Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Эдисон Патмарӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2015 19:19 | 1494 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Эдисон Патмар хатӗрлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекене хӑтларӗҫ. Унӑн ячӗ — «Я песчинка… Я травинка… Я дуб!». Унта нумай пулмасть 60 ҫул тултарнӑ ҫыравҫӑн, таврапӗлӳҫӗн, хастарӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Автобиографилле кӗнеке темелле ӑна.

Виҫӗ пайран тӑракан кӗнеке ачалӑх кунӗсенчен пуҫланать. Унта автор ача вӑхӑтӗнчи ҫулӗсене аса илнӗ, унпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе паллаштарнӑ. «Я песчинка...» пай вара автор Ӗремпур училищине вӗренме кӗнипе вӗҫленет.

«Я травинка...» пайра автор ҫар училищинче иртнӗ вӑхӑта, хӗсметрине ҫырса кӑтартнӑ. Вӗлӗмрен хӑтӑлни те пулнӑ Эдисон Патмар пурнӑҫӗнче.

Виҫҫӗмӗш пайӗ вара саппаса тухнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлать. Кунта вара унӑн хальхи ӗҫӗ ҫырӑннӑ: ашшӗн — Иван Патмарӑн — килти архивне пичетлесе кӑларасси, ҫӗнӗ материалсем пухма тулай чӑвашсем патне ҫӳрени, кӑларнӑ кӗнекесене халӑх патне ҫитересси тата ытти те.

Патмар Эдисон Иванович 1955 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑвви «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра 1970 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ. Эдисон Патмар пурӗ 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Паллӑраххисем: «Ан ятлаҫ», «Ҫул хуҫи», «Манӑн ял курӑкӗсем», «Халӑх сӑмахлӑхӗ Патмарсен пуххинче» (8 том). Хальхи вӑхӑтра автор халӑх сӑмахлӑхӗн пуххин 9-мӗш томӗпе ӗҫлет. Вӑл вырӑсла-чӑвашла сӑмахсар пулмалла. Аса илтерер, чӑвашла-вырӑсли 6-мӗш томра пичетленнӗ.

#наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем, #кӗнекесем, #юбилейсем, #хӑтлавсем, #Яманак, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем