Паян Шупашкарти Элкер урамӗнче ачасен ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн балансӗ ҫинче пулӗ. Академи ҫуртӗнче малтан Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ вырнаҫнӑ. Тата маларах вара ача пахчи пулнӑ.
Ача-пӑча академине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Ӑна-кӑна питех чухламан ачасем унран вӑл хӑш студине вырнаҫасшӑнни пирки чупса пырса ыйтнӑ. Республика ертӳҫи пӗчӗкскерсене кӳрентермен. Питех ыйтсан ҫырӑнма хирӗҫ мар тесе хуравланӑ.
Паян уҫӑлнӑ академире тӗрлӗ студи ӗҫлӗ. Тӗслӗхрен, хореографи ӑсталӑхне, бал ташшине хӑнӑхма май килӗ. Инженери, конструктор енӗпе те пултарулӑха аталантарма пулӑшӗҫ. Унтах — ал ӗҫ шкулӗсем.
Ӳнер академине уҫма 52 млн тенке хӑн уйӑрнӑ, вӗренӳ класӗсемпе залӗсене уҫма — тепӗр 13 миллион тенкӗ.
Паян Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Кадет корпусне тата Кадет паркне 180 волонтер ӗҫе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем тата влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем пур. Пулас кадетсен ашшӗ-амӑшӗ те, пурӗ 70 ҫын, шӑматкунлӑха хутшӑнать.
Строительство объектӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Генподрядчика, «Старко» тулли мар яваплӑ обществӑна тата унӑн пуҫлӑхне Андрей Александрова, паян каллех хытах ятланӑ. Ӳпкевӗ строительство организацийӗ хӑй ӗнер шантарнине паян пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ. Алӑксене тата кухня оборудованине вырнаҫтарма тытӑнмалла пулнӑ, анчах ӗҫе пуҫӑнман.
Кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме шантарнине те строительсем пурнӑҫламан.
Пулӑшма волонтерсене чӗннӗ те, анчах пӳлӗмсене тата чӳречесене ҫума шыв та пулман — ӑна кӳршӗллӗ ҫуртсенчен илсе пыма тивнӗ. Элтепер ятланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ цистернӑпа кӳрсе килнӗ. Пулӑшакансене ӗҫ хатӗрӗсемпе те туллин тивӗҫтермен.
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
ЧР Арбитраж судне налук службин регионти управленийӗнчен заявлени ҫитнӗ. Унта «Чӑвашпичете» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Хаҫат-журнал сутакан компани 2 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен.
Ӗҫе хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха. «Чӑвашпичет» тӗлӗшпе Арбитраж судне пӗтӗмпе 15 тавӑҫ ҫитнӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ӑна аренда килӗшӗвне пӑхӑнманран панкрута кӑларасшӑн. Чӑннипе, компание 2000 ҫултанпах панкрута кӑларма хӑтланаҫҫӗ.
«Чӑвашпичете» панкрута кӑларсан ҫынсем хаҫат-журнала ӑҫтан туянӗҫ? «Советская Чувашия» киоскӗсене е «Раҫҫей почтин» уйрӑмне утма тивӗ. Тепӗр тесен, «Чӑвашпичетре» ахаль те хаҫат-журнал сутлӑхра сахал. Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗ унта сутлӑха пама пӑрахнӑ. Чӑваш хаҫат-журналне почта уйрӑмӗнче е редакцире туянма май пур.
Кӑҫал Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн 18 тата 19-мӗшӗсенче паллӑ тӑвӗ. Уяв программи пуян, унпа паллашас килет тӗк ҫак каҫӑпа усӑ курӑр: https://afisha.cheb.ru/topics.php?type=2&shownews=230426.
Уяв кунӗсенче Шупашкарта халӑх лӑк туллиех. Хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче мероприятисем, ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗрлечченех пырать. Ҫавна май ҫынсене киле ҫитме меллӗ пултӑр тесе троллейбуссене ҫур ҫӗрччен ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Филиппов транспортпа тивӗҫтерессипе ӗҫлекен пай ертӳҫине Андрей Васильева пассажир транспорчӗн ӗҫне йӗркелеме хушнӑ.
Аса илтерер: уява Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килӗ. Концерт ҫурлан 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енри 31 вӗрентекене ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсене лайӑх хатӗрленӗшӗн хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе 3 миллион та 550 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Вӗсен вӗрентекенӗсем ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ, призер ячӗсене тивӗҫнӗ.
Ача пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ тӑк вӗрентекене 250 пин тенкӗ преми парӗҫ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсемшӗн 150-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Призера икӗ вӗрентекен хатӗрленӗ пулсан вӗсене 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Кӑҫал Шупашарти 5-мӗш гимнази педагогӗн Айрат Юрьевич Савинӑн (вӑл историпе обществознани предмечӗсене вӗрентет) вӗренекенӗ ҫеҫ олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 21 ача призер ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Ленин район сучӗ сутуҫӑна явап тыттарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗнче ӗҫленӗ 23 ҫулти сутуҫӑ хӑйӗн пӗлӗшӗсене пулӑшас тесе ята кӗнӗ.
Тӳресем тата тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен пулса иртнӗ. 30 ҫулхи пӗлӗшӗ (ӑна хӗрӗхри паллаканӗ сӗннӗ) ыйтнипе ҫамрӑк сутуҫӑ карас ҫыхӑнӑвӗн тытӑмӗнчи информацие копи туса илнӗ. Ҫавӑнта абонент ӑҫта, хӑҫан шӑнкӑравланине тата ҫав ҫын патне кам тата хӑҫан шӑнкӑравланине кӑтартакан информаци пулнӑ. Хӗре лешсем ахаль туман — тав сӑмахӗ вырӑнне укҫа тӳленӗ.
Правӑна пӑснӑ ӗҫшӗн хӗре ик ҫуллӑха ирӗкрен хупмасӑр хӑтарнӑ. Унӑн ҫулти паллаканне 11 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, виҫҫӗмӗшне — ҫулталӑклӑха ӗҫлеттермелле.
Шупашкарта ҫӗкленекен Кадет корпусӗнче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче унта шӑматкунлӑх иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Нимелле ӗҫлессине ыранччен кӗтмен. Паянах унта 100 волонтер ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемсӗр пуҫне 350 рабочи тимлет. Кадет корпусӗ тавралли территорие хӑтлӑх кӗртме тухнисем хушшинче Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗн студенчӗсем те пур. Вӗсем паян 50 ҫын таран пухӑнса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем нимене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсемшӗн вӑл — хӑйне евӗр практика. Тепӗр енчен — Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ стройкӑна тӳпе хывни. Чӑваш ялӗсенче мӗн авалтан нимелле ӗҫленӗ. Ырӑ йӑла манӑҫманни паха.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) Ҫынсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫынсене йышӑнӗҫ.
Халӑха тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа пӗрле йышӑнасси, уполномоченнӑйӑн аппаратӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗрсе пырать. Ҫынсен ыйтӑвӗсене нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн прокуратурин тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле хуравланӑ.
Ыранхи йышӑну вӑхӑчӗ 15 сехетре пуҫланса 17 сехетчен пырӗ. Унта лекес тесен 8 (8352) 62-33-80 телефонпа шӑнкӑравласа маларах ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Уполномоченнӑйпа министр сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |