Ӗнер ЧР Наци вулавӑшӗнче белорус литературин никӗслевҫин тата классикӗн Янка Купалӑн ҫуралнӑ кунне халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна Наци вулавӑшӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд йӗркеленӗ.
Унта литературӑпа ӳнер деятелӗсем, ҫыравҫӑн пултарулӑхне юратакансем пухӑннӑ. Валери Туркай Беларуҫра пулса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл унта «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» Пӗтӗм тӗнчери литераторсен сипозиумне хутшӑннӑ. Валерий Владимирович хӑнасене ҫӗнӗ куҫарусемпе - белорус авторӗсен хайлавӗсемпе – паллаштарнӑ. Ҫав шутра Янка Купалӑнне те чӑвашла куҫарнӑ.
Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Виктор Овчаров, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев критик 1973 ҫулта Чӑваш Енре иртнӗ Беларуҫри литературӑпа музыка кунӗсене аса илнӗ.
Палартмалла: Янка Купалӑн куҫарӑвӗсем пирӗн пичетре 1930-мӗш ҫулсенчех пулнӑ. Вӑл пӗр вӑхӑт Шупашкарта пурӑннӑ, чылай ҫыравҫӑпа паллашнӑ, Николай Шелепипе, Ҫемен Элкерпа туслӑ пулнӑ.
Литература каҫне хутшӑнаканесм Чӑваш Енре чӑваш-беларуҫ туслӑхӗн обществине йӗркелеме сӗннӗ. Каласа хӑвармалла: литература каҫӗнче Янка Купалӑн тата белоруссен ытти поэчӗн сӑввисем чӑвашла, вырӑсла, белорусла янӑранӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 14 ҫулти Никита Борисов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкарти уйрӑмӗ тата Дмитрий Медведевӑн йышӑну пӳлӗмӗ умне пикета пӗччченех тухнӑ.
7-мӗш класра вӗренекен арҫын ача амӑшӗпе мӗн ҫуралнӑранпах 6 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать-мӗн. Вӗсем пурӑнмалли условисене лайӑхлатмашкӑн черете тӑнӑ, анчах вӑл ниепле те шумасть. Хула администрацийӗ вӗсене ҫурт памашкӑн май ҫуккине каланӑ.
4 уйӑх каялла Никита Алена Аршинова патне ҫырӳ ҫырнӑ. Анчах депутат ӑна йышӑнма хирӗҫленӗ, ҫырӑвне илнӗ. Право хӳтӗлевҫи ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: ача Навальный енче пулни Аршиновӑна килӗшмест имӗш.
Никитӑсен пӳлӗмӗнчех тепӗр кӳршӗ пурӑнать. Вӑл эпилепсипе чирлӗ. Никита ун валли васкавлӑ медпулӑшу пӗрре мар чӗннӗ. Амӑшӗ Ирина Борисова кӳрши чирлӗ пулнӑран вӗсене пушшех те урӑх кӗтес уйӑрса памалла тесе шухӑшлать.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Никитӑна КПРФ митингӗнче тытса чарнӑ. Вӑл унта «Взятка» хаҫат валеҫнӗ. Хаҫатра вӗсем пӗчӗк пӳлӗмре хӗсӗнсе пурӑнни пирки статья тухнӑ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти кӳлмекре ларакан «Одис-отель» пирки калаҫнӑ. 12 ҫул каялла хута яма пуҫланӑскер паянхи кун та хула сӑн-сӑпатне илемсӗрлетет.
«Ҫитес ҫул Шупашкар 550 ҫул тултарнине федераци шайӗнче уявлатпӑр. Ун валли ҫав здание туса пӗтермелле е ишсе антармалла. Вӑл пирӗн хулан архитектура илемне ан пӑстӑр», - тенӗ Михаил Васильевич.
Сӑмах май, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков отеле Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ тӗле хута ярасси пирки каланӑччӗ. Килес ҫул валли ниепле те ӗлкӗреймеҫҫӗ имӗш. Каярахпа сити-менеджер здание 2022 ҫулта хута ярасси пирки каланӑ (ун чухне канашлура Михаил Игнатьев пулман).
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти ача пахчисенче апатлану хакӗ ӳснӗ. Ҫавна май ачасен рационне улӑштарнӑ.
Менюна мӗн кӗртмелли пирки ашшӗ-амӑшӗнчен ыйтса пӗлнӗ. Вӗсем какай, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ытларах кӗртме сӗннӗ. Ҫапла майпа рациона чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ плов, ӗне какайӗнчен хатӗрленӗ гуляш, ҫӗрулмипе пӑшӑхланӑ аш, тефтелипе рис, фрикаделькипе пӗҫернӗ яшка хушма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ачасене груша, банан парӗҫ.
Аса илтерер: ача ушкӑна 12 сехет ҫурет пулсан халӗ 115 тенкӗ (91 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 5 сехетлӗ ушкӑнсенче - 54 тенкӗ (45 тенкӗ пулнӑ).
Шупашкарти Ленин район администрацийӗ нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявӗ умӗн ҫемьесене паян, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, саванӑҫлӑ мероприятие чӗннӗ.
Алексей Георгиевичпа Зоя Петровна Печниковсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вениамин Аверкиевичпа Римма Алексеевна Аверкиевсем пӗрлешнӗренпе вара 55 ҫул ҫитнӗ. Валентин Егоровичпа Мария Ивановна Пеньковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Сумлӑ мӑшӑрсене ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Вязов тата Игнатий преосвященнейший саламланӑ.
Ҫак кун ҫамрӑксем, Александр Кочетовпа Екатерина Михайлова, ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсене те ҫак уявпа саламланӑ.
Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.
Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.
Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерне юсама пулӑшни – ырӑ йӑла. Халӗ мэри виҫӗ ветеранӑн килне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Ҫак тӗллевпе хула хыснинчен 500 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫе утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Уйӑрнӑ укҫапа Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх тата Ленин проспектӗнчи икӗ хваттере (80 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ) юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Унта обой ҫыпӑҫтарӗҫ, плинтуссем ҫапӗҫ, балкон тата чӳрече блокӗсене улӑштарӗҫ.
Мусоргский урамӗнчи харпӑр ҫуртра вара 406,5 пин тенкӗпе тӑррине тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Шупашкарта арҫын хӑйне малалла талпӑнакан усламҫӑ пек кӑтартса ҫынсенчен укҫа кивҫен илнӗ. Вӑл расписка та ҫырнӑ-ха, автомойкине залога хӑварни пирки каланӑ. Анчах хайхискер пӗр эрнерен йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Халӗ ӑна приставсем шыраҫҫӗ.
Арҫын 28 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Приставсем вӑл Гремячево поселокӗнчи коттеджра пытанса пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр уйӑх ӗнтӗ вӗсем унта пыраҫҫӗ, анчах шала иртеймеҫҫӗ: хуняшшӗпе хунямӑшӗ кӗртмеҫҫӗ. Ҫитменнине, картишӗнче алабай йӑхӗнчи йытӑсем ҫӳреҫҫӗ, ют ҫынна курсанах хамлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи суд приставӗсем ҫав коттеджа тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫав арҫын унта пурӑнни пирки, ӑна машинипе коттедж патӗнче курни ҫинчен сас-хура ҫитнӗ-мӗн. Тӑванӗсем тӗлӗшпе вара протокол ҫырнӑ. Ара, вӗсем приставсене ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ вӗт. Парӑмҫа ШӖМ те, патшалӑх автоинспекцийӗ те шырама пулӑшать.
Паян Кӳкеҫре ача нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче ача ӳкнӗ. Инкек каҫхи 16 сехет тӗлӗнче район центрӗнчи ҫӗнӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хӗрача виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ.
Ача амӑшӗпе тата ашшӗпе пурӑнать. Ӳкнӗ ача — шкул ҫулӗсенче. Анчах вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗрех теҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӳрече патне шикленмесӗрех пынӑ-ши?.. Инкек вӑхӑтӗнче аслисем килте пулнипе пулманнине уҫӑмлатма май килмерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗччӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ.
Шупашкарти ЗАГСра электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку мел клиентсене кирлӗ специалистсем патне лекме пулашать.
«Кам юлашки? Эпӗ сирӗн хыҫҫӑн», - ҫакнашкалли урӑх пулмасса Шупашкар хула администрацийӗ шантарать. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ ЗАГСра малашне электронлӑ черет ӗҫлӗ.
Клиент тытӑмра хӑйне кирлӗ патшалӑх пулӑшӑвне суйлӗ, вара ӑна кирлӗ ҫын патне ярӗҫ. ЗАГСра ҫавӑн пекех мӑшӑрланмашкӑн та электронлӑ майпа черете тӑма май пур. Ят улӑштарас килсен, свидетельство е справка кирлӗ пулсан та электронлӑ черет пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |