Чылайӑшӗн килӗнче кивӗ (е ҫӗнни те) кӗнекесем ахалех тусан пуҫтарса выртни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри унта та кунта выртаканскерсене кӑмакана ывӑтма та именмест. Тӑхтӑр-ха! Ҫак хаклӑ тупрана мӗншӗн кӗллентерес? Килте кӗнеке нумай пухӑнчӗ-и? Эппин, ку пӗлтерӳ шӑпах сирӗн валли.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи вулавӑшсенче «Кӗнеке алӑран алла: пире тата кӗҫӗн ӑрӑва» акци пуҫланать. Вӑл Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Ӑна йӗркелекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене килте кирлӗ мар кӗнекесене вулавӑшсене парнелеме сӗнеҫҫӗ. Илемлӗ литература, ача-пӑча кӗнеки, энциклопеди, истори кӗнеки, чӑваш халахӗн этнографийӗ, аудиокӗнеке… Пӗтӗмпех йышӑнаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑх акцийӗ ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.04 10:39 | |
Ку ĕçĕ-пуçĕ çапларах пулĕ те, анчах та кайран çав кĕнекесенех вулавăшсем хăйсем макалатурăна памĕç-ши? Макалатурăна ăсатакан кĕнекесене эп хам пĕрре мар курса. |