Шупашкарти лавккасенчен пӗринче пӗр хӗрарӑм шӑккалат канихвет туяннӑ. Упаковкӑри пылак ҫимӗҫе юратса ҫиес вырӑнне йӗрӗнмелле пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Чие ҫырлиллӗ шӑккалата хӗрарӑм нарӑсӑн 20-мӗшӗнче илнӗ иккен. Унпа вӑл ачасене ҫуралнӑ кунта сӑйлама ӗмӗтленнӗ. «Хапрӑкра ӗҫлекенсем перчетке мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ?» — кӑмӑлсӑрланать тавар туяннӑ Екатерина ятлӑ хӗрарӑм.
Пӑтӑрмах пирки вӑл «Про Город» портала систернӗ. Унтисем хапрӑкпа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсемпе хапрӑкра тепӗр хутчен инструктаж ирттерме шантарнӑ.
Тӗпчесе пӗлме ятарласа комисси йӗркеленӗ. Пӑтӑрмах хапрӑкри пӗр-пӗр ӗҫчен гигиенӑна пӑхӑнманнипе сиксе тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пылак ҫимӗҫ кӑларакан предприятин тӗп директорӗ Елена Макеева ӗҫре ҫирӗпрех йӗрке тума шантарнӑ.
Чӑваш Енре Республика кунне уявланӑ май салют панине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Ахаль салют кӑна мар, ҫав вӑхӑтра Фейервексен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна XI хут йӗркелӗҫ.
Ватти-вӗттин кӑмӑлне каякан уявпа Шупашкарти кӳлмекре киленме май килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, яланхи вырӑнтах. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне пилӗк ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра Китайран, Мальтӑран тата Беларуҫран килмелле.
Республика кунне уявлассипе паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ, уявпа ҫыхӑннӑ самантсене сӳтсе явнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ача пахчине мӑнукӗн ачине илме пынӑ. Воспитательница вара ӑна урӑх шӑпӑрлана парса янӑ. Ячӗ вӗсен пӗрешкел пулнӑ. Ватӑскер куҫлӑхсӑрах пынӑ, ҫавӑнпа ачана уйӑрса илеймен.
Ют ача ватӑ ҫынпа мӗншӗн лӑпкӑнах кайнӑ? Ӑнланмалла мар. Ют шӑпӑрлана ҫавӑтса килни киле ҫитсен ҫеҫ ҫиеле тухнӑ. Хӗрача йытӑ мӗн ятлине пӗлмен. Унтан пӗчӗкскер кил хуҫи хӗрарӑмӗн косметичкине кӗрсе кайнӑ. Вара тин ватӑ хӗрарӑм сисчӗвленнӗ.
Вӑл ачана каялла ача пахчине таксипе илсе кайнӑ. Унта вара ҫав ачана илме килнӗ амӑшӗ тата сехӗрленсе ӳкнӗ воспитательница ларнӑ. Икӗ ен лару-тӑрӑва ҫивӗчлетмесӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ, полицейскисене тӗрӗслев ирттерме ыйтман.
Нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗн Геннадий Дегтярёвӑн «Тӑван чӗлхе культури» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх канашӗ йышӑннипе пичетленӗ. Тӑван чӗлхене юратакансемшӗн, унпа тӗрӗс пуплеме тата ҫырма ӑнтӑлакансемшӗн ку вӑл чӑннипех те хаклӑ ӗҫ.
Монографин ум сӑмахӗнче автор палӑртнӑ тӑрӑх, «чӑваш ӑслӑлӑхӗшӗн чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем яланах ҫивӗч пулнӑ». Маларах хаҫат-журнал чӗлхи пирки, стилистикӑпа лексика тата орфографипе орфоэпи ыйтӑвӗсемпе, куҫару чӗлхи ҫинчен кӗнекесем тӑтӑшах пичетленнӗ, ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗсем иртнӗ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв юхса иртнӗ. Чӗлхе пӗр вырӑнта тӑмасть. Геннадий Дегтярёв шухӑшланӑ тӑрӑх, «хальхи пуплевӗн тӗп уйрӑмлӑхӗ - вариантлӑхпа дублетлӑх хунаса кайни, пӗр ӑнлавах ӑрасна ятпа палӑртма хӑтланни».
Геннадий Дегтярёвӑн монографийӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти урамсен, Шупашкрати урам-тӳремӗн, тӗп хулари кӗперсен, Шупашкар йышӗнчи ял-поселок урамӗсен ячӗсемпе паллаштарнӑ. Адресӑн пӗтӗмӗшле элеменчӗсем те пур унта, магазинри вывескӑпа кӑтартмӑшсен тӗслӗхӗсем те, техникумсемпе училищӗсен ячӗсем те тата ытти паха материал та.
Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Шупашкарта тӗн организацине тӗп тунӑ. Кун пирки regnum.ru порталта пӗлтернӗ.
Тӗп тунӑ организаци «Надежда» ятлӑ. Ӑна 2013 ҫулта регистрациленӗ. Кӑҫал вара Раҫҫей Федерацийӗн Юстици министерствин Чӑваш Енри управленийӗ ӑна пӗтерме ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Мӗншӗн? Тӗн организацийӗн пӗр учредителӗ экстремизмпа тата терроризмпа ҫыхӑннӑ текен хыпар пур.
Организацин учредителӗсем – 10 ҫын. Тӗн организацийӗн элчи тавӑҫа хирӗҫ пулман. Суд та тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа тӗн организацине пӗтерме йышӑннӑ.
НТВ телеканалпа пыракан «Поедем, поедим!» (чӑв. Каяр, ҫиер!) кӑларӑма Шупашкарта ӳкересшӗн. Кулинари кӑларӑмӗн ӳкерӗвӗ пуш уйӑхӗн 11-14-мӗшӗсенче иртӗ.
Аслӑ Британи ҫынни, вӑлах кӑларӑм ертӳҫи тата филолог Джон Уоррен куракансене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарасшӑн. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑларӑмра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеҫҫӗ.
Ӳкерӳ ушкӑнӗ кулинари «ҫапӑҫӑвӗ» ирттерме, хӗллехи велосипедпа ярӑнма, хулари музейсене, арҫынсен мӑнастирне, «Амазони» этнокомплекса, «Ясна» этноэкологи ялне ҫитме палӑртнӑ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Джон Уоррен Йошкар-Олара пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Софья Савнеш автор Раҫҫейри 25 регионти 90-а яхӑн компани хутшӑнассине систернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ тунтикунхи планеркӑра ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, курава Раҫҫейри 23 регионтан килнӗ. Мероприятире ҫӗрулмин 100 ытла сорчӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми туса илмелли техникӑн куравӗ иртнӗ.
Ҫав мероприятире предприятисемпе организацисем халӑха 60 тонна ҫӗрулми сутнӑ.
Сергей Артамонов пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацине тав тунӑ. Унтисем ватӑсене ҫӗрулмине киле тӳлевсӗр ҫитерсе парассине йӗркеленӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе 12 автомашинӑна явӑҫтарнӑ, тиеме тата пушатма 24 ҫынна чӗннӗ.
Шупашкар хулинче ҫул-йӗр хӗресленнӗ вырӑнта машинӑсем вӑрах тӑрасран светофорсен ӗҫне лайӑхлатсах пыраҫҫӗ. Хальхинче Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлтин ӗҫне ылмаштарнӑ.
Гагарин урамӗнчен Ленин проспекчӗн сулахай енне пӑрӑнакансем валли светофорӑн хушма секцийӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем 7-10 ҫеккунт ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ пуласси талӑкӑн вӑхӑтӗнчен килет.
Светофор ӗҫне улшӑну кӗртни ҫул хӗресленнӗ вырӑнта инкек пуласран асӑрханма меллине ӗнентереҫҫӗ.
Гагарин урамне Петров урамӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗ таран сарлакалатни машинӑсем иртсе ҫӳрессине 20 процент хӑвӑртлатнӑ иккен.
Маларах Шупашкарти ытти хӑш-пӗр ҫул хӗресленнӗ ҫӗрти светофорсен ӗҫне те улӑштарнӑччӗ.
Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи «Южный» культура ҫуртӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май «Маленькая Фея» (чӑв. Пӗчӗкҫӗ Фея) конкурс иртнӗ. Унта хулари Калинин районӗнчи ача пахчисене ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ирттерме Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Олег Кортуновпа Владислав Григорьев пулӑшнӑ.
Шупашкар хулин Пӗр пӗтӗмӗшле клуб системин информаципе аналитика ӗҫӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗллевӗ — ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси, вӗсене сцена ҫинче тытма вӗрентесси.
Фейӑсен конкурсне 5—7 ҫулсенчи 8 хӗрача хутшӑннӑ. Иван Яковлева асра тытнине палӑртса пӗчӗкскерсен «Эп тӑван чӗлхене юрататӑп! номинацире те ӑмӑртма тивнӗ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Алла Александрова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 131-мӗш ача пахчинчи Софья Александрова — иккӗмӗш, 140-мӗш ача пахчинчи Жанна Булаткина — виҫҫӗмӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |