Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче юрра-ташша юратакансен коллекивӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри — «Калинушка» ансамбль. Пултарулӑх ушкӑнне Валентина Телей юрӑҫ ертсе пырать. Центрта вӑл халӗ музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет.
Валентина Телей ертсе пыракан ушкӑн тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет. Хамӑр республикӑри тата хулари конкурссене ҫеҫ мар, урӑх регионсенчисене те хутшӑнать.
«Центрта ӗҫлеме тытӑннӑранпа ҫур ҫул сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Хора ҫӳрекенсем хастар пулнӑран тата вӗсем репетицисенче ҫине тӑрса хатӗрленнӗрен, ҫӗнӗ репертуара вӗреннӗрен пире тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри конкурссенче лауреатсен ятне тивӗҫме май килчӗ», — тет Валентина Телей.