Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сургутри ачасем чӑваш халӑх эткерлӗхне ӑша хываҫҫӗ. Ханты-Манси автономи округӗнче пурӑнакан маттур чӑвашсем ҫинчен Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «Туслӑх» общество организацийӗнче «Чӑваш тӑрӑхӗн эткерлӗхӗ» студи ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасен йышӗ ӳссех пырать-мӗн. Нумаях пулмасть студие 19-мӗш шкулта вӗренекенсем пухӑннӑ. Вӗсем тӑмран матрёшка ӑсталанӑ. Вырӑссен йывӑҫран касса хатӗрленӗ ҫав теттене Сургутри ачасем чӑвашлатнӑ — матрёшкӑна чӑвашла эрешсемпе капӑрлатнӑ.
Agabazar // 2248.54.3670
2022.12.28 09:21 | |

Еткер темелле.
Фарси чĕлхинчен кĕнĕ сăмах вăл. Çав донорла чĕлхере вăл Яткар тенĕ пекрех илтĕнет, урахла каласан умĕнче й (йот).
Юхма Мишшин çав ятлă романĕ те Еткер (Эткер мар!).
Ашмарин сăмахсарĕнче те еткер. Г. Ф. Юмарт сăввинче те еткер.