Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пултарулӑх

Культура
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче темиҫе пултарулӑх коллективӗ пур. Тепӗр майлӑ каласан, учрежденире академи музыкине аталантарнипе пӗрлех эстрада пирки те шухӑшланӑ. Филармонири коллективсенчен пӗри вӑл — «Ҫеҫпӗл» ансамбль.

Ку коллектива 1968 ҫулта йӗркеленӗ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗрремӗш профессилле эстрада коллективӗ пулса тӑнӑ. Ун валли ятарласа конкурс ирттернӗ. Унта лекес текенсем 200 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен вуннӑшне суйласа илнӗ. Артистсене Мускава, Эстрада ӳнерӗн пӗтӗм союзри пултарулӑх мастерскойне, вӗренме янӑ.

Ҫулталӑкран филармонире пӗрремӗш программа кӑтартнӑ. 1970 ҫулсенче ку коллектив чикӗ леш енче те концертсем кӑтартнӑ. Ушкӑн Польшӑра, Венгрире тата Югославинче пулнӑ.

 

Культура

Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсене пирӗн республикӑра ҫулсеренех хавхалантараҫҫӗ. Кун пек укҫана ҫулсерен уйӑрса параҫҫӗ. Анчах ӑна тивӗҫиччен конкурс комиссийӗн али витӗр тухмалла.

Кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ комисси юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырушӑн Юрий Исаева 75 пин тенкӗ парӗҫ. Комиссие унӑн «Ар» кӗнекин алҫырӑвӗ питех те килӗшнӗ.

Аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Галина Антонован алҫырӑвне суйласа илнӗ. Конкурс комиссине авторӑн «Хаяр ниме» кӗнекен алҫырӑвӗ килӗшнӗ. Ӑна та 75 пин тенкӗ укҫа парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ҫӗнтерӳҫӗ-авторсен ӗҫӗсене каярах пичетлесе кӑларӗҫ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартаҫҫӗ.

 

Культура
Чаваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чаваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Професилле артистсен пултарулӑхне хакалакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, эстрадӑпа джаз музыкин пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртет. «Чебоксарская квинтоль» ят панӑ мероприяти юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Ку фестиваль эстрадӑпа джаз музыкине кӑмӑллакансемшӗн чӑннипех те паха пулӑм. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине ытти регионти ӑстасем те тухӗҫ. Сӑмахран, Ярославль хулинчи патшалӑх филармонийӗн «Филармоник-бэнд» ансамблӗ (Димитрий Ильичёв протоирей ертсе пырать), Тутарстанри джаз-оркестр (дирижёрӗ — Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев).

Программӑпа Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сайтӗнче паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-107821026_7116
 

Культура
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем юлашки вӑхӑтра пултарулӑх каҫӗ ирттерме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: маларах ун пеккине Алёна Николаева тата Наталья Мингазова йӗркеленӗччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра концерта Валентина Кокотанова йыхравлать.

Валентина Кокотанова хӑйӗн пултарулӑх каҫне «Поёт душа – живёт Россия!» (чӑв. Чун юрлать — Раҫҫей пурнать) ят панӑ. Мероприяти чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Юрӑпа ташӑ ансамблӗпе пӗрле артист халӑх тата автор юррисене шӑрантарӗ. Сӑмахран, «Я лечу над Россией», частушки под гармонь «Матаня», «Что за песни распевают на Руси», «Тополя» тата ыттисем янӑрӗҫ. Вӗсем культура эткерлӗхӗн тӗнче фондӗнчи юрӑсем шутланаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-107821026_7121
 

Персона
Светлана Гордеева санӳкерчӗкӗ
Светлана Гордеева санӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Юлия Силэм пултарулӑх каҫне пуҫтарӑннӑ. Юлия Александровна — чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, философи наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Патӑрьел районӗн хисеплӗ ҫынни. Пултарулӑх каҫне унӑн юбилейне халалланӑ. Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ ҫак калем ӑсти юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.

Ҫыравҫӑна саламлама сумлӑ ҫынсем пырса ҫитнӗ: филологи наукисен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Надежда Ефремова-Ильина; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Надежда Кириллова; Чӑваш Республиикн тава тивӗҫлӗ учителӗ Геронтий Никифоров; Василий Кервен поэт тата куҫаруҫӑ; Марина Карягина писатель тата журналист; Галина Серебрякова (Кӗмӗл) тата Нина Артемьева сӑвӑҫсем; Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валентина Смирнова.

 

Персона
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Раиса Сарпин юбилей каҫӗ иртӗ.

«Сарпи туссене пуҫтарать» мероприятие сӑвӑҫ 75 ҫул тултарнине халалланӑ. Юбилей каҫне Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Музыкӑпа поэзи каҫне ӑслӑлӑх, культура, ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне — ентешӗсем, калем ӑстисем. Тата тӑлмачсем, музыкӑпа театр ӳнерӗн ӑстисем, журналистсем. Хамӑр патран ҫеҫ мар, Мари Элтан, Пушкӑртстанран, Дагестанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Мускавпа Питӗртен килсе ҫитӗҫ.

Раиса Сарпи пултарулӑхӗ чӑннипех те тӗрлӗ енлӗ. Вӑл поэтпа прозаик та, драматургпа тӑлмачӑ та. Тата мӗн чухлӗ преми лауреачӗ-ши вӑл! 60-а яхӑн кӗнеке авторӗ 400 ытла юрӑ валли сӑвӑ тата 10 ытла пьеса ҫырнӑ.

Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Филармони сӑнӳкерчӗкӗ
Филармони сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Авалхи хӗлӗх сасси» концерт-спектакль хатӗрлет. Куракансене чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркипе паллаштарма палӑртнӑ май «Сурхури», «Хӗр сӑри», «Пир ҫапни», «Бурлаксен юррисем», «Туй» тата ытти йӑла-йӗркене кӑтартса парӗҫ.

Мӗнпур юрра хальхи пек илемлетсе, ҫӗнӗрен аранжировка туса куракансем умне кӑларӗҫ.

Илемлӗ чӑваш тумӗ ҫеҫ мар, чӑвашсен музыка инструменчӗсем те нумай пулӗҫ. Сӑмахран, шӑпӑр, шӑхлич тата тӑм шӑхлич, кӗсле, нахра, тӑмра, сӗрме купӑс, параппан.

Программӑна «Ҫавал» фольклора эстрада ансамблӗ, Анастасия Батюкова тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗҫ.

Режиссёр-постановщикӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Николай Андросов, композиторӗ — Чӑваш Енӗн искуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков, тумсен художникӗ — Екатерина Тонюшкина.

 

Персона
Юрӑпа таша ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Юрӑпа таша ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Алена Николаева сцена ӑстин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Алена Николаева Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистки пулса ӗҫлет. Сцена ӑстин пултарулӑх каҫне (вӑл авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ) ташӑ ӳнерне юратакансем, педагогсем, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн тата ансамбль ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.

Вӗсем кӑна та мар, Культура ӗҫченӗсен Раҫҫейри пултарулӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗ Маргарита Железнова видеосалам та хатӗрленӗ.

Ялта ҫуралса ӳснӗ хӗр ачаранах сцена ҫине тухма ӗметленнӗ. Юрӑпа ташӑ ансамбльне лексен вӑл коллективӑн ертсе пыракан сцена ӑсти пулассишӗн нумай тӑрӑшнӑ.

«Алена – пирӗн балет ушкӑнӗн чунӗ. Унӑн ӗҫченлӗхӗ, репетици вӑхӑтӗнче чунне парса тӑрӑшни ҫамрӑк артистсемшӗн ырӑ тӗҫлех пулса тӑраҫҫӗ», – мухтанӑ артиста ансамбль директорӗ Леонид Антонов тата илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-107821026_7096
 

Персона
 Чӑваш патшалах юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалах юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Александр Ангаров (01.10.1946-22.06.2005) сцена ӑсти ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл — паллӑ балетмейстер, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Александр Валентинович Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ. 1976-2005 ҫулсенче Александр Ангаров 100 ытла вокалпа хореографи сюити тата ташӑ лартнӑ. Чӑвашла пӗлмесен те вӑл чӑваш халӑх культурине чунтан юратнӑ. Хӑй юратнӑ ҫеҫ мар, чӑваш ташшинче пурнӑҫа, культурӑна, халӑхӑн анлӑ тавракурӑмне уҫса пама пултарнӑ.

Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх культура институтӗнчи балетмейстерпа педагогика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тӗп балетмейстер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-107821026_7101
 

Культура
www.kino-teatr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
www.kino-teatr.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Сергей Кузнецова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.

Сергей Павлович Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вокалист-солист пулса ӗҫлет. Хисеплӗ ята ӑна театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫшӗн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн пама йышӑннӑ.

Сергей Кузнецов Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки А. Сергеева-Зинкина класӗнче вӗреннӗ, кайран Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл Тутарстан халӑх артистки А. Шагимуратова класӗнче пултарулӑха туптанӑ.

2010 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 22

1935
91
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
69
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ