Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР Журналистсен союзӗн), Раҫҫей Писателӗсен союзӗн патайшӗ Михаил Мерчен (Михаил Захаров) ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Михаил Мерчен Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Колхозра та вӑй хунӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче водительте те. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ, салтакран таврӑнсан каччӑ Шупашкарти ӳнер студийӗнче виҫе ҫул вӗренсе художник ӑсталӑхне алла илнӗ.
Ҫыравҫӑн кӗнекисем ҫаксем: «Сарӑ роза», «Куҫӗсем! Ах, куҫӗсем!», «Вӗҫсӗр ҫул», «Хумлӑ Атӑл».
Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.
Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.
Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ф.М. Лукин ячӗллӗ «Тӑри» Пӗтӗм тӗнчери III вокалпа хор конкурсӗ уҫӑлнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне РСФСР халӑх артисчӗ, Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурс пуш уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет.
«Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна.
Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл.
Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн (ӑна пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ) пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртӗ.
Ӑна сумлӑ специалистсем хаклӗҫ. Тӳресен йышӗнче — аякран чӗнсе илнӗ 3 театр критикӗ: искусствоведени кандидачӗ, А.П. Чехов ячӗллӗ МХАТӑн илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, МХАТ шкул-студин искусствоведени кафедрин, Сцена ӳнерӗн ӗҫченӗсен Г.Г. Дадамян ячӗллӗ аслӑ шкул-студийӗн доценчӗ Павел Руднев; музыка тата театр критикӗ, Хальхи вӑхӑтри хореографин «НА ГРАНИ» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн арти-директорӗ, «Ылтӑн маска» театр премийӗн экспертсен канашӗн тата жюри членӗ Лариса Барыкина; театр критикӗ, театр историкӗ, Раҫҫейри театр ӳнерӗн — ГИТИСӑн ют ҫӗршыври театрсен историйӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Иванова.
Конкурса 6 театрӑн 10 спектаклӗ хутшӑнӗ. Вӗсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм тӗнчери татр кунӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ольга Дуняк художник, педагог пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ольга Дуняк кантӑка ирӗклӗн вӗрсе карӑнтарса тӗрлӗ хитре япала тума пӗлекен ӑста пулнӑ. Александр Дуняк артист хӗрӗ Ленинградри аслӑ ӳнер промышленнность училищинче экскурсире пулнӑ чух кантӑка юратса пӑрахнӑ та ҫав енӗпе вӗренме кӗрес шухӑшпа ҫунатланнӑ. Ҫунатланнӑ та, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗр ӗмӗчӗ ҫеҫ унӑн пурнӑҫланайман — Шупашкарта та вӑл ҫавӑн пек производство уҫма ӗмӗтленнӗ. Пирӗн республикӑмӑрӑн тӗп хулинче «чӑваш кантӑкӗпе хрусталь цехӗ» тума май килменрен вӑл Дон ҫинчи Ростова тухса кайнӑ. Унта ӑсталанӑ ӗҫӗсене Шупашкара илсе килнӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Державин Шупашкарта» поэми тата патриотизм темипе ҫырнӑ виҫӗ сӑвви Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатӑн юлашки номерӗнче пичетленнӗ.
Хӑйӗн «Державин Шупашкарта» поэмине В.Туркай темиҫе ҫул каярах Тутарстан халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Ренат Харис сӗннипе ҫырнӑ, вӑлах ку поэмӑна тутарла куҫарса Хусанта пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак хайлава нумаях пулмасть белорусла куҫарнӑ, ҫитес вӑхӑтра вӑл Минскра, Халӑхсем хушшинчи «Созвучие» интернет-порталта кун ҫути курмалла.
1760 ҫулта вырӑс халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗ Гавриил Романович Державин Хусанти гимназире вӗренекенскер, М.И.Веревкин директорпа пӗрле, Шупашкарӑн пӗрремӗш планне туса хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. «Державин Шупашкарта» поэмӑра сӑмах шӑпах ҫакӑн пирки пырать.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.
Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.
Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.
Шупашкара Мускаври П.И. Чаковский ячӗллӗ квартет килӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗ.
Асӑннӑ коллектива 10 ҫул каялла йӗркеленӗ.
Петр Чайковский, Николай Рубинштейн тата Сергей Танеев композиторсем музыкӑна ӑнланакан итлекенсем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавна май халӑх хушшине тухса концертсем лартни, тӳлевсӗр ӑсталӑх сехечӗсем ирттерни питех те паха ӗҫ тесе шухӑшланӑ. Унта халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӗрекенсем, пурлӑх енчен тӗрлӗ шайрисем хутшӑнайччӑр тесе ӑнтӑлнӑ. П.И. Чаковский ячӗллӗ квартет ҫав тӗллевпе ӗҫлет.
Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала.
Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ. Анчах ҫав хушӑрах питӗ илемлӗ вӑл. Августа Уляндина шӑрантарниех епле ҫепӗҫ янӑрать:
Чи малтан юрӑ текстне илсе парар:
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш юрри.
Илемлӗ чӑваш юрри те —
Юрлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш ташши.
Илемлӗ чӑваш ташши те —
Ташлама пӗлсен кӑна.
Илемлӗ, илемлӗ...
Илемлӗ чӑваш пики.
Илемлӗ чӑваш пики те —
Сӑпайлӑ пулсан кӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.