Валентина Элпин «Пулас кинсем» кӗнеки чылай вулакан аллинче пулнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Виҫӗ пайран тӑракан романа пичетленӗренпе чылай ҫул иртнине (унчченхи 1989 ҫулта тухнӑ) шута илсех пулӗ Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна вулакансем патне тӑваттӑмӑш кӑларӑмпа ҫитерме шутларӗ. Уйрӑмах, ҫыравҫӑ кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче 100 ҫул тултарнине шута илсен ку хӑйне евӗр парне пулчӗ — ҫыравҫӑшӑн та, кӗнеке вулама кӑмӑллакансемшӗн те.
«Пулас пинсем» кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ чӑваш хӗрӗсем — Талюнапа унӑн тус-тантӑшӗсем — ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен фронта тухса каяҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ хаяр вӑрҫӑ вӗсен шухӑш-кӑмӑлне пиҫӗхтерсе ҫирӗплетет, халӑх ирӗклӗхӗшӗн, юратнӑ ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑварассишӗн темӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттереҫҫӗ вӗсем. Хаяр ҫапӑҫусенчен киле ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑннӑ хӗрсем мирлӗ ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Тӑнӑҫ пурнӑҫра та ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 ҫулхи кӑларӑмпа вара пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать.
Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри ял вулавӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ тӗлне «В творческом горении — высшая радость» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ.
Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Гордимся своим земляком» тата «О театре». Пӗрремӗш пайне Ефим Никитин паллӑ драматурга халалланӑ. Ефим Никитич хӑйӗн хайлавӗсене чӑвашла кӑна ҫырнӑ-ха та ӗнтӗ, анчах вулавӑш ӗҫченӗсем курав ятне вырӑсла парас тенӗ. Мӗн тейӗн, самани ҫапла — чӑвашла йӗркелеме хал ҫитмест ҫав хӑшӗ-пӗрисен. Арапуҫра ҫуралса ӳснӗ Ефим Никитин ку тӗлӗшпе пӗр-пӗр шӳт шутласа тупӑччех ӗнтӗ.
Тепӗр пайӗ вара театр ҫинчен каласа парать — вулакансем Надежда Павлова тата ытти паллӑ артистсем пирки пӗлме пултарӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене кӗнекен кӑларасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Яланхи пекех эпир ӑна ача-пӑча ӳкерчӗкӗсемпе илемлетес шухӑшлӑ.
Ӳнер ӑмӑртӑвне эпир кӗскен «Ҫӑлтӑрпа ҫӑлкуҫ сӑнарӗ» ят парас терӗмӗр — шкулта вӗренекен кашни ача унта хутшӑнма пултарать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӑна кӗнекене кӗнӗ хайлав тӑрӑх ӳкермелле (хуть те хӑшне суйлама пулать). Ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗ вӗҫлениччен ярса памалла.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн электронлӑ ӗнентерӳ хучӗ ҫеҫ ярса пама пултаратпӑр. Вырӑн-тавраш палӑртмастпӑр — тивӗҫлӗ ӗҫ эпир хатӗрлекен кӗнекене кӗрӗ. Паллах, авторне кӗнеке те лекӗ.
Кӗнекене кӗмелли хайлавсен йышӗпе кунта паллашма пултаратӑр: http://docme.ru/fhx (pdf)
Ереван хулинче «Чӑваш юмахӗсемпе халапӗсем» эрменле пичетленсе тухнӑ, кӑлараканӗ — «Цицернак» издательство.
Ку кӗнеке хӑйне евӗр хурав. 2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви «Патвар Назар» кӗнеке кӑларнӑччӗ — унта эрменсен юмахӗсем чӑвашла пичетленнӗччӗ. Ҫапла май эрменсем те парӑмлӑ юлас темен — пирӗн юмахсене хӑйсен чӗлхипе кӑларнӑ.
Ереванта тухнӑ кӗнекене ҫак халапсем кӗнӗ: «Улӑп ҫӗрӗ», «Сармантей», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Ылтӑн хутаҫ» тата ыттисем. Эрменле вӗсене Ованес Айвазян куҫарнӑ.
Икӗ халӑх хушшинчи хутшӑну малашне аталанса пырӗ кӑна — Чӑваш кӗнеке издательстви хальхи вӑхӑтра эрмен кулӑшӗсен пуххине хатӗрлет, Ереванра вара Юрий Скворцовӑн суйласа илнӗ хайлавӗсем пичете кӗтеҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ — Иван Тенюшевӑн «Пӑлхар-чӑваш паттӑрӗсем».
Сахал мар ӗҫленӗ Иван Яковлевич хӑй вӑхӑтӗнче — халӑх хушшинче 40 ҫул тӗрлӗ юмах-халап пухса ҫӳренӗ. Ку кӑларӑма шӑп та лӑп вӗсем кӗнӗ те ӗнтӗ. Пурте мар, ытларах енӗпе Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтне сӑнласа кӑтартакан юмах-халап.
Ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсенче ку кӗнеке илемлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать — кашни юмах, кашни халап ҫӑмӑллӑн вуланать. Унсӑр пуҫне Иван Яковлевич сахал мар юрӑпа, чылай сӑвӑпа усӑ курнӑ — вӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫа туллин кӑтартма пулӑшаҫҫӗ, вуланӑ май чӑн та ҫав тапхӑра лекнӗн туллин сӑнласа параҫҫӗ. Кӗнекене П. Сергеев художник илемлетнӗ.
Туянас шутлисем ӑна «СУМ» лавккара илме пултараҫҫӗ.
«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса кӗнеке кӑларасси пирки пӗлтӗрхи конкурсра мала тухнисене чысланӑ чухне пӗлтерсеччӗ.
Каланӑ сӑмаха пурнӑҫланӑ май хайлавсене пухма пуҫларӑмӑр. Пурӗ ҫӗре яхӑн хайлав пуҫтарӑнчӗ. Кӗнекен малтанлӑхи ячӗ (каярах, тен, улшӑнӗ) — «Ҫӑлтӑрлӑ ҫӑлкуҫ». Унта эпир унчченхи пекех вырӑн йышӑннӑ хайлавсене ҫеҫ мар, пичете юрӑхлисене пурне те кӗртрӗмӗр. Паллах, хӑшӗ-пӗрне юсама та, тен, тивӗ — ку ӗҫе майӗпен туса пырӑпӑр. Авторсем те хӑйсен ӗҫӗсене якатса парасса шанатпӑр (пире пӗлтерме ан манӑр!)
Яланхи пекех кӗнекене эпир ачасен ӳкерчӗкӗсемпе илемлетесшӗн — ун валли ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр (уйрӑм хыпарпа пӗлтерӗпӗр). Тивӗҫлӗ ӳкерчӗксем кӗнерере вырнаҫӗҫ.
Паян вара кӗнекене кӗртме палӑртнӑ хайлавсен йышне пӗлтеретпӗр:
«Хавал» обществӑлла пӗрлешӳ хатӗрленӗ «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке сутлӑха тухнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ илемлӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине ҫӑмӑллӑн та кӑсӑкланса вӗренме пулӑшӗ. Кӑларакансем ӑна вӗренӳ кӗнеки пек мар, хушма пособи евӗр палӑртаҫҫӗ.
«1000 те 1 сӑмаха» Александр (Аспарух) Блинов хатӗрленӗ. Редакторсен шутӗнче Геннадий Дегтярёвпа Эдуард Фомин чӗлхеҫӗсем. Ӳкерчӗксене Юлия Лутошкина ӑсталанӑ.
Кӗнеке 1001 тиражпа тухнӑ. Ӑна лавккасенче сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗнче ҫак кӗнекене 450 тенкӗпе сутаҫҫӗ. «СУМ» лавккара та вӑл пур — унти хакӗ 400 тенкӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче (Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ ҫумӗнче ӗҫлет) кӗнеке эрни уҫӑлчӗ. «Кӗнеке — лайӑх юлташ» утренник иртрӗ. Хӑнана, ачасем патне, Буратинӑпа Пӗлменскер пуканесем ҫитрӗҫ. Буратино ачасене тупмалли юмахсем пачӗ. Хӑнана, ачасем, кӗнеке ҫинчен ваттисен сӑмахӗсем, сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Буратино кӗнеке мӗнрен пулнине, ӑна кӑларма нумай ҫын кирлине каласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлерӗҫ.
Пӗлменскере телеграммӑсене салатса пама хаваспах килӗшрӗҫ. Буратино пӗтӗм ачасене вулавӑша хӑнана чӗнсе хӑварчӗ.
Кашни ҫулах пирӗн республикӑра Наци библиотеки ҫулталӑк кӗнекисене палӑртма конкурс ирттерет.
Акӑ, кӑҫалхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен 2011 ҫулта тухнӑ кӗнекесен конкурсӗ пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пырать. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене кӗнекепе туслаштарассине ӳстересси, вулани культурӑлӑхӑн чи кирлӗ пайӗ пулса тӑнине палӑртасси тата ытти те.
Конкурса хутшӑннӑ кӗнекесенчен чи нумай вуланаканнине тупса палӑртма ҫынсен сӗнӗвне шута илеҫҫӗ. Ҫапла вара «Чӑваш кӗнеки» — проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Асамлӑ йӗрке» — поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх вуланакан кӗнеке, «Детская Вселенная» — чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки. Кӗнеке вулакансем «Чи лайӑх вулакан» номинацире хаклавӗсемпе палӑрӗҫ. «Литературный эксперт» номинацире вара кӗнеке вуласа тухнӑ хыҫҫӑн чи лайӑх рецензи ҫыракансене ятран палӑртӗҫ.
Комсомольски районӗн вулавӑшӗсенче ӗҫлекенсем ӑмӑртура ҫӗнтернӗ кӗнекесемпе куравсем йӗркелӗҫ, вулав конференцийӗсем, тавлашусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫыракансемпе те тӗл пулӗҫ.
«Литературӑллӑ «Чӑваш Ен» конкурса хутшӑнакан кӗнекесем хушшинче ҫак тӑрӑх ентешӗн Г.
РФ вӗренӳ министерстви шкул ачисене вулама сӗнекен 100 кӗнеке йышне пӗлтернӗ. Шел те, вӗсем хушшинче чӑваш литератури валли вырӑн тупӑнман.
Вӗренӳ планне кӗмен хушма вулав кӗнекисен шутне, паллах, ытларах вырӑс литературине кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта ытти халӑх литератури те пур: Габдулла Тукай (юнӗпе вӑл чӑваш пулни пирки илтнех ӗнтӗ), Чингиз Айтматов, Муса Джалиль, Нодар Думбадзе, Максуд Ибрагимбеков тата ыттисем. Эпоссем те кӗнӗ: тӗрӗксен «Алпамышӗ», монголсен «Гэсэрӗ», грузинсен «Давид Сасунскийӗ», калмӑксен «Джангарӗ», карелсен «Калевали» тата ыттисем. Чӑвашсем валли вара темшӗн вырӑн тупӑнман. «Ирӗклӗ сӑмах» палӑртнӑ тӑрӑх, «Сказки народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен юмахӗсем) юмахсен пуххинче те чӑвашлисем ҫук иккен.
Мӗншӗн ҫук? Те эпир ытла вӑтанатпӑр хамӑр пирки пӗлтерме, те пирӗн культура министерстви хӑйӗн ӗҫне япӑх тӑвать. Тепер енчен ҫӗр кӗнеке вӑл нумаях мар, пирӗн халах хайлавӗсене те пӑхса тухнӑ пулӗ, анчах ыттисене пахарах шутланӑ пулин? Тепӗр енчен ҫак кӗнекесен йышӗ Раҫҫейри халӑхсен вырӑнӗ ӑҫта пулнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |