Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: музыкантсем

Культура
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, «Его величество Гобой!» концерт кӑтартӗҫ. Ӑна Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Анатолий Любимова хисеплесе хатӗрленӗ. Музыкант пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ.

Программӑна классика музыкин шедеврӗсенчен хатӗрленӗ. Вӗсем пурте — гобой валли тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ юрӑ-кӗвӗ. Концерт музыка ӑстине сума сунине, унӑн пултарулӑхне хакланине тата сума сунине кӑтартса пама тивӗҫ.

Сцена ҫине Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗсем, студенчӗсем тата ку вӗренӳ заведенийӗнче тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Алексей Гурьев (гобой), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Элла Леонтьева (гобой), Ирина Никитина (гобой), Татьяна Иванова (флейта), Николай Кадыков ертсе пыракан симфони оркестрӗ. Мускаври хӑнасем те пулӗҫ.

 

Персона
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗн тата «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗн ертӳҫи Анатолий Музыкантов 75 ҫул тултарнине халалласа Шупашкарта пултарулӑх каҫӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ӗнер вара Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Культура
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.

Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.

Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-50708301_8065
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын