Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Мускавра чӑваш ҫинчен фильм кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.02.2023 15:30 | 1167 хут пӑхнӑ
Персона
Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен документлӑ фильм кӑтартнӑ.

Пултаруллӑ чӑваша Раҫҫейри чӑвашсен федераци автономийӗн хастарӗсем те саламланӑ. Пӗрлешӳ ертӳҫин Леонид Черкесовӑн тав сӑмахне автономи пайташӗ, тӗнче спорт маҫтӑрӗ Олег Захаров илсе ҫитернӗ.

Автономи сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш чӗлхи — питӗ пуян, уникаллӑ чӗлхе, пӑлхар ушкӑнне кӗрекен авалхи чӗлхесенчен пӗртен-пӗр чӑваш чӗлхи чӗррӗн сыхланса юлнӑ. Этемлӗх, тӗнче ҫак чӗлхене упрамасан, аталанса пурӑнма пулӑшмасан, ку турӑ умӗнчи пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ», – тенӗ Марина Карягина уява пухӑннисене тав туса, тӑван чӗлхемӗре упраса пурӑнма сунса.

#ӳнер, #Мускав, #чӑвашсем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-218250527_15
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2902.18.1906
2023.02.05 07:33
Agabazar
Курӑр-ха, еплерех аван ҫавӑрттарса хунӑ: «Чӑваш чӗлхи — питӗ пуян, уникаллӑ чӗлхе, пӑлхар ушкӑнне кӗрекен авалхи чӗлхесенчен пӗртен-пӗр чӑваш чӗлхи чӗррӗн сыхланса юлнӑ. Этемлӗх, тӗнче ҫак чӗлхене упрамасан, аталанса пурӑнма пулӑшмасан, ку турӑ умӗнчи пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ»
Карӑннӑ хӗлӗх пек янраса тӑрать вӗт!
Атту, авӑ, пиртен хӑшӗсем, айваннисем, пач урӑхла ҫаптараҫҫӗ.
Уникаллӑ тенине вара урӑхла калаймастӑн, «хӑйне майлӑ» тенипе ҫеҫ хӑтӑлаймастӑн. Икӗ кк лартма пулать ӗнтӗ варринче. Ҫавӑ ҫеҫ.
Каллималлин // 3365.2.4938
2023.02.05 11:34
Уйрăмах "уникаллă" тени пит уникаллă.
Agabazar // 2902.18.1906
2023.02.05 13:13
Agabazar

Уникаллӗ тенине урӑхла пӗртен-пӗррелле теме пулать

.
Анчах лере «пӗртен-пӗр» тенине пӗрре усӑ курнӑ та, ҫавӑнпа ӑна тепӗр хут, ҫапла вара, умлӑн-хыҫлӑн иккӗн тан, калама майлах мар.
Agabazar // 4248.97.3732
2023.02.06 13:03
Agabazar
Уникум.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем