Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Константин Иванов поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке пичетленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 23.12.2013 06:11 | 1890 хут пӑхнӑ
Культура

«Замечательные люди Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем») кӗнекесен ярӑмӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланнӑ — Чӑваш кӗнеке издательстви Юрий Артемьев паллӑ литературовед Константин Иванов поэт пурнӑҫӗ ҫинчен кӗнеке хатӗрлени пирки пӗлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чӑв. Константин Иванов: пурнӑҫӗ, шӑпи, вилӗмсӗрлӗхӗ) ят панӑскер вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн кун-ҫулне тӗплӗн уҫса парать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн пултарулӑхне тишкернӗ май Юрий Артемьев тӗнче культурипе ҫыхӑнтарса уҫса пама пӑхнӑ тесе хыпарланӑ издательство сайтӗнче. Кӗнекене хатӗрленӗ май автор архив хучӗсемпе, фактсемпе, хальхи вӑхӑтра пурӑнакансен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ.

Автор пирки каласан, вӑл — СССР писательсен союзӗн пайташӗ, критик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. 1941 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче, М. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподавательте ӗҫлекенскер вырӑс тата тӗнче литературин, халӗ вара вырӑс литературин кафедрине ертсе пырать.

«Замечательные люди Чувашии» ярӑм патне таврӑнсан, Константин Иванов пирки ҫырнӑ кӗнеке вунпӗрмӗш шутланать. Унччен Пётр Егоров архитектор, Элли Юрьев художник, Воробьев композиторсем, Иакинф Бичурин манах, чӑвашсен пӗрремӗш алфавичӗн авторӗ Иван Яковлев, Чӑваш Енӗн облаҫри ӗҫтӑвкомӗн пӗрремӗш председателӗ Даниил Элмен, Степан Максимов музыкант, Николай Никольский ӑсчах, Хӗрлӗ ҫарӑн дивизи пуҫлӑхӗ Василий Чапаев, Андриян Николаев космонавт ҫинчен пичетленнӗ.

#кӗнекесем, #Константин Иванов, #Канаш районӗ, #Сиккасси, #ЧПУ

 

Комментари:

Migulaj // 2084.00.6830
2013.12.24 00:53
Константин Ивановăн пурнăçĕ, шăпи, вилĕмсĕрлĕхĕ пирки ют чĕлхепе çырни Чăваш республикинче чăваш чĕлхи пĕтнине кăтармасть-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем