Пирӗн ентешӗмӗрсем – Роман Сергеев тата Михаил Елисеев – «Казачок» нумай сериллӗ фильмӑн авторӗсенчен пӗрисем пулса тӑнӑ. Асӑннӑ фильма халӗ Псков облаҫӗнче ӳкереҫҫӗ. Унта Алексей Кравченко, Георгий Дронов, Владимир Епифанцев паллӑ актёрсем те выляҫҫӗ.
«Казачок» – ҫамрӑксем валли ӳкерекен нумай сериллӗ фильм. Сюжет тӑрӑх, Мускавра пурӑнакан шкул ачине, Степана, ашшӗ-амӑшӗ тӑна кӗтмелле тесе асламӑшӗ патне яла яраҫҫӗ. Вӑл унта ҫӑла кӗрсе ӳкет аваллӑха ҫакланать. Стёпа хӑйӗн ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ тӑванӗсемпе палалшать, 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑмсене хутшӑнать.
Маларах асӑннӑ Романпа Михаил – Хаваслисемпе тавҫӑруллисен клубӗн ертӳҫисем. Унччен вӗсем «Тайна пропавшей деревни» камит сериалӗн сценарисчӗсем пулнӑ. Ҫав ӗҫӗн премьерине «ТНТ» телеканал утӑ уйӑхӗнче кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинчи ӳрӗк ватӑсем тивӗҫлӗ канура та ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳренӗ май тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренеҫҫӗ.
Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клубра вӗсем касса ҫӗлеме вӗренме тытӑннӑ. Ҫак пултарулӑха вӗсене ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарать. Ваттисене вӑл пӗр-пӗр блузка е платье ҫӗлеме лариччен тӗрӗс виҫсе кӑларма та вӗрентет.
Ватӑсем ҫӗнӗ япалана хаваслансах ӑша хываҫҫӗ, ку ӑсталӑха алла илме май пурришӗн савӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Васин чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхать.
74 ҫулти ҫав арҫын ку енӗпе 14 ҫултанах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Узбекистанри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. 1969 ҫулта Вӑтам Азири политехника техникумӗнчен техник-механика вӗренсе тухнӑ. Кайран Ӗпхӳри авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ, Шупашкарти марксизмпа ленинизм институтӗнче вара социаллӑ психологи енӗпе вӗреннӗ, Мускаври аслӑ шкулта вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Владимир Васин чун юратнӑ алӑ ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ачасемпе аслисене ҫав ӗҫе хӑнӑхтарать, куравсем ирттерет, видеоуроксем ҫырса илет.
Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе, чаплӑ купӑспа таврӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Хула ачисене тӑван ӳнере юратса хисеплеме вӗрентекен хастар та пултаруллӑ чӑваша, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне чун-чӗререн саламлатпӑр!» — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.
Пултаруллӑ культура ӗҫченӗнчен Марина Карягина интервью илнӗ. Ҫав телекӑларӑм эфира тунтикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 30 минутра тухӗ. Передачӑна «Россия 1» канала кӑтартӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче юрра-ташша юратакансен коллекивӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри — «Калинушка» ансамбль. Пултарулӑх ушкӑнне Валентина Телей юрӑҫ ертсе пырать. Центрта вӑл халӗ музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет.
Валентина Телей ертсе пыракан ушкӑн тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет. Хамӑр республикӑри тата хулари конкурссене ҫеҫ мар, урӑх регионсенчисене те хутшӑнать.
«Центрта ӗҫлеме тытӑннӑранпа ҫур ҫул сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Хора ҫӳрекенсем хастар пулнӑран тата вӗсем репетицисенче ҫине тӑрса хатӗрленнӗрен, ҫӗнӗ репертуара вӗреннӗрен пире тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри конкурссенче лауреатсен ятне тивӗҫме май килчӗ», — тет Валентина Телей.
Хӗветӗр Уярӑн повӗҫӗсемпе калавӗсене, очеркӗсемпе статьйисене, асаилӗвӗсене тӑватӑ тома пуҫтарса хатӗрленӗ май ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗ мӗн тери тертлӗ пулни куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑрать (халиччен 3 томӗ тухнӑ). Чи малтан кунта пултарулӑх уйрӑмлӑхӗ (йывӑрпа ҫырӑнни) пирки калас пулать. Анчах идеологи сӗрӗмӗпе минренӗ хаяр критиксем «тӳпине» те манса хӑварас марччӗ. Вӗсем Уяр повӗҫӗсемпе калавӗсене силлесе шакканӑ хыҫҫӑн «тӑнкӗртӳ кампанийӗсем» кӗрленӗ, ун хыҫҫӑн «ҫынсем пек ҫырма вӗренеймен» ӑстана хаҫат-журнал, издательство редакцийӗсенче хӑраса кӗтсе илнӗ, ытла та асӑрхануллӑ редакторсемпе унӑн тавлашӑва кӗме тивнӗ, «лайӑх тӳрлетнӗ» алҫырусене вӑл пӗрре мар каялла илсе таврӑннӑ. Уярӑн литературӑри кун-ҫулӗ пӗлӗтлӗ анчах мар, йӗпе-сапаллӑ пулнӑ теме те пулать, ҫакна ҫырнисен пуххин хуплашки ҫинче кӑтартса хӑварни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнчӗ.
«Уяра хӗстерни пирки халь ӳстерсе калаҫаҫҫӗ, – терӗ мана пӗррехинче тем те пӗлекен пӗр паллӑ прозаик, хӑй вӑхӑтӗнче парти шкулӗ пӗтернӗскер. – Пур-и ун тухмасӑр юлнӑ пӗр алҫыру?
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Песни мудрости народов Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисем) курав ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫинчен вулавӑшӑн «Вулав центрӗ» секторӗн заведующийӗ Светлана Гордеева хавхаланса та кӑсӑклантарса ямалла каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вулавӑшра «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗччӗ.
Аякра пурӑнакан хастар чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине манасшӑн мар. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ҫавӑн пекех. Унта маттур чӑвашсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивалӗ иртӗ.
Конкусра 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ май хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивальтен Сергей Держерученко ҫентернӗ. Коновалово салинче пурӑнакан яш Гран-прие тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче «Магия чувашской вышивки бисером» (чӑв. Чӑваш тӗррине шӑрҫапа тӗрлессин асамлӑхӗ) ятпа ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннӑ кинемейсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ чӑваш тӗррине вӗтӗ шӑрҫапа та тӗрлеме май пуррине кӑтартса панӑ.
Тӗрӗссипе, ватӑсем ку ӑсталӑха унччентерех алла илнӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран вӗсем тӗрлӗ япала ӑсталама пӗлеҫҫӗ. Халӗ вара унпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Семёнова хӑйӗн илемлӗ япалисене хавхалантарса кӑтартнӑ. Ольга Усманова вара вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ илем хатӗрленӗ чух кӑмӑл та хавхаланнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти трикотаж чӑваш сӗмӗллӗ футболкӑсем кӑларнӑ. Вӗсем сӑнавлӑ парти пулӗҫ-и (тен, Республика кунӗ тӗлне туса кӑларнӑ-ши) — ӑна калама пӗлместпӗр.
Вӗсене фабрика Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминче иллюстрацисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Вӑтӑр ҫул та иртмерӗ, Праски Витти монументалистӑн, эмалёрӑн и графикӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне пӗчӗкшерӗн те пулин вырӑнти дизайнерсем халӑхра сарма тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ постра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.