Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем пенсие тухса ҫӗнӗ ӑсталаха та ним мар алла илме пултараҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вӗсене ҫӗвӗҫ пулма та хӑнӑхтараҫҫӗ.
«Манӑн социаллӑ центр» клубра пырса ҫӳрекен 68 ҫулти Татьяна Панфилова хӑйне валли халат ҫӗлесе тӑхӑннӑ. Ку ӑсталӑха ӑна центрти ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарнӑ.
Татьяна Викторовна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унччен ҫӗвӗ ӗҫӗпе аппаланса курман. «Хӑрамасан тата юнашар ылтӑн алӑлла ӑста пулсан тем те вӗренме пулать иккен», - хавхаланса каласа кӑтартнӑ ҫитмӗл ҫула ҫывхарса пыракан хӗрарӑм.