Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.
«Асран кайми» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницӑллӑ ку ӗҫе Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял ӗҫченӗсене сума суса хатӗрленӗ. Ум сӑмахра (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен перлӗхӗн пайташӗ Гурий Дубров хатӗрленӗ) шӑпах унӑн историне кӗрсе юлнӑ паллӑ вырӑнсем, йӑх-тымарсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Асӑннӑ кӗнеке виҫӗ тӗп пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ «Туҫара — хӑнара» ятлӑ. Унта 2002 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Красноармейскинчи «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас премийӗн лауреачӗ Н. М. Никоноров) Анат Туҫана пысӑк концерт программипе ҫитсе килни ҫинчен туллин каласа панӑ. Ку ял — кӗнеке авторӗсенчен пӗрин, Юрий Анатольевич Перепелкинӑн — тӑван ялӗ. Унӑн аслашшӗ, Илларион Евдокимович — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, ашшӗ, Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивӗҫнӗ. Курав залӗнче халӑх лӑк тулли пулнӑ, красноармейскисен концертне ҫынсем пысӑк хак панӑ.
Иккӗмӗш пайӗ — «Аслисене асра тытса» ятлӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ Л.Г.Петрова хатӗрленӗ «Текст: тишкерӳ ыйтӑвӗсем, ӗҫсем» (Шупашкар: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ, 2011. — 143 с.) вӗренӳ кӗнеки пичетлесе кӑларчӗ. Унпа чӑваш шкулӗн 6-9 класӗсенче вӗренекенсем урокра, килте усӑ курма пултараҫҫӗ.
Текстсем содержанийӗпе, тӗп шухӑшӗпе нумай енлӗ — ҫынна хисеплеме, Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫут ҫанталӑка упрама т.ыт. те вӗрентеҫҫӗ.
Текстсем ҫумӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхи программипе мӗн вӗреннине аса илме, ҫирӗплетме, текст тӑвас пултарулӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Кӗнекене Институтӑн издательство центрӗнче туянма пулать. Хакӗ — 67 тенкӗ. Инҫетрисем ӑна «СУМ» лавкка урлӑ туянайраҫҫӗ — кунти хак 72 тенкӗ (почта урлӑ).
АВН | 15 |
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑтаел — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Унта 189 кил шутланса тӑрать. Ҫынсен шучӗ — 527. Ҫапах та ял историйӗ пуян. Кам кӑна ҫуралса ӳсмен пулӗ кунта! Нумай пулмасть Вӑтаел ялӗн кун-ҫулӗпе ҫыннисем пирки «Пӑла шывӗ хӗрринче» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ. Хатӗрлекенӗ — Вӑтаелте ҫуралса ӳснӗ Валентина Яковлева. Хальхи вӑхӑтра вӑл кӳршӗ ялта, Туҫара, ачасене пӗлӳ парать.
Кӗнекере кашни йӑх ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, ял историне тӗплӗн тишкернӗ. Вӑтаелти кашни ҫын унта хӑйне валли мӗн те интересли тупасса шанатпӑр!
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке, «Янавар юмахӗсем», пичетрен тухнӑ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн 8-мӗш томӗ.
«Янавар юмахӗсем» кӗнекере, ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ, чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ юмахсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пирӗн ума тискер кайӑксен — тилӗ, упа, кашкӑр, килти выльӑхсен — качака, сурӑх, кушак, йытӑ, тата ытти сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Пурӗ 250 яхӑн юмах. Ку таранччен янавар юмахӗсене ыттисемпе пӗрле пухса кӑларнӑ пулсан, хальхинче вӗсене уйрӑм кӗнекен хатӗрленӗ.
Тӗпрен илсен, юмахсене пухма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан алҫырусемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене 1000 экземплярпа кӑларнӑ.
Туянас текенсем ӑна СУМ лавккара илейреҫҫӗ — хакӗ 170 тенкӗ.
Трак Ен тӑрӑхӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан ывӑнма пӗлмен тата тараватлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ Антонина Герасимовна Львова 2009 ҫулта вулакансене хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине «Манӑҫми сӑнарсем» ятпа парнелерӗ. Кӑҫал вара унӑн иккӗмӗш пысӑк ӗҫӗ — «Сувар сӑмахӗ» кӗнеки 1 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курчӗ.
Ку хутӗнче А.Г. Львова халӑха хӑйӗн 1975—1995 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисемпе юррисене тата пурнӑҫ пирки шухӑшланисене сӗнет.
Сӑмах май, ӗҫчен те пултаруллӑскер, кӑҫалхи майӑн 5-мӗшӗнче 82 ҫул тултарчӗ. Вӑл шкулсенче ҫамрӑк ӑрӑва чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, чи маттуррисене явӑҫтарса кружок та йӗркеленӗ. Ялсен, шкулсен историне тӗпченӗ, вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленнӗ.
Ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑвӑ-юрӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтри паттӑрсемпе тылра вӑй хунӑ хӗрарӑмсен пурнӑҫӗпе таччӑн ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен автор хӑй те ҫав тапхӑрти йывӑрлӑха ялта тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ. Ҫавӑнпах пуль Антонина Герасимовнан ыттисене каласа памалли темӗн чухлех.
Кӗнекене мӗншӗн «Сувар сӑмахӗ» ят панӑ-ха? А.Г. Львова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, суварсем историлле ята ялан сӑвапланӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет.
Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп.
«Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.
Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.
Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.
Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем.
Германире нумай пулмасть Rhombos-Verlag издательствӑра (Берлин) «Аттилпа Кримкилте» эпос нимӗҫле тухнӑ. Унта ҫавӑн пекех оригиналлӑ чӑвашла текст та пур. Кӗнекене кӑларакансем ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑнсемпе илемлетме, нимӗҫ историкӗсен комментарийӗсемпе ӑнлантарӑвӗсене тата тишкерӗвӗсене вырнаҫтарма май тупнӑ.
Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — паллӑ нимӗҫ ҫыравҫи, историкӗ, политологӗ тата ҫулҫуревҫи Кай Элерс. Вӑл Раҫҫейри тата тухӑҫри ытти патшалӑхри халӑхӗсен историйӗсемпе хальхи пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнекесем кӑларассипе те паллӑ. Нимӗҫ ҫыравси Юхма Мишшипе, Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫипе тачӑ ҫыхӑну тытать, ҫак туслӑх кӗнекене кӑларма пулашнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |