Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 14 ҫулти яшӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
«Я дарю вам свой мир» (чӑв. Хамӑн тӗнчене сире парнелетӗп) ят панӑ ӑна.
Куравра Федор Багановӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав ача керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталать. Тӑмӗ — Чулхула облаҫӗнчи Дивеево ялӗ патӗнчен илсе килнӗскер иккен.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк ӑстан ку куравӗ — пӗрремӗш, анчах юлашки мар».
Федор Баганов Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренет. Ача тӗрлӗ шайри конкурсра унччен пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш халӑхӗн пуянлӑхӗнчен пӗри — тӗрӗ. Унра илем ҫеҫ мар, хӑйне евӗр чӗлхе пытарӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне паянхи кун аталантарса пыракансем пурри ҫак пуянлӑха халӑхра сарма пулӑшать. Мария Симакова ӑста — ҫавӑн пеккисенчен пӗриччӗ.
Ҫапла, ун пирки халӗ эпир иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калама пултаратпӑр. Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ»(2008).
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Г.Н. Иванов-Орковӑн «Золотая игла Марии Симаковой» кӗнекине «Традиции, вышивка, художник» ярӑмпа пичетлесе кӑларнӑ. Унта тӗрӗ ӑстин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ — ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗ, Г.Н. Иванов-Орков хӑй те Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Республикӑн патшалӑх истори архивӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эрнст Мокеева халалласа страница хатӗрленӗ.
Мускавра пурӑнакан, Канашра 1936 ҫулта ҫуралнӑ пултаруллӑ кинорежиссёр, литератор тата художник-график ҫӗртме уйӑхн 12-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл чылай ҫул Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ. Мускава куҫса кайсан та Чӑваш Енпе ҫыхӑнӑва татман. Истори архивӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑха кашни килмессерен художество музейӗнче курав йӗркелет е пӗр-пӗр культура форумне хутшӑнать. Патшалӑх архивӗпе Эрнст Мокеев 2010 ҫултанпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
Чулхулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче халӑхсем хушшинчи музыка олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне музыкӑпа инструмент ӳнерӗ: фортепиано, вӗрсе каламалли инструментсем (флейта, гобой, кларнет, фагот, саксофон), халӑх инструменчӗсем (баян, аккордеон, гитара) енӗпе кӑтартса панӑ. Олимпиадӑна Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗ йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Раҫҫейри тата Китайри музыка училищисенче, ӳнер колледжӗсенче тата консерваторисенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен виҫҫӗмӗш курс студенчӗ Михаил Прокопьев (вӑл гобой калать) олимпиадӑра ҫӗнтернӗ.
Виктор Чугаров режиссёр «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкернине, ӑна Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пулӑм пирки Чӑваш Ен патшалӑх телекуравӗнче кун пирки Алексей Енейкин тележурналист ҫакӑн пек каласа кӑтартнӑ:
«Тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем, вӗсемпе пӗрле ытти халӑх ҫыннисем те пирӗн тӑван чӗлхепе пуплеме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫакӑ ҫӗнӗ фильмӑн пурне те тыткӑнлакан хӑйне евӗрлӗхӗ. Виктор Чугаров режиссер хӑйӗн умне калама ҫук пысӑк тӗллев лартнӑ — кино ӑсталӑхӗ урлӑ майӗпен манӑҫа тухса пыракан тӑван сӑмахлӑха тӗнче шайӗнче ҫӗклес тенӗ.
Ҫак ӗҫе вӑл хӑйӗнчен пуҫланӑ. Хулара ҫуралса ӳснӗскер иртнӗ ҫулсенче тӑрӑшсах чӑвашла калаҫма вӗреннӗ.
Унтан республикӑра вырӑс чӗлхине тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван пуплеве явӑҫтарма шут тытнӑ. Ырӑ пуҫарӑва аслисем те хаваспах хутшӑннӑ».
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче Екатеринбургри ачасем пулнӑ. Вӗсем — арҫын ачасемпе яшсен «Созведие» ансамбльне ҫӳрекенскерсем. Асӑннӑ ушкӑн – пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен тӗп хулинчи ҫак хӑйне евӗр музейпа кӑмӑлтан тата кӑсӑклансах паллашнӑ.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, чи кӑмӑлли тата хавасланмалли вара урӑххи. Арҫын ачасемпе яшсем чӑвашла юрласа савӑнтарни. Кун пирки Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, музей директорӗ Альберт Сергеев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче хыпарланӑ, ҫавна ҫирӗплетсе видкео вырнаҫтарнӑ.
Ачасем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрра шӑрантарнӑ.
«Чӳречине яри те уҫса ярар
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине,
Итлемешкӗн сарӑ кайӑк, ай, юррине.
Атя уҫса яр, умне пырса лар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар,
Сарӑ кайӑк юрланине илтсе йӑпанар» — янӑратнӑ Екатеринбургри арҫын ачасемпе яшсем.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Черчен чечексем» ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн республикӑри фестиваль-конкурсӗн тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне маларах асӑннӑ культура керменӗ (вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ шутланать) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерне.
Пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑра 300 ытла ача (ҫав шутра — пултарулӑх ушкӑнӗсемпе 7-16 ҫулсенчи ачасем) хутшӑннӑ. Вӗсен тӑрӑшӑвне «Вокал», «Фольклор», «Хореографи», «Инструмент пултарулӑхӗ», «Илемлӗ сӑмах», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисенче хакланӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ансамблӗ, халӑх фольклор ансамблӗ – «Уяв» – кӑҫал 35 ҫул тултарать. «Ҫавра» датӑна пултарулӑх ушкӑнӗ ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Концерта вӑл Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменне йыхравлать.
«Уяв» ансамбль халӑх чӑннипех те юратакан пултарулӑх ушкӑнӗ ята тахҫанах тивӗҫнӗ. Ӑна тӑван тӑрӑхӑмӑрта ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр концерт-мероприятире ҫак йыша куракансем ялан хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн кашни номерне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Ен вулавӑшӗнче илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсен хушшинчи конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Мероприятие Чӑваш халӑх артистки Анна Кутузова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Сергеева (вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссерта ӗҫлет), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев, асӑннӑ театрти Алевтина Семенова артист, Пукане театрӗн артисчӗ Ольга Тарасова, Алексей Шадриков юрӑҫ, Светлана Асамат поэт хутшӑннӑ.
Конкурса икӗ турпа ирттернӗ, вӑл пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех пуҫланнӑ, пуш уйӑхӗччен пынӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑннисен пултарулӑхне ҫулне кура 5 ушкӑнра тата поэзипе проза номинацисене уйӑрса хакланӑ.
Вера Кузьминан тӗп парнине Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑри Дарья Сорокина тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |