Вӑрнар округӗн клуб тытӑмӗнче йӗркеленнӗ «Санар» хуткупӑсҫӑсен ансамблӗ хӑйсене инҫетри Архангельск хулинче лайӑх кӑтартнӑ. Кун пирки Вӑрнар муниципаллӑ округӗн сайчӗ пӗлтерет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хуткупӑсҫӑсем Архангельскра йӗркеленӗ регионсем хушшинче 3-мӗш хут иртекен «Гармониллӗ Раҫҫей» наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ.
Пирӗн артистсем хӑйсен ӑсталӑхне фестивале уҫнӑ чухне тата ӑна вӗҫленӗ май кӑтартма пултарнӑ. Чӑвашри хуткупӑс ӑстисем ҫак музыка инструменчӗсемпе кӗвӗ мӗн тери аван калама пӗлнине Архангельскра пурӑнакансем кӑна мар, Новодвинскри ҫынсем те итлеме пултарнӑ. Раҫҫей Кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ май «Санар» ансамбль унта та ҫитнӗ.
Архангельск облаҫӗн культура министрӗ вӑрнарсене Тав хучӗпе чысланӑ. Новодвинск хула округӗн пуҫлӑхӗ те юлман — вӑл та ансамбле Тав хучӗпе тав тунӑ, тӗрлӗ халӑх культурине популяризациленӗшӗн тата упранӑшӑн ырӑ сӑмахпа асӑннӑ.