Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 56-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе виҫӗ ҫынна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Хисеплӗ списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет артисчӗ — сценӑн ертсе пыракан ӑсти Анастасия Абрамова, Вырӑс драма театрӗн аслӑ категориллӗ драма артисчӗсем Александр Володин тата Юлия Дедина.
Анастасия Абрамова 2006 ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2006-2007 ҫулсенче Питӗрти Вырӑс балечӗн труппинче ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать.
Александр Володин — Шупашкар ҫынни. Вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма 2006 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Юлия Дедина Мордва Республикинче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма театрӗпе кино актёрӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлет.