Чӑваш Енӗн кӗнеке палатине «Суды и судьи Чувашии 1917–2012 гг.» кӗнеке ҫитнӗ. Кӑларӑмӑн содержанине ятӗнченех тавҫӑрма май пур. Ӑна пин экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнеке авторӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн судйи Н.В. Яковлев иккен. «Ӑна Чӑваш Енӗн Аслӑ судне йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитнине халалланӑ, ку вӑл Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн энциклопедийӗн тӑсӑмӗ шутланать», — тесе пӗлтерет Кӗнеке палати.
Кӗнекере архив материалӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе тата ытти документлӑ материалпа самай усӑ курнӑ иккен.
Судсем пирки каласа паракан кӑларӑмсене, сӑмах май, унччен те пичетленӗ-мӗн-ха. 2006 ҫулта, акӑ, «Они служили провосудию» кун ҫути курнӑ, ҫав ҫулах «Верховный суд Чувашской Республики, годы, события, лица», «Суд, прокуратура, милиция Козловского района» ятлисем пичетленнӗ. Виҫӗ ҫул каялла Чӑваш енӗн Аслӑ сучӗ пирки энциклопеди кӑларнӑ.
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.09 17:21 | |
Судсем пирки — ют чĕлхепе черетлĕ кĕнеке. Чăваш чĕлхин комиссийĕ çакна асăрхамасть пулĕ? | |
Игорь Сайман // 1777.40.3881
2013.07.09 18:04 | |
Çак кĕнекере республикăри судсенче ЧĂВАШ ЧĔЛХИ еплерех вырăн йышăннине çырса кăтартнă-ши? | |
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.09 19:59 | |
Ку, ют чĕлхепе çырнă кĕнеке, Чăваш республикинчи судсенче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине пĕлтерет. Чăваш чĕлхин комиссийĕ - ячĕшĕн çеç пулмалла. | |
Игорь Сайман // 3009.78.8342
2013.07.09 21:52 | |
Çеçпĕл Мишши юстици пайне ертсе пынă чухне судсенчи чĕлхе ыйтăвне хускатнă. | |
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.10 16:59 | |
Эпĕ ăнланмарăм - ку кĕнеке Çеçпĕл Мишшипе хăш енчен çыхăннă вара? | |
Agabazar // 9273.0.9356
2013.07.11 20:20 | |
Вăт-вăт, прокурорсем те çапла шутлаççĕ! Çеçпĕл Мишши чăваш автономийĕн пĕрремĕш прокурорĕ, апла пулин те Чăваш Ен прокурорĕсем ăна пит аса илесшĕнех мар! |