Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.09.2015 14:23 | 1532 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.

Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.

Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.

Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман. Хӑш-пӗр материал ҫук.

Виталий Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, энциклопедире йӑнӑш нумай. «Уҫҫӑн каласан, ку энциклопеди мар, черновик ҫеҫ», — тенӗ вӑл.

#Улатӑр, #энциклопедисем, #культура, #кӗнекесем, #Шупашкар, #Ҫӗмӗрле, #Пӑрачкав районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #Элӗк районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем