Чӑваш хӗрарӑмӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Сӑвӑ илемлӗ вулакансен тата патриотла юрӑсен конкурсне Совет Союзӗн халӑх артистне, Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ геройне Василий Лановоя асра тытнине палӑртса йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн кашни регионӗнчен тенӗ пек хутшӑннӑ. Пурӗ 200 ҫын ӑмӑртнӑ.
Чӑваш Енрен унта эстрада юрӑҫи тата сӑвӑҫи Валентина Семёнова хӑй ҫырнӑ «Своих не бросаем» сӑвӑпа тата «Десятый наш десантный батальон» юрӑпа хутшӑннӑ. Сумлӑ жюри ентешӗмӗр пултарулӑхне иккӗмӗш вырӑнпа хакланӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ.
Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ.
Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн».
Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ.
Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти ҫемьере велоплуг шухӑшласа кӑларнӑ.
Тавҫӑруллӑ ҫынсем Мачамӑш ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Георгий тата Николай Порфирьевсем ҫӗрулми купалама ал айӗнчи материалсенчен велоплуг ӑсталанӑ.
Асӑннӑ хатӗр епле ӗҫленине курнисем хакланӑ тӑрӑх, вӑл заводра туса кӑларнинчен нимпе те кая мар. Велополуг касӑсене хитре туса пырать, ҫӗрулмине лайӑх купалать.
Килте усӑ курма юрӑхсӑр велосипед пулсан ӑна ним мар касса вакласа хӑвӑра кирлӗ пек шӑратса хурса велоплуг ӑсталама пулать. Ан ӳркен кӑна!
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ.
Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Роза Андреева нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер вӑл паян та чун киленӗҫне пӑрахман. Унтан та ытларах — хора ҫӳрет.
Роза Андреева Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Палан» клубӗн хастар пайташӗ.
Роза Андреевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл педагога вӗренсе тухнӑ, каярах тепре пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн экскурсоводра та тӑрӑшнӑ. Педагогикӑри стажӗ — 51 ҫул.
«Палан» хорта Роза Афанасьевна 2012 ҫултанпа юрлать. Коллектив тӗрлӗ ҫӗре концертсемпе тухса ҫӳрет. Роза Андреева тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Центрта мана килти пекех лайӑх. Кунта туссем нумай. Хора пула эпӗ нумай ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм», – тет хастар хӗрарӑм.
Чӑваш Енре наука, литература тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакан, асӑннӑ отрасльсенче никӗс пӗлтерӗшлӗ тӗпчевсем тата пысӑк пахалӑхлӑ произведенисем хайланӑ ҫынсем патшалӑх стипендине илсе тӑрӗҫ. Вӗсене ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ парса тӑрӗҫ.
Списокра — пурӗ 15 ҫын. Ҫавсен шутӗнче Александр Федосеев тата Владислав Николаев Николаев художниксем, Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин (техникумӗн) преподавателӗ Людмила Петухова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Людмила Кузнецова, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ Алина Каликова тата ыттисем пур.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсӗ иртесси пирки аса илтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурса куҫӑнсӑр майпа йӗркелӗҫ. Унта педагогсен, фотоӗҫе юратакансен ӗҫӗсене йышӑнӗҫ.
Конкурсӑн тематики ҫапларах: «Чӑваш ҫӗрӗ пултаруллӑ ҫынсемпе пуян»; «Эпир – туслӑ кил-йыш» / «Мы – семья!»; «Ӑста ҫӗр-шывӗ»; «Ытарайми тӑван тавралӑх»; «Асамлӑ арча».
Конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри VI ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Современные тенденции музыкального и художественного образования: проблемы, технологии, перспективы» (чӑв. Музыка тата художество вӗрентӗвӗн хальхи вӑхӑтри туртӑмӗсем: ыйтусем, технологисем, малашлӑх) ят панӑскере культурӑпа ӳнер енӗпе вӗрентекен учрежденисен преподавателӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприятире ҫӗршыври чи лайӑх практикӑсемпе паллаштарнӑ.
Тухса калаҫакансенчен хӑшӗсем хӑйсен сӑмахне чӑваш наци культурин пултаруллӑ ҫыннисене – Григорий Хирпӳ композитора, Тани Юн киноактрисӑна, Земфира Яковлева фольклор ӑстине тата ыттисене — халалланӑ. Доклада вӗсем «Выдающиеся деятели культуры и искусств Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнерӗн паллӑ ҫыннисем) ятарлӑ номинаци валли хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗн ертӳҫипе Сергей Федотовпа тӗл пулнӑ. Унпа пултарулӑх коллективӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Сергей Федотов — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамбльне пуҫарса яраканӗ.
«Эревет» ансамбле 1981 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектив «Тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ» ята тивӗҫнӗ, вӑл — ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |