Чӑваш академи драма театрӗ 16–21 ҫулхи ачасемпе ҫамрӑксене Чӑваш театр студине вӗренме йыхравлать.
Культура учреждеийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр студийӗнче пуш уйӑхӗнче вӗрентме пуҫлӗҫ. Театр студийӗнче вӗренекенӗсем актёрпа сцена ӑсталӑхне, юрӑ юрлама тата ташӑ ташлама кашни шӑматкунсерен вӗренӗҫ. Унсӑр пуҫне театр институтне вӗренме кӗме хатӗрленӗҫ.
Театр студине суйласа илнӗ хыҫҫӑн йышӑнӗҫ. Суйлава хушӑнас кӑмӑллисен чӑвашла юрӑ, юптару, сӑвӑ, монолог тата ташӑ хатӗрлесе комиссине кӑтартмалла пулӗ. Суйлав нарӑс уйӑхӗн 17 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш драма театрӗнче 13 сехетре пуҫланӗ.
Суйлава пырас умӗн заявка ярса памалла.
Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать.
«Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене.
2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче чапа тухнӑ «Альянс» ушкӑн юррисем кӗҫех ҫӗнӗлле илтӗнме пуҫлӗҫ тесе хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта. Кун пирки Виталий Осипов соцсетьри страницинче пӗлтернӗ иккен.
Ушкӑна йӗркеленӗренпе кӑҫал 27 ҫул ҫитнӗ май Виталий Константин Садюровпа пӗрле видео ӳкернӗ. Вӗсем «Юлашки хут» юрра шӑрантарнӑ. «Альянс. Перезагрузка. Часах», — ҫапла ҫырнӑ Виталий.
Ушкӑна йӗркеленӗренпе 27 ҫул ҫитнӗ тата Константин Садюровӑн юбилей пулнӑ май «Альянс» фаначӗсене савӑнтарасшӑн-мӗн.
Паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурс иртӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вулакансем хутшӑнӗҫ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗпе Чӑваш наци конгресӗ ирттерӗҫ.
Регионсем хушшинчи конкурса икӗ номинаципе йӗркелӗҫ: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашла хайлавӗсем» тата «Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем».
Ача-пӑча валли тӗрлӗ халӑх чӗлхипе юрӑ ҫыракансен конкурсӗ иртет.
«Новые детские песни» (чӑв. Ача-пӑча валли ҫырнӑ ҫӗнӗ юрӑсем) проекта ача-пӑча музыка контентне йӗркелес тӗллевпе пуҫарса янӑ. Унта тутар, вырӑс, чӑваш, ҫармӑс, удмурт, мӑкшӑсемпе ҫармӑссен чӗлхисемпе ҫырнӑ юрӑсене йышӑнаҫҫӗ.
Чи лайӑх ӗҫен гала-концерчӗ Хусанта иртӗ.
Суйлмалли тура заявкӑсене пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен talant16ru@mail.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Музыкальное приношение» концерт иртӗ. Унпа училище 95 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене уҫӗҫ. Программӑра — хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршысенчи композиторсен хайлавӗсем.
«Чӑваш Енри тата Раҫҫейри пултарулӑх аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен концертне эпир ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗҫӗмех ирттеретпӗр. Кӑҫалхи концерта Мускаври, Чулхулари, Хусанти тата Шупашкарти ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ»,– каласа кӑтартнӑ музыка училищин преподавателӗ Николай Кадыков.
Концерт Шупашкарти музыка училищин Пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян пенсионерсене тӳлевсӗр концерт кӑтартнӑ.
Пӗр сехет ытла пынӑ программӑпа вырӑс халӑх юррин «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) фольклор коллективӗ пырса ҫитнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне 45 ҫул ӗнтӗ Мускаври патшалӑх культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Людмила Кондратьева ертсе пырать. Грузире ҫуралса ӳснӗ хӗр малтанласа ансамбле Шупашкарти трактор тӑвакансен заводӗнче йӗркелесе янӑ.
Людмила Кондратьева чӑваш каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ та кунтах ӗҫлесе пурӑннӑ, Чӑваш Ене ҫывӑха хурса хаклать. Чӑваш Енри тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен фольклорне пухса вӑл ансамбль репертуарне самай пуянлатнӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Пётр Мазуркин 75 ҫул тултарнӑ.
Муркаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Мӑн Токшикре 1949 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑскерӗн аллинче кирек епле туратпа кирек епле тӗмеске те илеме ҫаврӑнать.
Унӑн эрешӗсем ҫурт-йӗре юмах тӗнчинчи евӗр туса хума пултараҫҫӗ. Тӑван килне те вӑл ҫавӑн пек илемлетнӗ.
Пётр Мазуркин йывӑҫран 2 пин ытла тӗрлӗ япала ӑсталанӑ.
Ылтӑн алӑллӑскер Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте художникра, каярах Муркаш районӗнчи Калайкассинчи шкулта тӑрӑшнӑ.
Юбиляра вырӑнтисем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура саламланӑ.
Халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамбльне сумлӑ ята твиӗҫнӗ.
Коллектив Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче ӗҫлет. Нумаях пулмасть ӑна Раҫҫей Федерацийӗн «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята панӑ. Приказа Раҫҫейӗн Культура министерстви раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн кульурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Федотов «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектва тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ ят панӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче нумаях пулмасть Любовь Фёдорова сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑталнӑ.
Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнче Марина Карягинӑпа Екатерина Янгалакова телесюжечӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» сӑвӑ пуххи — Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки.
Автор чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех палӑрма пуҫланӑ иккен. Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Энтепе хӗрӗ малтан тӑван тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, «ҫилҫунатҫӑсемпе» литература тӗнчине кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |