» академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулнӑччӗ: асӑннӑ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концерт кӑтартнӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери III фестивалӗ иртнӗ май Донецкри академи пукане театрӗ 2 спектакль лартнӑччӗ.
Чӳк уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине Донецкри А.Б. Соловьяненко ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗ тухӗ. Ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Тысяча и одна ночь» балет кӑтартӗҫ, 9-мӗшӗнче – «Малыш и Карлсон» тата «Пер Гюнт» балетсем.
Асӑннӑ тетара чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Донецкри М.М. Бровун ячӗллӗ патшалӑх академи музыкӑпа драма театрӗ «Юнона и Авось» рок-оперӑпа килӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче Донецкри ҫамрӑксен театрӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Левша» спектакль кӑтартӗ, 23-мӗшӗнче — «Человек из Подольска».
Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнчи «Вирьял» фольклор ансамблӗ Ненец автономи округӗнчи Нарьян-Мар хулине ҫитнӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Нарьян-Мар хулинче «Енава мюд» ятпа халӑх пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейӗн 11 регионӗнчи фольклор ушкӑнӗсемпе юрӑҫсем хутшӑннӑ. Фестивалӗн кӑҫалхи теми — «Йӑлана кӗнӗ культурӑри арҫын вырӑнӗ».
Фестивале хутшӑнакан «Вирьял» фольклор ансамбльне Лев Иванов ертсе пырать. Пултарулӑх ушкӑнне йӗркелени 30 ҫултан та иртнӗ. Асӑннӑ ушкӑна ҫӳрекенсем халӑх кӗвӗ инструменчӗсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ: шӑпӑр, сӑрнай, каккӑр, кавал, шӑхличӗ, параппан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |