Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Персона: Марина Карягинӑна Раҫҫейри кинематографистсен союзне илнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.01.2023 05:18 | 922 хут пӑхнӑ
Персона
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри паллӑ режиссёр-документалиста тата сценариста Раҫҫей кинематографисчӗсен союзне илнӗ.

Тӳрех палӑртар: асӑннӑ пӗрлешӗве унччен пирӗн республикӑра пурӑнакан пӗр ҫынна ҫеҫ илнӗ. Вӑл — Игорь Дадиани модельер, илемлӗ фильмсен художник-постановщикӗ. Марина Карягина — сумлӑ йышри иккӗмӗш ҫын.

«Пӗлтӗр мана Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан режиссёрсем Союза кӗме сӗну пачӗҫ. Сумлӑ комисси эпӗ ӳкернӗ фильмсене пӑхса хак панӑ, вӗсем тӗнче шайӗнчи (е халӑхсем хушшинчи) мӗнле теле- тата кинофестивальсемпе конкурссенче ҫӗнтернине тишкернӗ, пӗрремӗш каналри документлӑ кино дирекцийӗн тӗп режиссёрӗ, «ЛАВР», «ТЭФИ», «НИКА», «Золотой Орел» йышши наци премийӗсен лауреачӗ Наталья Гугуева тата тӗнчери нумай кинофестиваль ҫӗнтерӳҫи Александр Куприн рекомендацийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн мана Пӗрлӗхе йышӑнни ҫинчен пӗлтерсе саламларӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Эпир те хамӑр енчен Марина Карягинӑна ӑшшӑн саламлатпӑр!

#чӑвашсем, #кинематографи, #пултарулӑх, #режиссёрсем, #ят-сум

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 2537.89.8873
2023.01.26 12:37
Халиччен Кинематографистсен союзне Дадиание çеç илнĕ тени тĕрĕсех мар. Совет Союзĕ вăхăтĕнчех Вениамин Погильдяков писатель, сценарист СССР Кинематографистсен Союзĕн членĕ пулнă, ун чухне пултарулăх союзне кĕме хальхинчен чылай йывăртарах пулнă.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.26 18:01
Agabazar
Вениамин Погильдяков Кинематографистсен институтне те (ВГИК) пӗтернӗ.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.26 18:05
Agabazar
Парне Георгий Васильевич (1901-1937). Ку та союзра тӑнӑ пулмалла.
Шел, ку тӗлӗшпе тӗрес мар каларӑм. Мӗншӗн тесен союза 1965-мӗш ҫулта ҫеҫ туса хунӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем