Чӑваш Енри паллӑ режиссёр-документалиста тата сценариста Раҫҫей кинематографисчӗсен союзне илнӗ.
Тӳрех палӑртар: асӑннӑ пӗрлешӗве унччен пирӗн республикӑра пурӑнакан пӗр ҫынна ҫеҫ илнӗ. Вӑл — Игорь Дадиани модельер, илемлӗ фильмсен художник-постановщикӗ. Марина Карягина — сумлӑ йышри иккӗмӗш ҫын.
«Пӗлтӗр мана Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан режиссёрсем Союза кӗме сӗну пачӗҫ. Сумлӑ комисси эпӗ ӳкернӗ фильмсене пӑхса хак панӑ, вӗсем тӗнче шайӗнчи (е халӑхсем хушшинчи) мӗнле теле- тата кинофестивальсемпе конкурссенче ҫӗнтернине тишкернӗ, пӗрремӗш каналри документлӑ кино дирекцийӗн тӗп режиссёрӗ, «ЛАВР», «ТЭФИ», «НИКА», «Золотой Орел» йышши наци премийӗсен лауреачӗ Наталья Гугуева тата тӗнчери нумай кинофестиваль ҫӗнтерӳҫи Александр Куприн рекомендацийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн мана Пӗрлӗхе йышӑнни ҫинчен пӗлтерсе саламларӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Эпир те хамӑр енчен Марина Карягинӑна ӑшшӑн саламлатпӑр!
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Самое время» передачӑна Канаш арҫыннине хӑнана чӗннӗ. Екатерина Стриженева телеертӳҫӗ Сергей Ефимовран интервью илнӗ.
Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.
Канаш ҫыннин сӑввипе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, Александр Маршал юрӑ ҫырнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.
Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.
Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.
Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Евгения Егорова мамӑкран ёлка валли теттесем ӑсталать.
Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй тӗллӗн ӗҫлет. «Манӑн бизнес» организацире ӑна тавар туянакансене илӗртме вӗрентнӗ. Ун пирки халӗ чылайӑшӗ пӗлет тесе хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ каналта.
Евгения Егорова тренер пулса ӗҫлет. Вӑл — пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн алли те ылтӑн. Ҫӗрмамӑкран тӗрлӗ пукане ӑсталаканскер вӗсене чӑвашла та капӑрлатать.
Дарья Нагорнова ҫамрӑк дизайнер наци эрешӗллӗ коллекци хатӗрлет.
Ҫамрӑк ӑста тӗрлӗ стиле пӗрлештерме юратать. Калӑпӑр, этникӑна спорт стилӗпе. Ун пеккине хӗр, сӑмах май каласан, аслӑ шкулта вӗреннӗ чухнех ӑсталанӑ. Кайран ҫавӑн пек ӗҫ ӑна конкурсра ҫӗнтерме пулӑшнӑ.
Паян Дарья ҫамрӑк дизайнерсен хушшинче ят-сум ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Dari Nago» брендпа хатӗрлекен тумсемпе Мускаври мода эрнине те, «Таврида.АРТ» форума та хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ҫипуҫсӑр пуҫне хӗр сӑрантан тӗрлӗ аксессуар хатӗрлет.
Ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра 2022 ҫулта Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Пӗлтӗр конкурса тӑратнӑ материалсенчен чи сумлисемпе Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров паллаштарнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие икӗ ҫынна пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторне Владимир Васильева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспондентне Вячеслав Ильина; Н. Никольский ячӗллӗ премие — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячӗллӗ премие — «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Елена Атаманована.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ иртнӗ ҫул гастрольсемпе те тухса ҫӳренӗ. Тутарстанра, Мари Элта, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Пушкӑртстанра артистсем 8 районпа хулана ҫитсе концерт кӑтартнӑ.
Раҫҫей халӑхӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Звезды народного искусства» (чӑв. Халӑх ӳнерӗн ҫӑлтӑрӗсем) гала-концертӗнче (вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче пулнӑ) «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) Мускаври патшалӑх академи театрӗн сцени ҫине тухнӑ.
Шупашкарти «Мадригал» академи камера халӑх хорӗ «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи ята тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне ҫапла хисеплӗ ят парасси калкан приказа ҫӗршывӑн Культура министерстви кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ.
«Мадригал» хора 1984 ҫултанпа РФ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫсей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин Хор обществин пайташӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Халӑх коллективӗ ята ушкӑн 1988 ҫултах тивӗҫнӗ.
Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерет.
Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар.
Конкурс нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ, 21-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла.
Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |