«Вӑрнар районӗн энциклопедийӗ» кӗнекен иккӗмӗш пайне кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗше 2005 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ тӗле тухнӑ.
Иккӗмӗш пайне тепӗр юбилей валли — вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле — кӑларасшӑн. Энциклопедин пӗрремӗш пайне Вӑрнар поселокӗн хисеплӗ ҫынни Воля Иванов тата РФ Ҫыравҫисен перлӗхӗн пайташӗ Михаил Васильев (вӑл райхаҫат редакторӗ те пулнӑ) хатӗрленӗ. Вӗсемех иккӗмӗш кӗнекепе ӗҫлеҫҫӗ.
Воля Иванов депутатсене, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Текста наборлакан ҫынна та укҫа тӳлемелле-ҫке. Пӗтӗм расхута шута илсен, Воля Иванов палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедин иккӗмӗш пайне кӑлармашкӑн 500 пине яхӑн укҫа кирлӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче — РФ Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗн Светлана Гордеевӑн «Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеки.
Светлана Гордеева иртнӗ кӗркунне вӑрманта уҫӑлса ҫӳренӗ, кӑмпа шыранӑ. Ҫав вӑхӑтра сӑвӑ йӗркисем ҫуралнӑ. Ҫапла майпа поэт вӑрмантан кӑмпапа ҫеҫ мар, сӑвӑсемпе те таврӑннӑ.
Светлана Гордеевӑна ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма ашшӗ ача чухнех вӗрентнӗ-мӗн. Ашшӗ кӑмпаҫӑ пулнӑ. «Хальхи ачасем кӑмпасене паллаҫҫӗ-и?» Поэта ҫак ыйту канӑҫсӑрлантарнӑ. Ҫавӑнпах кӑмпасем пирки кӗнеке кӑларма шухӑшланӑ.
Ҫӗнӗ кӗнеке ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасем пирки каласа кӑтартать. Автор ӳкерчӗксене те хӑйех хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксем хӑйне евӗр. Хурӑн кӑмпи ав мунчара хурӑн милӗкӗпе ҫапӑнать.
«Карҫинккари кӑмпасем» кӗнеке икӗ чӗлхепе тухнӑ: вырӑсла тата чӑвашла. Ӑна вырӑсларан чӑвашла Валерий Кошкин поэт куҫарнӑ.
ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ.
Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ.
Республика кунӗ тӗлне Чӑваш кӗнеке издательстви «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, докмуенты и материалы» ятап ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ. Унӑн авторӗ — Сергей Щербаков. Кӑларӑма кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑшӑн вӑл хальхи вӑхӑтри ӳнер ӗҫченӗсене А.А. Трофимовпа М.Г. Кондратьев ӑслӑлӑх докторӗсене, истори ӑслӑлӑхӗсен докторне В.Н. Клементьева, республикӑн Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсене тав тӑвать тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Пин тиражпа кӑларнӑ кӗнеке республикӑн патшалӑх символӗсемпе — гербпа, ялавпа, гимнпа — паллаштарнӑ. Этнокультура символикине патшалӑх шайне кӑларас тесе чӑвашсем самай ҫине тӑнӑ. 1920-мӗш ҫулсен ҫурринче патшалӑх символне чӑвашлӑх сӗмне кӑштах кӗртме май килнӗ. Анчах иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче чӑвашлӑх сӗмне вӗсенчен пуҫӗпех кӑларса пӑрахнӑ. Ҫапла вара 1937-мӗш ҫултан тытӑнса 1992-мӗшчен Чӑваш Енӗн символӗ герб тата РСФСР ялавӗ ҫине чӑвашла «Чӑваш АССРӗ» тата «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем пӗрлешӗр» тесе чӑвашла ҫырнипех ҫырлахса пурӑнма тивнӗ.
Кӗнекене епле хатӗрлени тӑрӑх та вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать-мӗн.
Чӑваш кӗнеке издательстви «2013 ҫулхи чи лайӑх кӗнекесем» конкурса хутшӑнса Валентина Иванова журналистӑн «Андриян Николаев: орбиты космические и земные» кӗнекине тӑратнӑ. Нумаях пулмасть лауреатсемпе номинатсене чысланӑ. Чӑваш кӗнеке издательствине РФ Патшалӑх Думин Национальноҫсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн Тав ҫырӑвӗпе чыслама йышӑннӑ.
Конкурса ҫӗршывӑн 31 регионӗнчи 171 издательствӑн 548 кӑларӑмне тӑратнине тата унта 5 ют ҫӗршыври кӗнеке кӑларакансем те хутшӑннине шута илсен чӑвашсемшӗн ку хисеп чыслӑ. Хаклав пирӗн кӗнеке издательствине ӳлӗмрен те хавхаланса ӗҫлеме вӑй-хал памалла.
Чӑваш кӗнеке издательстви шкул ачисем хушшинче «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» ятлӑ конкурс ирттерчӗ. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ номинаципе ӑмӑртрӗҫ: кӗнеке тӑрӑх хаклав ҫырасси, ӳкересси, эссе, хӑй тӗллӗн кӗнеке ӑсталасси. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫулне кура палӑртнӑ: кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ ҫулхисем. Кашни номинацире пӗрер ҫӗнтерӳҫӗ, унсӑр пуҫне темиҫе лауреат, ачасен ертӳҫисене чылайӑшне Тав хучӗпе палӑртнӑ. Конкурса республикӑри пур районтан та, унсӑр пуҫне Самартан, Тутар Республикинчи Пӑваран тата Ҫарӑмсан районӗсенчи ачасем те хутшӑннӑ. Пурӗ 365 ӗҫ.
Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ иртрӗ. Библиотека залне хутшӑнакансен кӗнекисемпе тата ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсене пӑхсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн: мӗн чухлӗ ӑста пулас художник ҫитӗнет Чӑваш Республикинче! Ӗҫсем пӗри тепринчен хитререх! Хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем те чуна илӗртеҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси (ертӳҫи Людмила Жукова), Хусанушкӑнь (ертӳҫи Светлана Яруткина) тата Штанаш (ертӳҫисем Галина Зотова тата Марина Чучакова) шкулӗсен вӗренекенӗсем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ: хӑй ӑсталанӑ кӗнеке тата писатель кӗнеки тӑрӑх ӳкерчӗк хатӗрленӗ.
Паян 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче турккӑ чӗлхеҫисен — Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсойӑн — ӑслӑлӑх кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин кӗнеке палати, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ тата ыттисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Хӑтлавра турккӑ ӑсчахӗсемпе те паллашма май пулчӗ.
Мероприятие институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Лев Пантелеймонович Кураков, Виталий Петрович Иванов, Николай Егорович Егоров, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Валерий Туркай, Юрий Сементер тата ыттисем пулчӗҫ. Паллах, Турцирен килнӗ хӑнасем те сӑмах каларӗҫ — Эмине Йылмаз та, Фейзи Эрсой та хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑлмач пулӑшӑвӗсӗр чӑвашла паллаштарчӗҫ.
Мероприятире турккӑсемпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли пирки, чӑваш чӗлхине лайӑхрах тӗпчемелли пирки сӑмах хускатрӗҫ. Турккӑ ӑсчахӗсем пирӗн чӗлхене епле тӗпчени пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче турккӑ поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарма пуҫлани пирки пӗлтерчӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртсен, тен, кӗнекен те кӑларма май пулӗ терӗ.
Шупашкарта турккӑ ӑсчахӗсен Эмине Йылмазӑн тата Фейзи Эрсоян чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ кӗнекисене хӑтлама палӑртнӑ. Мероприятие ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче 15 сехетре ирттерме шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Эмине Йылмаз (качча кайнӑ хыҫҫӑн унӑн хушамачӗ Джейлан пулса тӑнӑ) — паллӑ турккӑ тӗпчевҫи. Доктор кандидатне вӑл чӑваш чӗлхин историлле фонетики темӑпа хӳтӗленӗ. Хӑтлава унӑн «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Ses Bilgisi» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле фонетики) тата «Ҫuvaşҫa Ҫok Zamanlı Morfoloji» (чӑв. Чӑваш чӗлхин историлле морфологийӗ) кӗнекисене кӑларӗҫ. Унӑн «Ҫuvaş Atasözleri ve Deyimleri» (чӑв. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшӗсем) чӑваш сӑмахлӑхӗпе те паллашма май килӗ. Турцире ун пек кӗнекене пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ иккен. Йылмаз турккӑлла Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспине» те куҫарнӑ. Хӑтлава пыракансем унпа та паллашайӗҫ.
Фейзи Эрсоя «Турккӑпа монголсен чӗлхе ҫыхӑнӑвӗсем тата чӑваш чӗлхи» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Ӗҫе вӑл икӗ ҫул каялла уйрӑм кӗнекен кун ҫути кӑтартнӑ. 2010 ҫулта турккӑла пичетленнӗ чӑваш чӗлхин грамматикипе те, Улӑп-паттӑрсем ҫинчен каласа кӑтартаканнипе те паллашма май туса парӗҫ.
Нумаях пулмасть Питӗр хулинчи Наци литературисен вулавӑшӗнче кӑсӑклӑ каҫ иртнӗ. Унта Дина Гаврилова (унӑн чӑн ячӗ Надежда Григоренко иккен) ҫыравҫӑн хӑйӗн кӗнекисем пирки калса кӑтартнӑ, пултарулӑхри ӑнӑҫсемпе паллаштарнӑ. Дина калавсемпе шӳтлӗ хайлавсем ҫырать-мӗн.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хаваслӑ лару-тӑрура иртнӗ. Унта Питӗртен пурӑнакан тӗрлӗ ӑрури чӑвашсем пухӑннӑ. Красноярскра ҫуралнӑ эстони хӗрарӑмӗ, хӑйӗнпе Вера тесе паллаштарнӑскер те унта пулнӑ-мӗн.
Дина Гаврилова пирки каласан, вӑл Пушкӑртстанри пысӑках мар чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫырма иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тытӑннӑ. Малтан ҫывӑх ҫынсем валли шӑрҫаланӑ. Калавсен шучӗ йышланса кайсан кӗнекене пухса кӑларнӑ. Паянхи кун тӗлне вӑл виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартма ӗлкӗрнӗ.
Уява «Парне» ансамблӗн чӑвашла юррисем тӑснӑ. Гурий Жачев ятлӑ ҫамрӑк фортепианӑпа каланӑ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун умӗн шӑпарлансене парнепе савӑнтарнӑ. Делегаци Кӳкеҫри тӳрленмелли интернат шкула ҫитнӗ.
Пушӑ алӑпа мар. Уяв умӗн организаци ертӳлӗхӗ ҫак шкулти ачасене кӗнекесемпе журналсем парнелеме шухӑшланӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑри шкулсенче вӗренӳ вӗҫленнӗ кун, «Хыпар» делегацийӗ ҫула тухнӑ.
«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов тата социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова ачасем умӗнче тухса калаҫнӑ, кӗнеке ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Интернат шкул директорӗ Сергей Савкин тата педагогсем кӗтмен парнешӗн савӑнса хӑнасене тав тунӑ. Ҫак кун Кӳкеҫри интернат шкул вулавӑшӗ 300 кӗнекепе пуянланнӑ.
Сӑнсем (33)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |