Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: романсем

Чӑваш чӗлхи
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра кӑҫал та «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелет.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ‒ хальхи чӑваш литературине аталантарасси, пултаруллӑ авторсене пулӑшасси, чӑвашла ҫыракансене хавхалатарасси.

Конкурса материалсене кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнӗҫ: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви. Унсӑр пуҫне fed_ol@mail.ru электрон адреспа «Чӑваш романӗ» конкурса» тесе ярса пама пулать.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Тимӗр Алюш Валин «Нарпике ӑраскалӗ» романӗ 1 пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекери ӗҫсем 1900–2023 ҫулсенче пулса иртеҫҫӗ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тимӗр Алюш Вали — Валентина Кириллова. 2023 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.

Валентина Алексеевна 1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1982 ҫулта тӑван районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Кайран Елчӗк район хаҫатӗнче тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ.

 

Культура

Шупашкарти ватӑсем иртне эрнекун пӗрле пуҫтарӑнса Чӑваш академи драма театрне спектакль курма кайнӑ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем, кӗмӗл волонтёрсем, Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакле пӑхса савӑннӑ.

«Ку спектакле эпӗ виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ куртӑм. Маншӑн чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхе мар пулин те спектакль тыткӑнламаллипех тыткӑнларӗ. Тӗлӗнсе каймалла! Пурне те пысӑк тав!», — хавхаланса калаҫнӑ, сӑмахран, Людмила Тимошкина ятлӑ хастар ватӑ.

 

Культура
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» литература конкурсне ирттерессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: ӗҫсене ярса пама кая юлман-ха. Вӗсене 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Е Шупашкарти Чӑваш кӗнеке издательствине илсе ҫитерсе памалла.

Конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла пулмалла. Конкурса халиччен пичетленмен хайлавсемпе хутшӑнмалла. Вӗсен тематики ирӗклӗ. Калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран ытла мар пулмлала мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/10360
 

Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта нумаях пулмасть «Чӑваш романӗн» ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерессине, ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине эпр унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн тӗллевӗ – хальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарасси.

«Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ҫулталӑк ытла пынӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе жюри членӗсем тимлӗ паллашнӑ хыҫҫӑн Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» ал ҫырӑвне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫитес ҫул вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курӗ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хветӗр Уярӑн «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательстви Хветӗр Уярӑн тӑватӑ томран тӑракан «Ҫырнисен пуххине» кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш том 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта «Шурча таврашӗнче» историлле романӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Таната» – кӗнӗ. 2022 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ иккӗмӗш томра асӑннӑ романӑн иккӗмӗш кӗнеки – «Таркӑн» – вырнаҫнӑ.

Нумаях пулмасть вара «Ҫырнисен пуххин» виҫҫӗмӗш томӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ повеҫпе ҫирӗм калав кӗнӗ.

Кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Валерий Алексеев, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

 

Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерет. Ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурса тӑратнӑ ӗҫсем чӑвашла ҫеҫ пулмалла, урӑх чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ хайлавсене» пӑхса тухмӗҫ. «Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшӑнмалла», — палӑртса хӑварнӑ конкурсра.

Хайлавсен тематики ирӗклӗ, калӑпӑшӗ А4 форматпа 700 страницӑран иртмелле мар.

Ӗҫӗсене fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтӑпа (428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви, «Чӑваш романӗ» конкурса») йышӑнӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 20

1919
107
Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Сергеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Чӑваш облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ.
1957
69
Илле Тукташ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
1958
68
Артемьева Тамара Васильевна, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ