Чӑваш патшалӑх университечӗн типографийӗнчен «Ашмарин вулавӗсем» ӑслӑлӑх статйисен пуххи пичетленсе тухрӗ. Ӑна унверситет 40 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнекене пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ «Ашмарин вулавӗсем–5» ӑслӑлӑх конференцийӗн (2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсем) материалӗсем кӗнӗ.
Авторсем хушшинче: Р.Ш. Бердалиева (Х.А. Ясауи ячӗллӗ МКТУ , Туркестан х.), Ф.Г. Галлямов (Елабуга патшалӑх педагогика университечӗ, Елабуга х.), Ф.Ф. Гаффарова (ТР ӐА Г. Ибрагимов ячӗллӗ ИЯЛИ, Хусан х.), Й. Луутонен (Турку х. университет, Финлянди), А.С.Мельников (Ял хуҫалӑх машинисене кӑларма хатӗрлекен Ростов академийӗ, Дон-ҫинчи-Ростов х.), Г.Ф. Имаметдинова (Тӗмен патшалӑх университечӗ, Тӗмен х.), Ф.И. Тагирова (ТР ӐА Г. Ибрагимов ячӗллӗ ИЯЛИ, Хусан х.), Э.Н. Федорова (ХПУ, Хусан х.), В.С. Чураков (УрО РӐА Удмурти историпе чӗлхе тата литература институчӗ, Ижевск х.), Л.А. Янсаева (ХПУ, Хусан х.), Г.Н. Бояринова (Мари эл патшалӑх университечӗ, Йошкар-Ола х.), С.П. Манаева-Чеснокова (Н.К. Крупская ячӗллӗ МГПИ, Йошкар-Ола х.), Гото Масанори (Кобэ университечӗ, Япони), Т.И. Зайцева (Удмурти патшалӑх университечӗ, Ижевск х.
Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.
Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.
Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн тӗп конференц-пӳлӗменче «Чӑвашсен йывӑҫ эрешӗсем» ятлӑ кӗнекен кӑтармӑшӗ иртрӗ. Кӗнеке авторӗсем Геннадий Иванов-Орков тата Пётр Мазуркин ӑста.
Кӑтартмӑшра Чӑваш кӗнеке издательсвин тӗп редакторӗ кӗнеке ҫинчен ҫинчен каласа пачӗ. Кӗнекепе паллашма килнӗ хӑнасем Пётр Мазуркина парнесем пачӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Кӗнеке "Халӑх ӑстисен опычӗ" ярӑмра тухнӑ. Маларах ку ярӑмра Е. Жачевӑн "Чӑваш тӗрри" кӗнеке тухнӑччӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫак ярӑмрах В. Минеевӑн кӗнеки те тухӗ.
Паллах, кӗнекене кӗнеке лавккисенче туянма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |