Чылайӑшӗн килӗнче кивӗ (е ҫӗнни те) кӗнекесем ахалех тусан пуҫтарса выртни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри унта та кунта выртаканскерсене кӑмакана ывӑтма та именмест. Тӑхтӑр-ха! Ҫак хаклӑ тупрана мӗншӗн кӗллентерес? Килте кӗнеке нумай пухӑнчӗ-и? Эппин, ку пӗлтерӳ шӑпах сирӗн валли.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи вулавӑшсенче «Кӗнеке алӑран алла: пире тата кӗҫӗн ӑрӑва» акци пуҫланать. Вӑл Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Ӑна йӗркелекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене килте кирлӗ мар кӗнекесене вулавӑшсене парнелеме сӗнеҫҫӗ. Илемлӗ литература, ача-пӑча кӗнеки, энциклопеди, истори кӗнеки, чӑваш халахӗн этнографийӗ, аудиокӗнеке… Пӗтӗмпех йышӑнаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑх акцийӗ ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрлехи ӗҫе вӗҫленӗ: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» иккӗмӗш томӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш том 2011 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта А-ран пуҫласа И саспаллирен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кенекере Й-К саспаллисенчен тытӑнаканнисем кӗнӗ.
Кӗнекере чӑваш сӑмахӗсен семантики пирки те информаци пур. Ҫавӑн пекех сӑмахсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхне ӑнлантарнӑ. Авторсем сӑмахсен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑнлантарӑвне илсе кӑтартнӑ, вӗсемпе илемлӗ литературӑра, публицистикӑра, фольклорта усӑ курнӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Издательство сайтӗнчи аннотацире каланӑ тӑрӑх, «словаре Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи лексикинче пулнӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн» хатӗрленӗ.
Ҫичӗ томлӑ словаре литературӑра тата калаҫу чӗлхинче усӑ куракан 100 пине яхӑн чӑваш сӑмахӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗртме палӑртнӑ.
Иккӗмӗш тома эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр — хакӗ 200 тенкӗ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.
Эдисон Патмар ҫыравҫӑ, фольклорист пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче черетлӗ кӗнекине хӑтлаттарать. Вӑл — ашшӗпе ывӑлӗн, Иванпа Эдисон Патмарсен, вунӑ томлӑ фольклор пуххисен саккӑрмӗш кӗнеки.
Пӗлменнисене пӗлтерер: Эдисон Патмар — чылай ҫул ӗнтӗ чӑваш фольклорне пухать. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» кӗнекере вӑл этемлӗхӗн черченкӗ ҫуррийӗ экономикӑн тӗрлӗ сферинче, ҫав шутра ӑслӑлӑхпа ӳнерте, епле тӳпе хывнине уҫса парать тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви. Ҫӗнӗ кӑларӑмра фольклор материалӗ те, хӗрарӑмӑн пурнӑҫри вырӑнӗ пирки ӑслӑ ҫынсем каланӑ шухӑшсем те вырӑн тупнӑ-мӗн.
«Чӑваш Енӗн кайӑкӗсем. 1-мӗш кӗнеке» ятпа ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Орнитологсем ку ӗҫпе сахал мар тӑрӑшнӑ. Унӑн авторӗсенчен пӗрне, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан Александр Яковлева илес тӗк, миҫе ҫул ӗнтӗ вӑл ҫунатлӑ туссене тӗпчет! Ӑнланнӑ тӑрӑх, ытти автор та ҫавӑн йышши ҫынах. Вӗсем — Раҫҫейӗн кайӑксене сыхлакан союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пайташӗсем Л.Н. Воронов, О.В. Глушенков, Г.Н. Исаков, Е.В. Осмелкин, В.А. Яковлев тата маларах асӑннӑ Саша Яковлев.
Кӗнекене кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпех орнитологсен ӗмӗтӗнче пулнӑ-мӗн. Халӗ вара «Сӑрҫум» заповедник пулӑшнипе вӑл кун ҫути курнӑ темелле. Авторсем В.А. Зубакин тата И.И. Рахимов хаклавҫӑсене те тав тӑваҫҫӗ.
Кайӑксене ӑслӑлӑх енчен тӗпчесе кӑларнӑ кӗнеке Чӑвашра халиччен пулман иккен. Халӗ хастарсем тепӗр томсем валли материалсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ ҫерҫи маррисен отрядне кӗрекеннисене пӗтӗҫтерӗ, кайран ҫерҫи йышшисем патне те ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра кӗнекен хӑтлавне ирттересшӗн.
Ку Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн арҫынсем валли чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта Наци музейӗнче Раҫҫей ШӖМӗн офицерӗсем пирки хатӗрленӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл «Преодоление» (чӑв. «Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерни») ятлӑ.
Кӗнеке офицерсем пирки каласа кӑтартать. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра ятарлӑ операцисенче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн строя ҫӗнӗрен тӑмашкӑн вӑй-хал ҫитернӗ. Кӗнеке авторӗ — Паттӑрлӑх Орденӗн кавалерӗ Николай Петелин. Вӑл хӑ те ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чечняна командировкӑна 27 хут кайнӑ. Николай Петелин кӗнеке ҫырас тӗллевпе материалсене 3 ҫул пухнӑ. 11 офицер кӗнеке геройӗсем пулса тӑнӑ. Кашниех — паттӑр, кашнинченех тӗслӗх илме пулать.
Николай Петелин ҫакнакшал ҫынсемпе калаҫни савӑнӑс кӳнине палӑртать.
— Санӑн пӑтӑрмахусем вӗсеннипе танлаштарсан ниме те тӑманнине ӑнланатӑн. Ҫын урине ҫухатсан та малалла пурӑнать: авланать, ача-пӑча ҫуратса ӳстерет. Вӑл — упӑшка, пичче, ывӑл, ҫар ҫынни. Санпа ҫума-ҫумӑн ҫакнашкал ҫынсем ӗҫленӗшӗн мӑнаҫланма тытӑнатӑн, — тенӗ Николай Петелин.
Республикӑра Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахмарӗҫ. Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗн ача-пӑча уйрӑмӗнче те ҫак кунсенче 2012-мӗш ҫулта ачасем валли пичетленнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ республикӑри халӑх ытларах кӑмӑлланӑ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ кӗнекене тупса палӑртасси. Ӑна валли ятарласа «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке) конкурс йӗркеленӗ.
«Ача-пӑча тӗнчи» курава 30-а яхӑн 2012-мӗш ҫулта пичетленнӗ тӗрлӗ автор кӗнеки кӗнӗ. Ача-пӑча уйрӑмӗнчи Олимпиада-2014 тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ кӗнеке-журнал куравӗпе та вулакансем хаваспах паллашаҫҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Орфографи словарьне тепӗр хут пичетлесе кӑларасшӑн иккен. Кунашкал сас-хура пирӗн пата ҫитнӗ хыҫҫӑн эпир чи малтанах издательство сайтне кӗрсе пӑхрӑмӑр — унта вӑл кӗнеке 2014 ҫулхи планра тӑни курӑнмарӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Алексеев Валерий Николаевич патне шӑнкӑравласа ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн Ю.М. Виноградов хатӗрленӗ кӗнекене чӑнах та плана хушни пирки пӗлтерчӗ. Ӑна вӗренӳ министерстви ярса панӑ план тӑрӑх кӗртнӗ пулать.
«Чӑваш чӗлхин орфографи словарӗ» унччен 2002 ҫулта 3 000 тиражпа тухнӑччӗ. Сӑмахсар материалӗсене А.А. Алексеев пухса хатӗрленӗ, И.П. Павловпа Ю.М. Виноградов ӑслӑлӑх редакторӗсем пулнӑ. Реценҫӑсен йышӗнче Л.П. Сергеевпа П.Я. Яковлев чӗлхеҫӗсем, Юрий Сементер сӑвӑҫ тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев пулнӑ. Унта пурӗ 40 пине яхӑн сӑмахпа сӑмах майлашӑвӗ кӗнӗ. Ҫав ҫулах, 2002 ҫулта, авторта Виноградовпа арӑмӗ тӑракан тепӗр словарь тухнӑ — ӑна вӗренӳ институчӗ кӑларнӑ. Шӑп та ҫак кӗнекене тӗпе хурса ӗнтӗ хальхи словаре кун ҫути кӑтартасшӑн та.
Аса илтеретпӗр: нумай пулмасть ЧНК Ваттисен канашӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов патне ҫырупа тухнӑ, унта вӗсем хальхи орфографине (уйрӑм ҫырассине) пӑрахӑҫласа малтанхи патне таврӑнма ыйтса ҫырнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тутар поэзийӗн анталогине чӑвашла куҫарнӑ. «Тутар поэзийӗн кӑшӑлӗ» ят панӑ сӑвӑ пуххине ыран Наци вулавӑшӗнче хӑтлӗҫ.
Анталогине тутарсен 123 поэчӗн хайлавӗ кӗнӗ иккен. Ҫав ятсен шутӗнче Габдулла Тукай, Дердменд, Муса Джалиль, Хасан Туфан ячӗсене асӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат кӗнекере вӑтам ӗмӗрте тӗрӗк чӗлхипе ҫырнӑ Кул Гали пӑлхар поэчӗ та вырӑн тупнине асӑрханӑ.
Хӑтлава Тутарстанӑн Писательсен союзӗн председателӗ Рафис Курбанов, асӑннӑ республикӑри чӑваш поэчӗ Евгений Турхан, Ренат Харис тутар поэчӗ хутшӑнмалла.
Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ.
Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки.
Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |