Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Иванов пушӑ вӑхӑтра халь лармасть. Ватӑ ҫын карап тума юратать. Чӑн карапсене мар-ха.
Вӑл «Сантисима-Тринидад» испани карапне те пухнӑ.
Арҫынна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ пулӑшса тӑрать. Шӑпах вӑл асӑрханӑ та мучин хӑйне евӗр ӑсталӑхне.
Геннадий Викторович карап тӑвас ӗҫре нихӑҫан та тӑрӑшман пулин те ҫав енӗпе пӗрмаях кӑсӑкланнӑ. Ҫамрӑк чухне машиностроени отраслӗнче инженер-механикра ӗҫленӗскер
карапсемпе интересленнӗ.
«Карап пухма эпӗ чикӗ леш енчи журналсене ҫырӑнса илнӗ. Вӗсемпе усӑ курса карап пухнӑ. 14 ҫул хушшинче 4 карап пулчӗ. Пӗрне пухма вӑтамран 3,5 ҫул кирлӗ. Кашни детале ҫыпӑҫтармалла, сӑрламалла. Карап пухассипе халӗ те кӑсӑкланатӑп», — каласа кӑтартнӑ мучи.