Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӗнекесем

Эдисон Патмар ҫӗнӗ кӗнеке калӑпласа кӑларчӗ, тесе пӗлтерет Янкасҫӑсен пӗрлӗхӗ. Унӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен ҫырнисен пуххин 6-мӗш томӗ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути курчӗ. Автор кӗнеке умсӑмахӗнче ҫак шухӑша палӑртать: «Чӑвашла вырӑсла халӑх сӑмах кӗнекине кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ялӗсенче пулнӑ май (эпӗ 646 чӑваш ялӗнче пулса куртӑм тет вӑл) хам пӗлмен тата ӑнланман диалект сӑмахӗсене самай тӗл пултӑм. Вӗсем кӗнекесенче пачах ҫук иккен. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫре чӑваш ӑсчахӗсем кӑларнӑ сӑмахсарсемпе те анлӑн усӑ куртӑм».

Кӗнеке умсӑмахӗнче автор вулавҫӑсене илемлӗ, кӑсӑклӑ тата пуян чӑваш чӗлхине вӗренме чӗнсе калать; вӑл, тӑрӑшса вӗренсен, йывӑр маррине ӗнентерет.

 

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чи илемлӗ кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑмӑртура 2009-2010 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесене пӑхса тухнӑ. Хаклавҫӑсен (Ю.В. Викторовпа А.И. Мордвинова ӳнер тӗпчевҫисем, З.И. Чернова, Г.С. Самсонова, С.А. Бритвина, И.М. Амосова ӳнерҫӗсем) кӗнекисен дизайнне ҫак номинацисенче пӑхса тухмалла пулчӗ: илемлӗ литература, ача-пӑчасен литератури, ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литератури тата вӗренӳ литератури.

Ансат чӗлхеллӗ ӑслӑлӑх литературин номинацийӗнче чи илемли шутне Чӑваш кӗнеке издательстви 2009 ҫулта кӑларнӑ «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» кӗнекене кӗртрӗҫ.

Ку кӗнеке пысӑк хака иккӗмӗш хут тивӗҫет. Кӑҫал пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна Мускавра чи лайӑх кӗнеке шутне кӗртсе хисеплӗ дипомпа палӑртнӑччӗ. Ку кӗнеке Терентий Дверенина Чӑваш Республикин Патшалӑх премине илме те пулӑшрӗ, вӑл лауриат пулса тӑчӗ. Унсӑр пуҫне кӑҫал Мускавра унӑн куравӗ те иртнӗччӗ.

 

Хисеплӗ сайтҫӑсем! Хисеплӗ хӑнасем!

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӑшӗнче эпир хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулӗ! Пуҫламӑшӗ 13 сехет ҫурӑра!

Эсир ку кӗнекере 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсемпе паллашма пултаратӑр.

Кӗнеке кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Пӗр сехетре ӑна кӑларма май ҫук. Чӑн та лайӑх пултӑр тесе пирӗн чылай вӑй хума тиврӗ. Хӑтлава эпир хайлавсен авторӗсене тата ӑна кӑларма пулӑшнӑ пур ҫынна та чӗнетпӗр!

 

Вулавӑш адресӗ: Шупашкар хули, Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ, 3 ҫурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлӑ таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухмалла.

 

Паллӑ фольклорист Иван Анисимович Патмар ывӑлӗ Эдисон Патмар ашшӗнчен те иртсе кайрӗ теме пулать. Иртнӗ кунсенче вӑл хӑйӗн 132-мӗш кӗнекине пичетрен кӑларчӗ. Кӗнекене тав сӑмахӗсене, туйра каламалли пилсене, ача ҫуралсан ӑна ҫунӑ чух каламалли сӑмахсене, ҫар хӗсметне ӑсатнӑ чух каламалли пилсене, ваттисене асӑнса каламалли сӑмахсене, йӑла-йӗркери ытти савӑнӑҫлӑ уявсенче каламалли ырӑ сӑмахсемпе саламсене кӗртнӗ. Кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире 1000 экземплярпа пичетленнӗ.

Кам вӑл Эдисон Патмар? Нумайӑшӗ ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енри ялсенче пуринче те пулса курнӑ, тен, кашни ҫемьенех ҫитме тӗллев тытнӑ. Ҫапах та унӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑмӑр тулашӗнчи кашни чӑваш ялне ҫитсе курасси.

Вӑл 1972-1976 ҫулсенче Оренбург хулинче аслӑ ҫар пӗлӗвӗ илнӗ. 1979 ҫулта Кейӳ хулинче 10-мӗш ЦК УПСра вӗреннӗ. 2003 ҫулта ЧПУра Чӑваш филологи факультетне вӗренсе пӗтерне. 1997 ҫултанпа Раҫҫей пӗрлешӗвӗн ҫыравҫи, пӗтӗм тӗнчери баталистсемпе маринистсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Нестр Янкаспа Алексей Талвир ячӗллӗ премисен лауреачӗ.

Малалла...

 

Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки
Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки

Тӗрӗк чӗлхисен аслӑ ӑсти Николай Ашмарин академик 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» («Thesaurus linguae tschuvaschorum») пӗрремӗш кӗнекине Хусанта пичетленӗренпе юпа уйӑхӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.

Ҫак уява Хусанта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, шкул ачисем анлӑн паллӑ турӗҫ. Тӗпчевҫӗ ентешӗсем Етӗрне районӗнчи Ачакри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе учительсем Н.И. Ашмарин ячӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсем тӑрӑх экспедицине тухрӗҫ. Вӗсем «Сувар» хаҫат редакцийӗнчи ҫаврасӗтелте пулчӗҫ, унта таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн Председателӗ Виталий Станьял ертсе пынӑ ларура хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан чӑваш халӑх ӑсчахӗ, паллӑ таврапӗлӳҫӗ Василий Дедушкин кӑтартса ҫӳренипе Ар масарӗнче Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, К.Ф. Фукспа П.И. Талиев вилтӑприсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ, «Чебоксарская» урамӗнче тата Н.И. Ашмарин пурӑннӑ ҫуртра (М.

Малалла...

 

Кӗнеке пичӗ
Кӗнеке пичӗ

Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗхӗн правленийӗ тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем тӑрӑшнипе «Нестер Янкас пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Кӗнекене поэтӑн сӑввисемпе поэмисем, тӗрлӗ авторӑнне вырӑс чӗлхинчен чӑвашла куҫарнӑ сӑввисем, Нестер Янкас эпиграммисем, поэтӑн кӗвве хывнӑ сӑввисем, прозӑпа ҫырнӑ калавӗсем, пубицистика статйисем, ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Кунтах чӑваш поэчӗсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланӑ сӑвӑсем, поэт пурнӑҫӗпе пултарулӑхне хакланӑ тата тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясем вырӑн тупнӑ. Кӗнекере Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен те тӗплӗн ҫутатнӑ. Нестер Янкас ячӗллӗ Премине тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннисемпе коллективсен пӗтӗмӗшле ятлӑхне те панӑ.

Нестер Янкас еткерлӗхне пухас тӗлӗшпе тата кӗнекене пичете кӑларас тӗллевпе анлӑ редколлеги ӗҫленӗ. Вӗсем хушшинче ҫак юлташсен ячӗсене курма пулать: Алексеев О.

Малалла...

 

Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности
Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности

Кӑҫал, юпан 4-мӗшӗнче, сумлӑ ӑсчах, чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенсенчен пӗри, Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. Юбилея халалласа тӗрлӗ мероприятияесм иртрӗҫ, пулаҫҫӗ те. Кӑҫалах, 17 кӗнекеллӗ Чӑваш сӑмахӗсен пуххин 1-мӗш томӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗччӗ (ӑна чи малтан 1910 ҫулта пичетленӗ, кайран, 1928 ҫулта ҫӗнӗрен кӑларнӑ).

Ҫак икӗ датӑна халалласа 1995 ҫулта тухнӑ М.Р. Федотовӑн «Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности» кӗнекене сканерласа вырнаҫтарас терӗмӗр. Словаре кӑларас ӗҫ ҫӑмӑл пулманнине эпир пӗлетпӗр, анчах та ӗҫ-пуҫ чӑнласах епле пынине пӗтӗмӗшле пӗлекенни сахал. Ку кӗнекере вара Николай Иванович кун-ҫулӗн кукрисене лайӑх сӑнласа панӑ. Вӑл вӑхӑтри лару-тӑрупа та паллашма май пур.

 

Кӗнекене кунтан уҫласа илме май пур — ӑна pdf хурмӑпа калӑпланӑ, калӑпӑшӗ — 4Mb патнелле.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗн ҫурчӗ
Чӑваш наци вулавӑшӗн ҫурчӗ

Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшччен Чӑваш наци вулавӑшӗ «Кӗнеке парнеле» ятлӑ ыркӑмӑллӑх мероприятине ирттерет. Ку вӑхӑтра вулавӑш Раҫҫейри е тӗнчери хуть те мӗнле чӗлхеллӗ кӗнеке парнелесен те сире тав пулӗччӗ.

Кӗнекесене (сирӗн вуламан кӗнекесен пурах ӗнтӗ килте) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫ. (325 пӳлӗм шӑматкунпа вурсарникун пуҫсӑр 8-17 сехетччен ӗҫлет, 212 пӳлӗм — 17-20 сехетччен /вырсарникун — 18 сехетччен/).

 

Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

Кӗнекен тулли ячӗ — «Телей ҫӑлтӑрӗ — гимнази директорӗ». Автор унта Трак чӑваш-нимӗҫ гимнази директорӗн Г.И.Юлмасовӑн ӗҫӗ-хӗлне, 55 ҫулхи кун-ҫулне, ҫемйин аталанӑвне тата унӑн пурнӑҫри ҫитӗнӗвӗсене ҫутатса панӑ. Кӗнеке 50 экземплярпа «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ. Калӑпӑшӗ — 24 страница.

Кӗнеке ум сӑмахне автор хӑех ҫырнӑ. Унта ҫапла каланӑ:

«Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, ниепле майпа та хама икӗ «пиллӗклӗ» хӗрарӑм тесе калама пултараймастӑп. Йӑлтӑртатакан кӑвак куҫ, ӗҫ шухӑшлӑ сӑн-пит, пурнӑҫ йӗрӗсем вуҫех те ҫук. Таҫти никам пурӑнман утравра пурӑнатӑп тейӗн.

Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та, хама телейсӗр теес килмест. Юратнӑ мӑшӑр тaтa икӗ улӑп ывӑл пур. Вӗсене эпӗ юрататӑп. Вӗсем те мана алӑра йӑтса ҫӳреҫҫӗ.

Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та миме витӗр шкул ҫуртне куратӑп. Таса тa ҫутӑ классем, тӗлӗнмелле пултаруллӑ ӗҫтешсем, нумай-нумай ҫунатлӑ ачасем...»

Красноармейски район энциклопеди кӗнекинчен (автор ӑнлантарӑвӗпе): «Юлмасова Галина Илларионовна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулта 55 ҫул тултарать. Янкас шкулне 1970 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1972 ҫулта вӑтам пӗлӳ пӗтерни ҫинчен Красноармейски шкулӗнче аттестат илет.

Малалла...

 

Нумай пулмасть чӑваш кӗнеке издательствинче Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Вӑл — повеҫсемпе калавсен пуххи.

А.Павловская чылайранпа ҫыракан автор, унӑн хайлавӗсене вулакан яланах хапӑлласа йышӑнать. Мӗншӗн тесен вӑл ҫырса кӑтартакан харкамҫӑсем пурнӑҫран илнӗ пире ҫывӑх сӑнарсем, еӗсен шӑпи, кун-ҫулӗ, чун ыратӑвӗ юнашар ҫынӑнни евӗрех чуна хускатаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханатӑн, телейшӗн хӗпӗртетӗн.

Кӗнекене виҫӗ повеҫпе икӗ калав кӗнӗ.

«Раштав саламӗ» повеҫри Улькка валли пурнӑҫӗ хӑй ятарласа темӗнле тӗрӗслев хатӗрленӗ тейӗн: ачаллах тӑлӑха юлать, савнӑ мӑшӑрне Матвие ҫухатать. Ывӑлӗн те кун-ҫулӗ вӑхӑтсӑрах татӑлмалла пулса тухать. «Саланнӑ кӗлте» повесть те инкек-синкеклӗ вӗҫленет: тӗп сӑнарӗн Яков Васильевичӑн кил-йышӗ пӗтӗмпех арканать, пӗтет.

Кӗнекене эсир лавккасенче туянма пултаратӑр — хакӗ 99 тенкӗ кӑнаҫ.

 

Ҫыравҫӑ 1939 ҫулта кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Пӗчӗк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, [97], 98, 99, 100, 101
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем