Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.
Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ.
«Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ.
Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ.
1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчи Виктория Трончук НТВ каналпа пыракан «Ты супер!» (чӑв. Эсӗ супер) телепроекта хутшӑнать. Хӗрача асӑннӑ хулари «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура ҫуртӗнчи «Артон» эстрада музыкин халӑх ушкӑнне ҫӳрет.
Ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр юлнисем ӑмӑртакан «Ты супер» проектӑн иккӗмӗш сезонне хутшӑнать вӑл.
Виктория 13 ҫулта кӑна-ха. Ҫак тарана ҫитсе вӑл хулари, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссене хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче тӗрлӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Вика «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк), «Челентано», «Одарённые дети Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем) конкурссене хутшӑннӑ.
Викторийӑшӑн ҫак каҫӑпа http://www.ntv.ru/peredacha/Super/team/68240/17818/ иртсе сасӑламалла.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Чернова кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен «Атӑлҫи пики» илемпе пултарулӑх конкурсне хутшӑнӗ.
Пултаруллӑ студентка театр шкулне ултӑ ҫул ҫӳренӗ, «Илемлӗ сӑмах» номинацире республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртекен конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Халӗ те хастар вӑл, ыркӑмӑллӑх акцийӗсене, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене хутшӑнать, донор пулнӑ май тӑтӑшах юн парать.
ЧПУн Культура керменӗнче иртекен конкурсра Татьяна Черновапа пӗрлех республика чысне тепӗр Татьяна хӳтӗлӗ. Вӑл — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн строительство факультечӗн 5-мӗш курс студентки Татьяна Соколова. «Атӑлҫи Татьяни — 2018» ята кам ҫӗнсе илӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче пурӑнакан Владимировсем сурӑх ҫӑмӗнчен ӑсталакан япаласене хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионта ҫеҫ мар, чикӗ леш енчен те хаваспах туянаҫҫӗ.
Пӗчӗк чухнех ал ӗҫне хӑнӑхнӑ Оксанӑран пуҫланнӑ ҫак чун киленӗҫӗ кӑштахран услама ҫаврӑннӑ. Тӗрлесе илемлетнӗ ҫӑматӑна кил хуҫи хӗрарӑмӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ та Мускаври пӗр арҫын саккас пама шут тытнине пӗлтернӗ. Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ытти хатӗре те ҫӑмран йӑвалама хӑнӑхса кайнӑ. Паян ку ӗҫе мӑшӑрӗ Владимир та, 15-ри Иван ывӑлӗ те хутшӑнать. Аслисене кура 7-ри Александр та усӑ кӳме тапаҫланать.
Владимировсен ҫӑмран ӑсталанӑ ҫӑматтине, тапочкине, калпакне, пальтоне, йытӑ-кушак валли тунӑ пӗчӗк пӳрте ыйтакансем Германире, Италинче, Францинче, Казахстанра, Туркменистанра ыйтакан тупӑннӑ. Францинче вырӑс чӗлхи вӗрентекен хӗрарӑм ҫӑматӑна сувенир вырӑнне туяннине пӗлтернӗ.
Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлӗхӗ 2015-мӗш ҫултанпа «Герои Великой Победы» (чӑв. «Аслӑ Ҫӗнтерӳ Паттӑрӗсем») ятлӑ литература конкурсӗ ирттерет. Ку конкурсра ҫулленех чӑвашсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хайлавсене чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Жюри членӗсем ӗҫсене темиҫе тапхӑр хушши палӑртаҫҫӗ: вӑрӑм список, кӗске список, финалистсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ калавсен темиҫе кӗнеки те кун ҫути курчӗ. 2015-мӗш ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсен кӗнекинче Галина Зотовӑпа Сергей Кошкинӑн хайлавӗсем тата Николай Мудровӑн сӑнӗпе биографийӗ кун ҫути курчӗ. 2016–2017-мӗш ҫулсенче ҫӗнтерӳҫӗсем пулмарӗҫ, анчах та финала тухнисем темиҫенех. Асӑннӑ авторсен, Максим Краюшкинӑн тата Венера Усановӑн сӑвви-калавӗ тепӗр кӗнекере пичетленчӗ.
2017 ҫулта палӑрнӑ ӗҫсем те кӗҫех кун ҫути курӗҫ, кунта та пирӗн республика хастарӗсен ӗҫӗсем пур. Ӑмӑрту йӗркелекенсем ятарлӑ асӑну медалӗ тата хисеплӗ паллӑ ӑсталанӑ. Ку наградӑсене те чылай хутшӑнакан тивӗҫрӗ.
2018 ҫулхи ӑмӑрту малалла пырать.
Иртнӗ ҫулӑн юлашки кунӗсенче Мускавра Раҫҫейри халӑхсен ача-пӑча литературин антологийӗ кун ҫути курнӑ. Сумлӑ кӗнекере чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсем те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Информполитика министерстви паян хыпарланӑ.
Антологие Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен ятлӑ-сумлӑ писателӗсен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӗртнӗ. Кашнинех ӳкерчӗкпе илемлетнӗ, унсӑр пуҫне наци эрешӗсене кӑтартнӑ, хушма информаци вырнаҫтарнӑ.
Антологи валли чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен Николай Ытарайӑн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Николай Ишентейӗн хайлавӗсене суйласа илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейри халӑхсен хальхи ача-пӑча литературин антологине 201 авторӑн 870 хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсене тӑлмачӑсем 55 чӗлхерен куҫарнӑ.
Тӗменти чӑвашсем паян, 14 сехетре, Муравленко хулинчи Лира Губарева артисткӑпа тӗл пулнӑ. Тӗмене вӑл килни пирки Фейсбукра вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Артистпа курнӑҫу чӑвашсен облаҫри центрӗнче иртнӗ.
Муравленко хулине Лира Губарева 2009 ҫулта Пушкӑртстанран куҫса кайнӑ. Унччен чылай ҫул Стерлӗри филармонире ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӗске вӑхӑтрах «Хавас» ансамбль йӗркелесе янӑ. Унта вӑл — артистка та, солистка та, хормейстер та. Ансамбль ҫумӗнче ача-пӑчан «Шевле» ансамбльне те пуҫарса янӑ. Тӗменте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсне «Шевле» хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ.
Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ.
Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ.
Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |