Чӑваш Енри пачӑшкӑн рэп-композицийӗ фильмра янӑрать. Кун пирки Максим Курленко темиҫе кун маларах Фейсбукра пӗлтернӗччӗ.
Кунта ҫӗршыври кинотеатрсенче кӑтартакан «Непослушник» камит пирки пырать. Кинокартина нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче экран ҫине тухнӑ.
Ҫав фильмра янӑракан композицие темиҫе ҫул каяллах ҫырса илнӗ. Фильма ӳкерекенсене вӑл ӗҫ килӗшнӗ, вӗсем унпа усӑ курма автортан, Максим Курленкоран, ирӗк ыйтнӑ.
«Черное или белое»
рэп-композици фильмра икӗ эпизодра янӑрать. Бит авторӗ – Мускаври битмэкер DK Drammasta.
Фильм, сӑмах май, Максим Курленкона килӗшнӗ.
Курленко Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫлет. Хӑй вӑл Екатеринбург хулинчен.
Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш АССР халӑх артистки Галина Мадеева (06.01.1922 –24.01.2010) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Яланах асра…» ятпа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Ӑна Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакль умӗн йӗркелӗҫ.
Театр фойинче халӑх артисткине халалланӑ кура ӗҫлет. Астӑвӑм каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Галина Тимофеевна Чӑваш академи драма театрнче 1947-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 36 ҫул хушшинче вӑл тӗрлӗ жанрлӑ сӑнарсене калӑпланӑ. Галина Тимофеевна Шупашкар районӗнчи Шупашкарҫин ялӗнче (хальхи вӑхӑтра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин) ялӗнче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта пулас артисткӑн ҫемйи Шупашкара куҫса кайнӑ. Вӑтам шкула пиллӗк паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хӗр артист пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпах вӑл чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Тӑрӑшни сая кайман. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСри актёр факультетне, Чӑваш студине, вӗренме кӗнӗ. Чи лайӑх студентсен шутӗнче пулнӑ, О.Л. Книппер-Чехова тата Сталин стипендийӗсене тивӗҫнӗ.
Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑннине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштаракан ӗҫсене тӑратнӑччӗ.
Маттур чӑваш арӗшӗн сасӑлама ыйтса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ те Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗччӗ, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те конкурс пирки ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев та Чӑваш Енри фотоӑсташӑн сасӑланӑччӗ. Ентешӗмӗрсем сасӑлани, фотоӑста ҫӗнтертӗр тесе тӑрӑшни сая кайман — Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ сӑнӳкерчӗк конкурсра ҫӗнтернӗ.
Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.
Аса илтерер: Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.
Ҫамрӑк авторсен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республика шайӗнчи конкурсне ӗҫсене йышӑнма пуҫланӗ. Вӗсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурса чӑвашла е вырӑсла литература хайлавӗсем ҫыракан 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче йышӑнӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене Ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри библиотекинчи таврапӗлӳпе наци литературин пайне ҫак адреспа ярса памалла: 428027, Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 8-мӗш «а» ҫурт.
Кунгурти ҫӗр хӑвӑлӗнчи собор кӳлепине Чӑваш Енри скульптор туса лартнӑ.
Пермь тӑрӑхӗнчи Кунгурти ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе курма чылай ҫын ӗмӗтленет. Халӗ ҫав вырӑн тата та асамлӑрах.
3,5 метр ҫӳллӗш пӑр кӳлепене Алексей Исаев ӑста хӑйне пулӑшакан тепӗр ҫынпа хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе каҫхине, 17 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен, пурнӑҫлама тивнӗ. Ку вӑхӑтра туристсем ҫук-ҫке. Вырӑн хӗсӗк те тӑвӑр пирки ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Анчах тӗрлӗ кӳлепене ӑсталама маттур скульптор тар тӑкни сая кайман. Ҫӗр хӑвӑлӗнче бензин пӑчкӑпа ӗҫлеме юрамасть, ҫавӑнпа пӑра электропӑчкӑпа тата аккумуляторлӑ пӑчкӑпа касма тивнӗ.
Алексей пирки ҫакна палӑртмалла. Ҫартан таврӑнсан вӑл художество пӗлӗвне илнӗ. Ирӗклӗ художник пулса ҫӗршыв тӑрӑх чылай ҫӳренӗ. 11 ҫул каялла Кунгура кайсан унти вырӑнсене килӗштерсе пӑрахнӑ та халӗ те ҫавӑнтах пурӑнать. Пысӑк лаптӑк ҫӗр туяннӑ. Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗпе аппаланса пӑртан тата йывӑҫран кӳлепесем ӑсталать, ача-пӑча лапамӗсем тӑвать, культура паркӗсене илемлетет, ӳкерет.
Пирӗн ентешӗмӗр Александр Вражкин ҫӗршыври конкурса хутшӑнать. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне вӑл хӑйӗн фотоӗҫӗсене тӑратнӑ.
Конкурс пирки Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ентешӗмӗр чӑваш тӗрри, чӑваш сӑри, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.
«Самобытная Россия» конкурс кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать. Любовь Вазюкова сӑнарланнӑ ӗҫ хальлӗхе малта пырать.
Мускав облаҫӗнчи Подольск хулинчи Ӑрусен скверне пӑртан тӗрлӗ кӳлепе илем кӳрет. Унта юмахсенчи тӗрлӗ сӑнар пур.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, «асамлӑхпа тулнӑ вырӑнта» Шарль Перро хайлавӗнчи пушмаклӑ Кушак та, Добрыня Никитичпа Горыныч Ҫӗлен те, Цокотуха-Шӑна та, Салтан патша та пур. Ҫав шутра чӑваш халӑх юмахӗнчи сӑнар – Уйӑх ҫинчи хӗр, пур.
Ӑна Комсомольски салинчи Андрей Молоков ӑсталанӑ иккен. Ентешӗмӗр ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Андрей Молоков пӑр кӳлепесен «Ҫӗр планета юмахӗсем» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |