Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем икӗ ҫынна ҫӑлнӑ. 18 сехет те 37 минутра Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан ачан алли диван хушшине хӗсӗнсе ларни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗкскерӗн аллине хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ адреспа вырнаҫнӑ ҫурта пӗр тӑхтамасӑр ҫитнӗ. Вӗсем ачан аллине диван хушшинчен кӑларнӑ.
Тепрехинче ҫӑлавҫӑсем арҫынна пулӑшма васканӑ. Дементьев урамӗнче пурӑнаканскер алӑк уҫма ыйтнӑ. Шалта хӗрарӑм пулнӑ, вӑл пӗр талӑк шӑнкӑравласан та тытман. Ҫӑлавҫӑсем «Умелец» наборӗ пулӑшнипе алӑка уҫнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм тӗпелте урайӗнче выртнӑ. Ӑна тӑма пулӑшнӑ.
Шупашкарти строительство материалӗсен савутӗнче ӗнер ирхине арҫын виллине асӑрханӑ. Пӑтӑрмах ирхи ҫичӗ сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Погрузчикпа кирпӗч хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна асӑрхасан ӗҫтешӗ погрузчика айккинелле куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл 56-ри арҫын инкеке лекнине пӗлтерсе васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗннӗ. Анчах шурӑ халатлисем погрузчик водителӗ вилнине ҫеҫ ҫирӗплетейнӗ...
Савутра ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫын вилсе выртнин тӗп-тӗрӗс сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерсе палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тарӑх, водитель погрузчика чарнӑ, анчах транспорта хускалса каймалла мар режим ҫине лартман-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хуҫи руль умӗнчен тӑрсан погрузчик хускалса кайса арҫынна хӗссе хума пултарнӑ.
«Кӑмӑлсӑрланмалли ҫинчен. Пӗи икӗ кун каялла 5-мӗш гимнази патӗнчи чарӑнура хӗрача тӑратчӗ. Троллейбус рулӗ умӗнчи каччӑ чарӑнура ашшӗ-амӑшӗн виҫӗ машини ларнине кура сурчӗ те чарӑнмасӑрах иртсе кайрӗ. Хӗрача троллейбус енне алӑ тӑсса тӑрса юлчӗ. Паян вара ҫул-йӗр инспекторӗсен патрулӗ чарӑнура ларакан икӗ джип патӗнчен иртсе кайрӗ. @gibdd121-па пӗрле эпӗ ку ыйту вӗҫне тухӑпах. Анчах ашшӗ-амӑшӗпе мӗн тумалла? Вӑл шкулта пирӗн пуласлӑх вӗренет вӗт...», — тесе ҫырнӑ Инстаграмра Альберт Ильин журналист.
Кунта сӑмах Шупашкарти 5-мӗш гимнази умӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать. Ачи-пӑчине шкула ӑсатма тата илме пыракан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен машинине чарӑнура лартса хӑвараҫҫӗ-мӗн. Транспорт вырӑн йышӑнса тухнине пула троллейбуссене чарма хӗсӗнсе юлать иккен.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн пӗр каҫхине ҫав хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Тем вӑрҫи тухнӑ-ҫке, харкашаканскере лӑплантарма пуҫланӑ хӗрне кӳренсе хӗрӗнкӗ амӑшӗ ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Хӑратмалла сулкалашман вӑл — мӑйран яшлаттарнӑ. Тепре те сулса янӑ-ха, анчах хӗрарӑмӑн упӑшки хӳтте кӗнӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынна вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Анчах арҫын арҫынах, ҫӗҫҫе вӑл туртса илейнӗ.
Тӗпчевҫӗсем ку пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хӗрне йывӑр суранлатнӑ, упӑшкине вӗлерессипе хӑратнӑ хӗрарӑм шӑпине суд татса парӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тата каялла общество транспорчӗпе каймашкӑн билет хаклӑрах пулӗ. Маршрутка ҫинче хака 1 тенкӗ ӳстересшӗн, ҫапла майпа вӑл 26 тенкӗпе танлашӗ. ЕТКпа тӳлесен – 25 тенкӗ.
Автобус ҫинче вара хак 22 тенкӗ пулӗ, ЕТКпа – 21 тенкӗ. Проезднойсен хакӗ те кӑштах ӳсӗ.
Юлашки хутчен ку тарифсене 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче хӑпартнӑ. Хаксене кӑҫал ӳстерӗҫ. Анчах хальлӗхе ку хӑҫан пуласси паллӑ мар.
Аса илтерер: ЧР Транспорт министерстви тата мэри Ҫӗнӗ Шупашкар маршруткисен шӑпине татса парасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ 5 автобус маршрутне хӑварма сӗнет. Транспорт министерствине вара ку шухӑш килӗшмест.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци иртет. Кӑҫалхипе ӑна улттӑмӗш хут йӗркелӗҫ.
Пурне те акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Кун валли штендер хатӗрлемелле, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне ҫирӗплетмелле. Вӗсене «Листок», «Антей-Сервис», «Гранит» типографисенче пичетлеме май пур. Сӑнӳкерчӗке штендер-полк.рф сайтра та хӑвӑр тӗллӗн хатӗрлеетӗр.
Пурне те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 12 сехет тӗлне Наци вулавӑшӗ умӗнчи скверта кӗтеҫҫӗ. Унта патриотлӑх концерчӗ иртӗ. Акцие хутшӑнакан чи пӗчӗк ачасене «Вилӗмсер полк» эмблемӑллӑ ялав парӗҫ.
«Вилӗмсӗр полк» вулавӑш умӗнчен Хӗрлӗ тӳреме ҫитӗ. Сӑмах май, «Георги хӑйӑвӗ» акци кӑҫал акан 24-мӗшӗнче пуҫланӗ.
Роскачество Раҫҫейри аккредитациленӗ чи лайӑх ултӑ сӑнав центрӗнче, ҫав шутра Роспотребнадзорпа Росстандарт лабораторийӗсем, ҫӑкӑр тӗрӗсленӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче Киров, Чулхула, Ӗрнепур, Пенза, Самара, Сарӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Пушкӑрт, Мӑкшӑ, Тутар, Удмурт, Чӑваш республикисенчи, Пермь крайӗнчи суту-илӳ маркӑллӑ 33 батон тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн, 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тата «Петровский» ҫӑкӑр савучӗн батонӗсене пахаланӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче пӗҫерекен батона пысӑк пахалӑхлӑ тавар тесе йышӑннӑ. Тепӗр икӗ савутӑн батонӗсене те экспертсем пахалӑхлӑ тата хӑрушсӑр тавар тенӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта велочупу иртет. Вӑл ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре пулӗ. Спортсменсене 11 сехет тӗлне кӗтеҫҫӗ.
Велочупу маршручӗ ҫапла: Хӗрлӗ тӳрем – Президент бульварӗ – Мускав кӗперӗ – Мускав проспекчӗ – «Рашча» - Мускав проспекчӗ – Президент бульварӗ – Хӗрлӗ тӳрем. «Студентсен хули» чарӑнура канса илӗҫ, шыв валеҫӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр массӑллӑ мероприятие 600 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем те пулнӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче велочупу маршручӗ ҫинчи ҫулсене вӑхӑтлӑха хупӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ.
Чӑваш Енре регионсен хушшинчи «Ветеран валли — ҫыру» пултарулӑх конкурсӗн республика шайӗнчи тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать.
Конкурса ача ҫурчӗсенче пурӑнакансем, интернат шкулсенче тата ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. 30 ача ярса пана сочиненисенчен, эссесемпе открыткӑсенчен тӳресем чи лайӑх виҫӗ ӗҫе суйласа илнӗ. Шупашкарти тӑлӑх ачасен центрӗн вӗренекенӗн А. Кабартовӑн ветеран патне ҫырнӑ ҫырӑвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗн вӗренекенӗсем С. Ахмедовӑпа В. Николаева. Виҫҫӗмӗшне вара Шупашкарти сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавак ачасен 2-мӗш шкулӗнче вӗренекен М. Антонова йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пултарулӑх конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене дипломпа чысланӑ, парне панӑ. Ятран ҫырнӑ ҫырусем вара ҫитес вӑхӑтрах ветерансем патне ҫитӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сидоров Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |