Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Марина Карягина Мускаври пултарулӑх каҫне хутшӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.01.2023 08:57 | 1041 хут пӑхнӑ
Культура
Марина Карягинан халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягинан халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.

Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.

Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.

Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.

Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.

#литература, #ят-сум, #чӑвашлӑх, #Мускав, #поэтсем, #пултарулӑх, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://domkino.pro/events/view/464
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

ЛЕШКУКША // 1662.49.3447
2023.01.22 17:50
Ку чыслӑ тӗрӗслев. Чӑт-чӑт, тӑхлпч!
Agabazar // 5055.1.9120
2023.01.23 17:42
Agabazar
«Урăх ăру» тени палиндром пулнине тÿрех сиссе илме мĕнле пултарулăх кирлĕ?

Тен, кунта темле вăрттăн технологи пур пуль?
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.26 08:59
Маттур, Марина, маттур!!!
Малалла! Малалла кӑна!
Валери ТУРКАЙ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем