Тин ҫеҫ Шупашкарти типографисенчен пӗринче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ку вӑл — вырӑссен ку чухнехи паллӑ та сумлӑ поэчӗн, халӑхсем хушшинчи тата Раҫҫейри нумай-нумай литература преми лауреачӗн, Раҫҫей Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн Аҫтӑрхан облаҫӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫин Юрий Щербаковӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» ятлӑ пуххи.
Юрий Николаевич Щербаков юлашки вӑхӑтра чӑваш поэчӗсен сӑввисене вырӑсла куҫарас тата вӗсене халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай ӗҫлет, ыттисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать. 2019 ҫулта вӑл, сӑмахран, аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн сӑввисен хӑй вырӑсла куҫарнӑ пысӑк ярӑмне Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатра пичетлерӗ, поэзие юратакансене Валери Туркайӑн «Не обманывал я мой народ никогда. Стихи Валерия Тургая в переводах Юрия Щербакова» кӗнекене, аякри Аҫтӑрханта пичетлесе, парнелерӗ. Ҫав ҫулах паллӑ сӑвӑҫ, Аҫтӑрхан хула Думин депутачӗ, Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл Асамачӗ» поэзи Акатуйӗн хисеплӗ хӑни пулса, Шупашкара ҫитсе курчӗ.
Юрий Щербаковӑн сӑввисен тӗп теми — Раҫҫее, аслӑ Атӑлӑмӑра чунтан юратни, Иртнипе Пуласлӑх пирки тарӑннӑн шухӑшлани.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 80 ҫул тултарчӗ. Ҫавна май Чӑваш Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче юбиляра халалланӑ курав уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Поэт пултарулӑхне сума сӑвакансем валли тата тепӗр чаплӑ мероприяти иртӗ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче поэтӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас кӑмӑллисене пурне те тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. ВЛКСМ Ҫӗрпӳ райкомӗн пай пуҫлӑхӗнче, Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, аслӑ редакторӗ, редакцисен заведующийӗ пулнӑ, 1974 ҫултанпа «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче тимленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча театр коллективӗсен республикӑри «АВАНсцена» фестивалӗ пулассине пӗлтерет. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут иртӗ. Мероприятие Сӑр тата Хусан чиккисене чавма хутшӑннисен ҫулталӑкне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ.
VI фестиваль нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс теми — «Тӑван чӗлхене шанатпӑр!».
Фестивале тӗрлӗ енпе тата стильпе ӗҫлекен ушкӑнсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ҫулӗ 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулччен пулмалла. Ӗҫсем вырӑсла, чӑвашла, республикӑра пурӑнакан ытти халӑх чӗлхипе пулма пултараҫҫӗ.
Паян, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш радио (ЧГТРК) кӑнтӑр хыҫҫӑн тӳрӗ эфирта «Ялти рок-н-ролл» кӑларӑм пулчӗ.
«Вӑхӑт ҫитре» кӑларӑмра Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте пурӑнакан рок-музыкант тата художник Ирӗк Килтеш (Валерий Краснов) ханӑра пулчӗ.
Вӑл гитара каласа виҫӗ юрӑ юрларӗ. Пӗр юрри «Ҫӑкӑр — ылтӑн пек» ятлӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗ, тата килти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗнчи ӗҫ хатӗрӗсен музейӗ ҫинчен каласа пачӗ.
«Ялти рок-н-ролл» питӗ хӗрӳ, ҫав вӑхӑтрах хавхалануллӑ янрарӗ.
Передачӑна Ольга Туркай редакторпа Маргарита Кабетова диктор ӑста та тараватлӑ ертсе пычӗҫ.
Нумай пулмасть «Дети Ра» литературӑпа илемлӗх журналӗнче (Сарӑтура никӗсленнӗ, Мускавра тухать) Ева Лисина хатӗрленӗ «Плач по брату» (чӑв. Пиччешӗн хӳхлесе) кӗнекен хаклавӗ тухнӑ. Ӑна журналӑн кӑҫалхи 1-мӗш номерте пичетленӗ.
Сергей Бирюков хӑйӗн хаклавӗнче кӗнекене питӗ аван мелпе хатӗрлени пирки палӑртнӑ — Генадий Айхин йӑмӑкӗсен тексчӗ те, ӳкерчӗкӗсем те пӗр-пӗринпе питӗ килӗшӳллӗн вырнаҫни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер, «Плач по брату» кӗнеке-альбом 2020 ҫулта «ПрофБизнесПечать» издательствӑра тухнӑ. Унта Ева Лисинӑн хӳхлев тексчӗсем тата Луиза Николаевна Юманккан ӳкерчӗкӗсем вырнаҫнӑ. Кӗнекене вӗсем хӑйсен пиччӗшне, Геннадий Айхине халалланӑ. Умсӑмахне Атнер Петрович Хусанкай ҫырнӑ.
Сергей Бирюков — сӑвӑҫ, филолог, культуролог, саунд-поэт, перформер, вырӑс авангарчӗн тӗпчевҫи тата теоретикӗ. Берлинри Пӗтӗм тӗнчери литература конкурсӗн, Берлинри Иккӗмӗш лирикспартакиадӑн тата А.Кручёнов ячӗллӗ Пӗтӗм Тӗнчери литература премийӗн лауреачӗ; М. Волошин ячӗллӗ поэзи конкурсӗн дипломанчӗ; «XXI ӗмӗрти ҫыравҫӑ» преми лауриачӗ. Зауми Академийӗн никӗслевҫи тата президенчӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Юрий Скворцовӑн проза тӗнчи» онлайн-каҫ иртӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче курма май килӗ. Ӑна чи вуланакан ҫыравҫӑсенчен пӗри, Юрий Скворцов, ҫуралнӑранпа 90 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие пултаруллӑ прозаик, литературовед пултарулӑхне тӗпченисем, вулакансем хутшӑнӗҫ.
Юрий Скворцовӑн чи пирвайхи сӑвви «Ялав» журналта 1953 ҫулта пичетленнӗ. Унӑн ҫепӗҫ сӑввисем килӗшнӗрен Г. Хирбю, Ф. Лукин, А. Токарев тата ытти композитор юрӑсем кӗвӗленӗ. Пултаруллӑскер инди, серб, венгри, мари ҫыравҫисен хайлавӗсене, С. Есенинпа Я. Купала сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.
Юрий Скворцовӑн повеҫӗсемпе калавӗсем паян та вулакансене ҫывӑх.
Ҫӗнӗ ҫула парӑмпа кӗме юрамасть тенӗрен манӑн ҫак ҫырӑвӑм.
Парӑмӑм ҫапларах. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫулла А.П. Чехов калавӗсене чӑваша куҫаракансен ӑмӑртӑвне ирттернине вулаканӑмӑр манман пуль тетӗп. Пурӗ 7 калав ярса панӑччӗ. Паллах, ку питӗ сахал. Ҫапах та чеховианӑн чӑвашла сӑмахлӑх ҫӳпҫине ҫак хайлавсем хушӑнни те паха.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников хаклав пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарсан малти вырӑнсене ҫак куҫарусем тухнине пӗлтӗмӗр (цитатӑлатӑп): «1-мӗш вырӑн: Тимӗркке — «Чунне уҫни, е Оля, Женя, Зоя» (ӑна 3000 тенкӗпе хавхалантарӑпӑр); 2-мӗш вырӑн: Алексей Леонтьев — «Мунчара» (2000 тенкӗпе); 3-мӗш вырӑн: Александр Михайлов — «Идеалист асаилӗвӗсенчен» (1 пин тенкӗпе)».
Вулакансенчен нумайӑшӗ куҫаруҫӑсене (Алина Иванова, Светлана Трофимова, Альбина Кыран, Александр Михайлов, Алексей Леонтьев), ахӑртнех, пӗлмеҫҫӗ те. Вӑхӑт синкерӗ чӑрмантарман тӑк Чӑваш халӑх сайчӗ ӑмӑртуҫӑсене йыхравласа ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатчӗ, вӗсене тивӗҫлӗ парне паратчӗ те-и тен… Каласа хӑварам: куҫару шайӗ мана, тӗпрен илсен, килӗшрӗ. «Тӗпрен илсен» тени кунта текстсене редакторӑн (кӗнекелетсе кӑларас пулсан) ӑста алли тӳрлетсе «кондицие ҫитермеллине» пӗлтерет.
РАШ | 23 |
Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:
Лев Кураков чӗри тапмасть текех.
Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..
Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..
Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,
Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...
Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...
Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...
Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,
Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.
Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...
Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...
Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ...
Ҫапла вӑл — пурнӑҫ, — инкекпе тулсан...
Чӑн-чӑн Арсем вилмеҫҫӗ, ҫук, вилмеҫҫӗ, —
Вӗсем ҫиҫеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем пулса.
22.12.2020
04 сехет те 39 минут
Валентин Шурчанова пуҫ тайни
Коммунизм пулмастех пуль ыран,
Ма тесен куҫне хупрӗ Шурчанов...
Усал чир пӗр шеллевсӗр ҫапсан
Пит синкерлӗ иккен ҫын суранӗ.
Ӑҫтан тухрӗ хӑрушӑ ковид —
Никама хӗрхенмест тамӑк мурӗ!
Шутсӑр пысӑк хайхин аппетит, —
Камӑн-ши сывалма шанӑҫ пулӗ?
Ҫӗнеймерӗ чире коммунист —
Хурланатпӑр — нумай пурнаймарӗ...
Эпир хамӑр та кӑшт атеист,
Тур каҫартӑр пире. Тен, пӑрахмӗ?
Чӑваш халӑх тарҫи пулнӑ май
Ман ентеш вӑй-халне шеллемерӗ.
Вӑл тунийӗ капашсӑр нумай,
Палӑртни те чылай — ӗлкӗрмерӗ.
Унӑн ырӑ ӗҫне манар мар —
Ячӗпе ҫӗн урам хисеплентӗр.
Ҫуркунне ҫав тӳрем урама
Эсӗ те, вулаканӑм, килен-тӗр?
Наталья Яклашкина дирижер «CA MAESTOSO» пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Ун пек конкурса кӑҫал пуҫласа ирттернӗ. Кӑшӑлвирус тени канӑҫӑрлантаракан саманара пултарулӑх тупӑшӑвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳ комитечӗн тата тӳресен председателӗ Борис Тараканов академик, профессор пулнӑ.
Наталья Яклашкина – Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижерӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |