Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин археологин картти» кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.
«Чӑваш Республикин археологи картти» ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски – паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле.
Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ.
Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ.
Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ.
Марина Карягина 3 ҫул каялла тухнӑ хӑйӗн кӗнекине «Ылтӑн панулми» ят панӑ. Нумаях пулмасть ӑна вырӑсла кӑларнӑ. Унта калавсем, юмахсем кӗнӗ.
Хӑтлав ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ. 3 ҫул каялла чӑвашла тухнӑ кӗнекепе Шупашкарти 62-мӗш шкулти ачасем паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем хӑйсем те калавсем ҫырма тытӑннӑ.
Марина Карягинӑн калавӗсемпе юмахӗсем ачасене ҫывӑх. Унти сӑнарсем илӗртеҫҫӗ. Автор хӑйне телейлисен йышне кӗртет. Ара, вӑл кун пек майпа хӑйӗн ачалӑхне сыхласа хӑварнӑ-ҫке-ха.
Кӗнеке куҫаруҫисем Ирина Митта тата Зоя Романова оригинал текста сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Елена Енькка ӳнерҫӗ те тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Шел те, халӗ ачасем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракан сахал. Марина Карягина хӑйӗн калавӗсемпе ӗҫтешӗсене хавхалантарасса шанать. Ҫӗнӗ кӗнекене Марфа Трубина премине тивӗҫ тесе хаклаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ял вулавӑшне асӑннӑ ялта пурӑнакансем кӗнеке параҫҫӗ. Ырӑ кӑмӑлшӑн вӗсене вулавӑшра ӗҫлекенсем тав туса ҫитереймеҫҫӗ. Хавасланнӑскерсем ку утӑм пирки «чун ыйтни, парнелекенӗн ырӑ кӑмӑлӗ» тесе хаклаҫҫӗ.
Енӗш Нӑрвашри вулавӑша Порфирьевсем — Тамара Максимовнӑпа Николай Петрович — кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекесене вулавӑша ҫитерме Андрей Михайлов ятлӑ ял ҫынни пулӑшнӑ. Мӗн тесен те нумай парнеленӗ-ҫке лешсем — 150 кӗнеке ытла.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Пӗчӗккисен азбуки» сӑрламалли кӗнеке кӑларнӑ.
Чӑвашла ҫав азбукӑн авторӗсен, Нина Чернован, Элла Атласкинан, Светлана Захарован, шучӗпе пиллӗкри ачасен шкула каяс умӗн вӑй-хал, психологи, ӑс-тӑн енчен хатӗрленмелле. Ал айӗнче аталанмалли кӗнекесем пулсан питӗ лайӑх. Аталантармалли вӑйӑсемпе пӗрлех усӑллӑ кӗнекесем кирлӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекере чӑваш алфавитӗнчи кашни саспалли валли уйрӑм страница уйӑрнӑ. Хаваслӑ та асра юлмалли сӑвӑсем, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, тупмалли юмахсем, предложенисемпе хӑнӑхтарусем илсе кӑтартнӑ. Ӳкерчӗксем ҫинче та саспаллисене кирлӗ тӗспе ӳкерме пулать.
Кӗнекери саспаллисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн теттесене, тӗрлӗ ҫимӗҫе, пахчаҫимӗҫе, килти чӗрчуна, кайӑк-кӗшӗке, ҫырлана, йывӑҫа кирлӗ сӑрламаллине пӑхса хӑварнӑ. 4 пин тиражпа кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑм кӗҫӗн класра вӗренекенсемшӗн те вырӑнлӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӗнеке художникӗ — А.В. Семенова.
ЧР Наци вулавӑшӗнче православи кӗнекин «Радонеж» центрӗ уҫӑлнӑ. Вулакансем халӗ пине яхӑн кӗнекепе, дискпа паллашма пултараҫҫӗ. Фонда пухмашкӑн священниксем тата «Православи пуҫарӑвӗ» конкурс гранчӗ пулӑшнӑ.
Ку раритетсене — ҫырусене — перчетке тӑхӑнса ҫеҫ тытма пулать. Темиҫе ҫӗр ҫул усӑ курнӑ ҫырусене куҫ пек упрамалла вӗт. Наци вулавӑшӗнчен центр валли 200 кӗнеке суйланӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана православи кӗнекипе ҫывӑхлатасшӑн. Центр хӑйӗн вулаканне тупатех. «Радонеж» валли литература пухмашкӑн чиркӳ ҫыннисем те пулӑшнӑ. Вӗсене центр уҫӑлнӑ уява чӗннӗ.
Максим Курленко иерей фонд майӗпен пысӑкланасса иккӗленмест. Центра Христос ҫуралнӑ храмӑн настоятелӗ Сергий Пушков протоиерей нумай кӗнеке парнеленӗ. Шупашкарти арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн манахӗсем те чылай пулӑшнӑ.
Грант пулӑшнипе вулавӑш 100 пин тенкӗлӗх православи кӗнеки туяннӑ. Православи литературин центрӗн алӑкӗ кашнин валлиех уҫӑ.
«Шухӑшлава палӑртакан тата ӗмӗрӗн талпӑнӑвне палӑртакан евӗр асра юлнӑ поэт», — тесе ҫырнӑ республикӑн Культура министерстви ку хыпара пӗлтернӗ май.
Чӑн та, Ухсай Яккӑвӗ пиркиех ку. 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелейпей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑскерӗн хайлавӗсем вилӗмӗсӗр.
Ухсай Яккӑвне ача-пӑча ҫыравҫи евӗр те, литература критикӗ пек те, публицист тесе те халӑхра пӗлеҫҫӗ. Пушкӑрт чӑвашӗ 1940 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ. Унӑнӑ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» сӑввине аслӑрах ҫулхисем ҫӗрле тӑратса лартсан та пӑхмасӑр каласа параяҫҫӗ-тӗр. Е тата «Кӗпук мучи» поэмӑна кам пӗлмест-ши!
Ҫӗнӗ кӗнекене 1941 ҫулта ҫырнӑ «Тутимӗр» трагедии, 1952 ҫулта хайланӑ «Ту урлӑ ҫул» сӑвӑлла роман, 1939 ҫулхи «Ӑраскаллӑ драма» пьеса кӗнӗ. Вӗсене автор орфографине ылмаштармасӑр пичетленӗ. Кӑларӑма сӑвӑҫӑн хӗрӗ Ольга Ухсай пухнӑ. Поэтӑн ҫырнисен 6-мӗш пуххине 2 пин экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене Владимир Гончаров художник илемлетнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Шкулти чӑваш тӗрри» ятлӑ. Алӗҫне хӑнӑхма пуҫланисене пулӑшакан кӗнеке авторӗсем — Е.Н.Жачева тата А.А.Ефимова.
Чӑваш тӗррине вӗреннӗ чухне шкулти педагогсен тата ача пахчинчи воспитательсен, кружок ертӳҫисен чылай ыйту сиксе тухать. Чылай шкулти кружока ӳнер тӗлӗшӗнчен ятарлӑ пӗлӳ илсен технологи вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Ҫак кӗнеке шӑпах вӗсене пулӑшма пултарать.
Кӗнекере авторсем Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси шкулӗнчи кӗҫӗн классен, Канашри 5-мӗш шкулти вӑтам тата аслӑ классен, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн студенчӗсен алӗҫӗсемпе усӑ курнӑ.
Кӗнеке 5 пин тиражпа тухнӑ. Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать.
Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлева ӳнерӗн епле кӑна тӗсӗнче кӑтартман-ши?! Ун пирки кино та ӳкернӗ, спектакль те лартнӑ, литература хайлавӗсем те ҫырнӑ, юрӑсем те хайланӑ, ӳнер искусствинче те ӑна манман. Халӗ вара ҫавсене пухнӑ кӗнеке-альбом кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Кӑларӑм ячӗ — «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве».
Ҫӗнӗ кӗнекене хатӗрлекенӗ — Юрий Викторов искусствовед. Яковлева искусствӑн тӗрлӗ тӗсӗнче сӑнарланӑ самантсем шутӗнче 1948 ҫул хыҫҫӑнхисем кӗнекере уйрӑм пай йышӑнаҫҫӗ темелле. Кӗнеке авторӗ ӳнер «яковлевиани» епле ҫуралнине, аталаннине, тарӑнланса пынине кӑтартса парать.
Ӗҫе кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑшӑн кӗнеке авторӗ М.Г. Кондратьева, Чӑваш наци музейне, Чӑваш патшалӑх художество музейне, И.Я. Яковлевпа унӑн шкулӗн историйӗн патшалӑх музейӗне, Чӗмӗпӗрти В.И. Ленин ячӗллӗ облаҫ вулавӑшне, Чӑваш патшалӑх университечӗн И.Н. Ульянов тата И.Я. Яковлев музейӗсене, Н.Г. Краснов яковлевоведа тата ыттисене тав тунӑ.
Финн тымарӗллӗ швед журналисчӗ Калле Книивиля кӑларнӑ Putins Folk («Народ Путина») кӗнекене Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗни хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн сайт хыпарланӑччӗ-ха. Ҫав пичет кӑларӑмӗ Финляндире халӗ сумлӑ премие тивӗҫнӗ иккен.
Кӗнеке авторӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӗршыри пилӗк хулана ҫитсе ҫаврӑннӑ, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере те пулнӑ. Ҫак хуласенче вӑл Путина хапӑл тӑвакан Раҫҫей ҫыннисен шӑпӑрт пурӑнакан пысӑк пайӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен.
Книивиля «Раҫҫей ҫыннисен самай пайне мӗншӗн ватӑ КГБшник ҫав тери килӗшнине» пӗлесшӗн пулнӑ-мӗн.
«Эпӗ Владимир Путина хӗрсе кайса сума сӑвакансене тӗл пулатӑп тесе шухӑшланӑччӗ. Ун пеккисем те пулчӗҫ. Анчах чылайӑшӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленипе тата хӑйне тӗкӗнменнипе те ҫырлахать», — тенӗ журналист.
Асӑннӑ кӗнеке авторӗ хӑйӗн тепӗр ӗҫне Крымри пулӑмсене халалласшӑн иккен. Ӑна та вӑл ҫурутрав ҫинче пурӑнакан ахаль ҫынсемпе калаҫни тӑрӑх хатӗрлесшӗн-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |