Шупашкарти Вячеслав Ильин Пӗтӗм Раҫҫейри «Я могу! Творчество без границ» (чӑв. Эпӗ пултаратӑп! Чикӗсӗр пултарулӑх) фестиваль-конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр турне 500 ытла ача, куҫӑн турне 170 ача хутшӑннӑ.
Вячеслав Алина Михайлов репертуарӗнчи «Ан кулян, анне» юрра питех те чуна тивмелле шӑрантарнӑ, парнене тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсем конкурса хутшӑнӗҫ.
«Эпӗ – хӗрарӑм» конкурса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ тата «Пӗрле» аталанӑвӑн фончӗ йӗркелет. Ӑна пӗрремӗш хут 2021-мӗш ҫулта ирттернӗ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен видеоролик хатӗрлемелле. «Унта хӑйсем, ҫемье, ӗҫ, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа кӑтартмалла. Халӑхшӑн тӑрӑшнине, ырӑлӑх пуҫарӑвӗсене хутшӑннине палӑртмалла», — тесе пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Танцуют все» (чӑв. Пурте ташлаҫҫӗ) ташӑ фестивальне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗ йӗркеленӗ.
Ташӑ фестивальне учрежденине пуҫласа ирттернӗ. Унра социаллӑ центра ҫӳрекен ватӑсен ташӑ ушкӑнӗсем хушкӑнӗ. Ҫавӑн пек пултарулӑх ушкӑнӗсем унта темиҫе те. Хӑшӗсене социаллӑ ӗҫ енӗпе тӑрӑшакан специалистсем ертсе пыраҫҫӗ; теприсене – центра ҫӳрекен хастар ватӑсем хӑйсем.
Паян республикӑри пултаруллӑ ачасен конкурсӗ иртнӗ. Ача-пӑчан ӳнер пултарулӑхне «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсне Шупашкарти «Южный» культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркеленӗ. Фестиваль-конкурса республикӑри ача-пӑча коллективӗсем хутшӑннӑ.
Апашра пурӑнакан, вырӑти халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов нумаях пумасть хӑйӗн сӑввисен кӗнекине пичетленӗ. Ӑна «Ҫутӑр ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ» ят панӑ.
Кӗнекене хакласа умсӑмахра чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫапларах ҫырнӑ: «Владислав Кириллов-Апаш сӑвӑҫ, драматург хӑй хайланӑ сӑввисене пухса кӗнеке кӑларса, чӑваш литературин ани ҫине хӑйӗн тутланса ҫитнӗ сӑмах вӑрлӑхне акма хӑю ҫитерни мана савӑнтарать. (...)
Сӑвӑҫ – халапҫӑ, вӑл кӗрхи сывлӑшӑн тӑкӑска шерпетне тутанса ӗҫме пӗлет. Иртсе пыракан ӗмӗрӗн кунӗсене шутлакан шӑпана шахвӑртса, асран каяйми савнийӗн сӑнарӗпе пуплесе, хальхи пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ чӑнлӑхпа ҫирӗплетсе хурлӑ асилӗвӗсене лӑплантарма пултарать: «Ӑҫта эп пур – эс ҫук, сан валли юнашар вырӑн ҫук». Апла пулсан, ҫемье тытӑмӗн шӑнӑрӗ хуҫӑлас ҫук, ҫемье тасалӑхӗ вараланас ҫук.
Владислав Апаш сӑвӑ тӗнчине кӗрсе кайсан тухас килмест. Ахальтен мар ӗнтӗ, чӑваш композиторӗсем унӑн сӗтеклӗ сӑввисемпе савӑк юрӑсем хываҫҫӗ, паллӑ юрӑҫсем вӗсене чуна витерсе юрлаҫҫӗ».
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Васильева тивӗҫлӗ канура чун киленӗҫӗ тупнӑ. Хӗрарӑм полипропилен хӑюран карҫинкка ҫыхать. Вӗсене вӑл питӗ илемлӗ тӑвать. Тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа ҫыхса капӑрлатать. Пысӑкрах карҫинккасем те пур унӑн, пӗчӗкреххисем те.
Муркаш районӗнчи Шомикра ҫуралнӑ хӗрарӑм Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти ал ӑстисемпе тӗрлӗ ӑсталӑха алла илет, хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать.
Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм ӗнер 70 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатурӑн (Никоноровӑн) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кӗнекен пӗрремӗш пайне автор хӑй сӑмах ӑстисен произведенийӗсем ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа критика статйисемпе рецензийӗсене, публицистика жанрӗпе тата тӗнчекурӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене кӗртнӗ, 4-мӗш стройтрестри 46-мӗш строительство управленийӗнчи комсомол организацине ертсе пынӑ чух хаҫат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсем те пур».
Сӑмах май каласан, Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупнӑ.
Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енӗн тӗп хулинче хорсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Музыка конкурсне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ ирттернӗ.
Конкурса асӑннӑ учрежденире виҫӗ уйрӑмӗнчи виҫӗ хор хутшӑннӑ: Валентина Телей ертсе пыракан «Калинушка», Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Алексеев етсе пыракан «Палан» тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пыракан «Надежда». Вӑл ушкӑнсене ватӑсемпе сусӑрсем хавхаланса ҫӳреҫҫӗ.
Центрта хӑй вӑхӑтӗнче хорсен конкурсне ирттернӗ-ха, халӗ ҫав ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма йышӑннӑ.
Музыка конкурсӗнче пӗрреӗш вырӑна «Надежда» хор тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — «Калинушка», виҫҫӗмӗшӗнче — «Палан».
Акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ» темӑпа Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра семинар иртнӗ.
Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку иккӗмӗш семинар пулнӑ. «Малтанхи Хв. Уяр пултарулӑхӗпе иртнӗччӗ. Хальхинче те И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе хутшӑнтӑмӑр семинара. Улькка Эльмен, Арсений Тарасов, Людмила Сачкова, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Ю.М. Артемьев, В.В. Никифорова тӗпчевҫӗсем Ю. Скворцовӑн илемлӗ тӗнчине тӗрлӗ енлӗ ҫутатса пама тӑрӑшрӗҫ. Пирӗн студент, ҫамрӑк ҫыравҫӑ Елена Кириллова хӑй ҫырнӑ юптарӑва ӑста вуларӗ», – хыпарланӑ аслӑ шкулӑн вӗрентекенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.09.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |