Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ кӑна – Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 6 тӗслӗхе шута илнӗ ӗнтӗ. Телее, ҫын вилнӗ тӗслӗх ҫук.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Халӗ ҫанталӑк ҫӗленсене ӗрчемешкӗн лайӑх. Вӗсене вӑрмансенче, пӗве, юханшыв хӗрринче кӑна мар, хулара та, тӗслӗхрен, Шупашкарти кӳлмекре, тӗл пулма май пур. Пирӗн тӑрӑхра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ пур, вӑл – хура ҫӗлен. Унӑн наркӑмӑшӗ питех вӑйлӑ мар, анчах ӑна пула вӑйлӑ аллерги пуҫланас хӑрушлӑх пур».
Ҫӗлен сӑхсан мӗн тумалла? Часрах пульницӑна илсе ҫитермелле е васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Шар курнӑ ҫынна питӗ хӑвӑрт пулӑшмалла.
Ку эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 22 ҫулти ҫамрӑк ҫухални пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫырчӗҫ. Ӑна полици шыранӑ.
Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, паян Василий Архиповӑн виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ҫак факта ҫирӗплетет. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман, ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, судпа-медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ.
Каччӑн сывламан кӗлеткине «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинчи ҫырмара тупнӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне тӑвакансене пуш уйӑхӗнчен подрядчик ӗҫ укҫи тӳлемест. Рабочисем забастовкӑна тухнӑ.
«Ака уйӑхӗнче пире шалу тӳлемен. Пуш уйӑхӗшӗн ҫуррине панӑ, кун хыҫҫӑн шантарса ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫемьесем пур. Пирӗн мӗнле пурӑнмалла?» - тенӗ рабочи «Про Город» корреспондентне.
Паян 20 ытла ҫын ӗҫе тухман, забастовка тунӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫапах ӗҫе пикеннӗ. Сӑмах май, кӗпере Мускаври «Пеликсер» тулли мар яваплӑ общество тӑвать.
Ҫынсене укҫа хӑҫан парассине подрядчик татӑклӑн калаймасть. Ҫакна вӑл федераци укҫи ҫуккипе сӑлтавлать.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн хӗрӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ.
Шкул ачи халӑх тетелӗнче экзаменсен хатӗр хуравӗсене сутни пирки вуласа пӗлнӗ. Анчах вӗсене илес тесен хупӑ ушкӑна укҫалла кӗмелле пулнӑ. Куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме ыйтнӑ.
Хайхискер палламан ҫынсене укҫана куҫарса панӑ. Кунпа та лӑпланман ултавҫӑсем, тӗрлӗ сӑлтав тупса каллех укҫа куҫарттарнӑ. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 64 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Апла пулин те хӗр хупӑ ушкӑна кӗрсе экзаменсен хуравӗсемпе паллашайман.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Шупашкарти Модӑсен ҫуртӗнчи кафене тата каҫзи клуба хупма йышӑннӑ.
Шупашкар прокуратури Модӑсен ҫуртӗнчи «Паблик паб» клуба тата «Дровишки» пиццерие хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе килӗшсе тӑмалла ӗҫсем пурнӑҫласан заведенисене ҫӗнӗрен уҫма чармӗҫ.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Модӑсен ҫуртӗнчи кафере ҫулӑм хыпса илнӗччӗ. Унти ҫынсене васкаса урама кӑларнӑччӗ, пушара алхасма паманччӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсав пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗччӗ.
Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкулти 7-мӗш «а» класра вӗренекен ачасем «Заповедные острова России» (чӑв. Раҫҫейӗн заповедниклӑ утравӗсем) конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Заповедники» (чӑв. Заповедниксем) центр тата «Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен организацийӗ кӑҫалхи ака-ҫу уйӑхӗсенче пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ирттернӗ.
«Маттур ачасем. «Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнеки» проектпа ӗҫлени сая каймарӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Яковлев орнитолог тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкарти ачасен ӗҫӗ «Творчество во благо заповедных островов» (чӑв. Заповедник утравӗсемшӗн тӑрӑшни) номинацире ҫӗнтернӗ. Проект ертӳҫисем — эпир маларах асӑннӑ А.А. Яковлев тата З.В. Максимовӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен «Океан» уйлӑхра канӗҫ.
Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти 15 маршруткӑн ҫулӗ улшӑнать, 18-шне вара пачах пӑрахӑҫлаҫҫӗ. Хула администрацийӗ вӗсен списокне пичетленӗ.
Постановленипе килӗшӳллӗн, кӑсал раштавран пуҫласа 15 автобус маршручӗ улшӑнӗ. Вӗсен йышне 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршруткӑсем кӗнӗ. Пачах пӑрахӑҫлама палӑртнисен йышӗнче вара ҫаксем: 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65.
Халӗ ҫынсене илсе ҫӳрессипе ӗҫлекен усламҫӑсене илсе ҫӳремелли свидетельствӑсене тата маршрутӑн ҫӗнӗ карттисене параҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук.
Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Телее, пӗчӗкскер пӗрремӗш хутран аялалла чӑмнӑ. 2 ҫулти шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницинче стационарта выртать.
Ҫапла, ҫанталӑк шӑрӑхланнӑ май ҫынсем чӳречесене москитлӑ сетка караҫҫӗ. Вӑл вара ачашӑн питӗ хӑрушӑ. Пӗчӗкскер ун ҫине туянса тухса ӳкме пултарать.
Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Романова ку енӗпе тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Уйрӑмах – нумайх хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен.
Чӑваш Енре ача-пӑчан следж-хоккей ушкӑнне (чӑвашларах каласан, ҫуна ҫинчи хоккей) йӗркеленӗ. Ӑна «Атӑл» ят панӑ. Ун пек ушкӑн пирӗн республикӑра халиччен пулман.
Следж-хоккей ушкӑнӗ ҫинчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайтӑшӗсемпе ӗнер ирттернӗ канашлура спорт министрӗ Сергей Шелтуков каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта следж-хоккей ушкӑнне йӗркелеме Ача-пӑча следж-хоккей лигипе Еленӑпа Геннадий Тимченкосен ыр кӑмӑллӑх фончӗн пӗрлехи проекчӗ май панӑ. Шӑпах ҫав проектпа килӗшӳллӗн ятарлӑ оборудовани, кирлӗ хатӗр-хӗтӗр уйӑрнӑ. Ушкӑна пуҫарма укҫа та панӑ.
Следж-хоккей ушкӑнӗсем хальлӗхе пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр регионта ҫеҫ. Чӑваш Енри команда Шупашкарти спортпа хӑнӑхтару шкулӗнче ӗҫлет. Унта утас, ура ҫинче тӑрас енпе хавшак ачасене, 7 ҫултан пуҫласа 18 ҫул таранчченхисене, йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |