Ҫамрӑк авторсен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республика шайӗнчи конкурсне ӗҫсене йышӑнма пуҫланӗ. Вӗсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса чӑвашла е вырӑсла литература хайлавӗсем ҫыракан 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче йышӑнӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене Ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри библиотекинчи таврапӗлӳпе наци литературин пайне ҫак адреспа ярса памалла: 428027, Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 8-мӗш «а» ҫурт.
Кунгурти ҫӗр хӑвӑлӗнчи собор кӳлепине Чӑваш Енри скульптор туса лартнӑ.
Пермь тӑрӑхӗнчи Кунгурти ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе курма чылай ҫын ӗмӗтленет. Халӗ ҫав вырӑн тата та асамлӑрах.
3,5 метр ҫӳллӗш пӑр кӳлепене Алексей Исаев ӑста хӑйне пулӑшакан тепӗр ҫынпа хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе каҫхине, 17 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен, пурнӑҫлама тивнӗ. Ку вӑхӑтра туристсем ҫук-ҫке. Вырӑн хӗсӗк те тӑвӑр пирки ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Анчах тӗрлӗ кӳлепене ӑсталама маттур скульптор тар тӑкни сая кайман. Ҫӗр хӑвӑлӗнче бензин пӑчкӑпа ӗҫлеме юрамасть, ҫавӑнпа пӑра электропӑчкӑпа тата аккумуляторлӑ пӑчкӑпа касма тивнӗ.
Алексей пирки ҫакна палӑртмалла. Ҫартан таврӑнсан вӑл художество пӗлӗвне илнӗ. Ирӗклӗ художник пулса ҫӗршыв тӑрӑх чылай ҫӳренӗ. 11 ҫул каялла Кунгура кайсан унти вырӑнсене килӗштерсе пӑрахнӑ та халӗ те ҫавӑнтах пурӑнать. Пысӑк лаптӑк ҫӗр туяннӑ. Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе аппаланса пӑртан тата йывӑҫран кӳлепесем ӑсталать, ача-пӑча лапамӗсем тӑвать, культура паркӗсене илемлетет, ӳкерет.
Пирӗн ентешӗмӗр Александр Вражкин ҫӗршыври конкурса хутшӑнать. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне вӑл хӑйӗн фотоӗҫӗсене тӑратнӑ.
Конкурс пирки Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ентешӗмӗр чӑваш тӗрри, чӑваш сӑри, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
«Самобытная Россия» конкурс кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать. Любовь Вазюкова сӑнарланнӑ ӗҫ хальлӗхе малта пырать.
Мускав облаҫӗнчи Подольск хулинчи Ӑрусен скверне пӑртан тӗрлӗ кӳлепе илем кӳрет. Унта юмахсенчи тӗрлӗ сӑнар пур.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, «асамлӑхпа тулнӑ вырӑнта» Шарль Перро хайлавӗнчи пушмаклӑ Кушак та, Добрыня Никитичпа Горыныч Ҫӗлен те, Цокотуха-Шӑна та, Салтан патша та пур. Ҫав шутра чӑваш халӑх юмахӗнчи сӑнар – Уйӑх ҫинчи хӗр, пур.
Ӑна Комсомольски салинчи Андрей Молоков ӑсталанӑ иккен. Ентешӗмӗр ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Андрей Молоков пӑр кӳлепесен «Ҫӗр планета юмахӗсем» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Шупашкарти Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищин Михаил Прокопьев вӗрсе тата ҫапса каламалли инструментсен «Северная рапсодия» Пӗтӗм тӗнчери VI конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Плтарулӑх ӑмӑртӑвӗ Череповец хулинче чӳк уйӑхӗн 25-мӗшнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 14 ҫӗршывран 2 пине яхӑн мусӑкҫӑ хутшӑннӑ. Ҫавсен йышӗнче пулнӑ Чӑваш Енри Михаил Прокопьев — 4-мӗш курс студенчӗ.
Шупашкарти пултаруллӑ яш «Гобой» номинацире II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Мишӑн преподавателӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Э.В. Леонтьева, концертмейстерӗ — Чӑваш Республикин куьтурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Е.Ю. Ананьева.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫынна стена ҫине ӳкерни килӗшмен. Ку хыпара унта тӗпленнӗ Евгения Фёдорова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ микрорайонта Гарри Поттер ҫинчен ҫырнӑ хайлава тӗпе хурса граффити йӗркеленӗ. Анчах халӗ вӑл ҫук. Кӗтмен-туман ҫӗртен ҫухалнӑ. Сӑнӳкерчӗке сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа хупласа хунӑ.
«Тискер сӑнарсем» тӗлӗшпе ушкӑнпа ҫӑхавлакансем пулнӑ имӗш. Миҫе ҫынна килӗшменни пирки паллӑ мар. «Пирӗн компанире ҫӑхава куракан пулман. Граффти хатӗрлессине шӑпах эпир пуҫарнӑ тата укҫа тӳленӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ Евгения.
65-мӗш шкул патӗнчи подстанци ҫинчи граффитие Александр Назаретский художник ӳкернӗ. Сӑмах май, вӑл тата Покрас Лампас Мускав облаҫӗнчи Королёв хулинче те ҫавӑн пек мелпе хитрелетнӗ.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 18 сехетре, Мускаври «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) театрта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен гала-концерчӗ уҫӑлӗ. Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн ертӳҫи Светлана Балыбердина Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи концерта «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнӗ.
Гала-концерта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 20 коллектив хутшӑнӗ. Вӗсем пурте «Культура» наци прокчӗн грантне тивӗҫнӗскерсем.
Мускаври гала-концерт вӑхӑтӗнче сцена ҫине Адыгея, Буряти, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Тыва, Чечня, Байкал, Белгород, Волгоград, Воронеж, Иркутск, Курган, Ленинград, Мускав, Омск, Орлов, Пенза, Челябинск тӑрӑхӗсенчи коллективсем тухӗҫ.
Ятарлӑ хӑнасем хушшинче М.Е. Пятницкий ячӗллӗ патшалӑх академи вырӑс халӑх хорӗ, Марина Девятова, «Партизан-FM» фолк-группа тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗ (ертӳҫи — Сергей Павлов) ларӑва пухӑннӑ. Унта 2021 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене тишкернӗ.
Кӑҫал туса ирттерме палӑртнисенчен Шупашкарти урамсене театрӑн сумлӑ ӗҫченӗсен ячӗсемпе пама май килнине асӑнса хӑварнӑ. Театр ӗҫченӗсен союзӗ хула администрацине ятарлӑ хут ҫыни сая кайман — республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Алексей Красотин, Тамара Чумакова, Вера Голубева тата Зоя Ярдыкова урамӗсем пур.
Чӑваш академи драма театрӗпе юнашарах тенӗ пек вырнаҫнӑ Арбатра Театр скверӗ пулӗ. Оперӑпа балет театрӗпе юнашар килес театр пахчи ӗрчетме тытӑнасшӑн.
Унсӑр пуҫне килес ҫул опера артисчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ режиссерсемпе актерсен «Вӑрттӑн ӗмӗт» регионти конкурсне, шкул ачисен театр темипе ҫырнӑ сочиненийӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне т.ыт.те ирттересшӗн.
Чӑваш писателӗсен Союзӑн президиумне,
Союз председатӗльне Ольга Куликовӑна
Хиспеплӗ Ольга Григорьевна!
Ӗнер, декабрӗн 4-мӗшӗнче писательсен Союзӗн съездне хутшӑнса курни-илтнипе ҫыратӑп ҫак ҫырӑва. Ҫырмаллах терӗм. Йӗркипе.
1. Съезд пуҫламӑшӗнче пулса-иртнӗ тавлашу-харкашу чӑтма ҫук киревсӗр. Хам курман пулсан ӗненместӗмччӗ те пуль. Ытла та нӗрсӗррӗн тыткаларӗҫ ҫамрӑкраххисем президиумра хушнӑ ӗҫе туса пыракан ватӑ ҫынна «сволӑчь, тух унтан, ват кӑркка, намӑссӑр…» сӑмахсемпе пӗтӗм халӑх умӗнче хаяррӑн тапӑнчӗҫ. Мӗнле чӑтрӗ-ши Кибеч юлташ? Ҫак «профессионаллӑ писательсен» калаҫма вӗренме паянхи вӑрӑ-хурах «сходкисенчен» тӗслӗх илни те пӑсӑк мар. Ав мӗнле культурнӑ калаҫаҫҫӗ вӗсем хӑйсен хушшинче!
Пулса иртнипе ҫырлахма юрамаҫ (ҫаплах ҫыратӑп), вӗсен сумлӑ ячӗсене пӑхмасӑрах президиум протоколӗнче ҫырсах асӑрхаттармалла, каҫару ыйттармалла. Килӗшмесен акт ҫырса суда памалла. Ҫӗнӗ шӑпӑрпа хӑвалас, тасатас пулать. Цыпленков телеоператор кино та кӑларма пултарӗ…
2. Писательсен союзӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмах икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗвне ҫухатрӗ, чӑннипех каласан, хирӗҫлет те.
Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗ ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти Ирина Филиппова тӗрлеме питех те юратать иккен. Чӑваш тӗррине юратакан хӗрпе «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Любовь Петрова журналист паллаштарнӑ.
Хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, «чунне парса ӑсталанӑ япаласене Ирина сутмасть, вӑл вӗсене хӑй юратакан тата хисеплекен ҫынсене парнелеме кӑмӑллать». Хӗр ДЦП чирлӗ. Апла пулин те вӑл пурнӑҫпа хавхаланма пӗлет, чун киленӗҫне 2010 ҫултанпа тӗрӗре тупнӑ.
Ун патӗнче хӑнара чӑваш эстрадин чылай артисчӗ пулнӑ иккен. Вӗсен йышӗнче — Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин, Фарида, Людмила Семёнова тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |